Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑвашла хыпар — хыпарла!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.04.2011 14:08 | 2400 хут пӑхнӑ

Салам чӑвашсем! Ҫывӑхрисем, инҫетрисем! Шкул ачисем, студентсем, ҫитӗннисем!

Паянхи хӑварт улшӑнса пыракан пурнӑҫра чи кирлисенчен пӗри вӑл — хальхи хыпарсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрасси. Ӑҫта мӗн иртет, ӑҫта мӗн пулнӑ. Ҫакна тӗпе хурса Чӑваш халӑх сайчӗ, портала хыпарсемпе вӑхӑтра та туллин тултарас енӗпе, ҫӗнӗ проект пуҫлать — «Хыпарла!». Укҫине те тӳлетпӗр!

 

Хутшӑнас тесен мӗн тумалла-ха? Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла.

Мӗнле хыпар ярса пама юрать? Чи малтанах — сирӗн тӑрӑхра пулса иртекеннисем пире кӑсӑклӑ. Сирӗн ялта Акатуй иртнӗ-и унта, е асфальт ҫул сарса пӗтернӗ — пурте пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — республикӑра е тӗнчере пулса иртекен кӑсӑклӑ хыпарсем. Вӗсене эсир республикӑри сайтсенчен е ытти информаци порталӗсенчен илсе чӑвашла куҫарайратӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен — мӗнле те пулин концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерни.

Хакӗсем пирки кӗскен. Пӗр хыпаршӑн 10 тенкӗрен пуҫласа 200 тенкӗ таран тӳлетпӗр. Ҫапла май, сӑмахран, кашни кун пӗрер 200 тенкӗллӗ хыпар ҫырсан уйӑхне 6 000 тенкӗ ӗҫлесе илме пулать!

Хальлӗхе хаксем ҫакнашкал:

► 1. Пӗр-пӗр ресурсри чӑвашла хыпара пирӗн сайта куҫарса лартни — 10 тенкӗ. Хыпарӗ пӗлтерӗшлӗ пулсан — 20 тенкӗ.

► 2. Вырӑсла хыпара чӑвашла куҫарни — 100 тенкӗ. Ку хыпарсем шутне ӗнтӗ ҫӳлерех пӗлтернӗ 2-мӗш тӗслӗ хыпарсене кӗртме пулать.

► 3. Пирӗн сайт валли ятарласа ҫырнӑ хыпар — 150 тенкӗ. Ку хыпар вырӑсларан куҫарни пулмалла мар. Ӑна сирӗн ятарласа пирӗн сайт валли ҫырмалла.

► 4. Эксклюзивлӑ хыпар — 200 тенкӗ. Ку хыпар ытти ресурсенче пулмалла мар. Пур пулсан — маларах пӗлтернӗ тарифа усӑ курӑпӑр.

Хаксене 1000 саспалли калӑпӑшлӑ хыпарсене тӗпе хурса тунӑ. Хыпар калӑпӑшӗ пӗчӗкрех пулсан — ун хакӗ пӗчӗкрех пулӗ (сӑмахран, 200 мар, 190). Калӑпӑш шутне справкӑлла ҫырнӑ информаци кӗмест. Ӳкерчӗксӗр хыпарсемшӗн 10 тенкӗ сахалрах тӳлетпӗр (10 тенкӗллисемшӗн — 5 тенкӗ ҫеҫ). Проекта чӑвашла хыпарсемшӗн кӑна хатӗрленӗ (ытти чӗлхеллӗ хыпарсем укҫалла мар). Концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерекен хыпарсемшӗн те тӳлеместпӗр. Вӗсем унсӑрӑн та реклама шайӗнче :), вӗсене тӳлевсӗр вырнаҫтарнипе те ҫырлахӑпӑр. Паллах, хыпарсенче йӑнӑшсем сахалрах пулмалла. Ытла нумай йӑнаш пулсан — тӳлемӗпӗр (тӳлев укҫи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ ӗҫе кайӗ :) ).

Проект бюджечӗ — уйӑхне 5000 тенкӗ (6 пинлӗх ӗҫлесен те ытти пайне сирӗн тепӗр уйӑхра кӗтме тивӗ). Укҫине уйӑх вӗҫленнӗ хыҫҫӑн тӳлетпӗр. Чи нумай, чи кӑсӑклӑ ҫыракансене каярах тен преми евӗрлӗ тӳлев те кӗтӗ.

Ыйтусем юлсан — p-code@mail.ru адреспа ҫырӑр.

#чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

2011.04.30 21:46
Аксар Чунтупай
Аван,аван!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем