Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Хыпарла» проектра усӑ куракан сӑмахсем

«Хыпарла» проекта чылайӑшӗ хӑйсен тексчӗсене ярса панӑ май расна терминологипе усӑ кураҫҫӗ. Кунта эсир тӑтӑш тӗл пулакан, Чӑваш халӑх сайтӗнче усӑ куракан варианчӗсене кунтма пултаратӑр.

Пӗтӗмешле

Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсенче сӑмахсене уйрӑм ҫырма кирлӗ мар: ҫӑлкуҫ, хӗвелтухӑҫ, хӗрача, хӗрарӑм, ҫутҫанталӑк т.ыт.

Уйӑх ячӗсем йӑлт чӑвашла пулмалла: кӑрлач, нарӑс, пуш, ака, ҫу, ҫӗртме, утӑ, ҫурла, авӑн, юпа, чӳк, раштав.

Датӑсене ҫырмалли формат: кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, авӑнӑн 3-мӗшӗ, нарӑс уйӑхӗ, пушӑн 16-мӗшӗпе 18-мӗш кунӗсенче, утӑн 3-мӗшӗччен, т.ыт.

Сӑмахсем

Хӑлӑпсенче хӑш сӑмах вырӑнне усӑ курмаллине кӑтартнӑ.

  • Вулавӑш (библиотека);
  • Ӗҫлӗх (практика);
  • Пайташ (член);
  • Пуҫиле (уголовнӑй);
  • Раҫҫей (Россия);
  • Савут (завод);
  • Тӗнче тетелӗ (Интернет);
  • Укҫа-тенкӗ (бюджет);
  • Хастар (активлӑ);
  • Хӑтлав (презентаци);
  • Хысна (бюджет);



 
Категорисем: Пӗрлӗх проекчӗсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-02-25 10:56:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5937 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем