Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче пӗтӗм халӑх тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хуралҫисене чыслать. Ҫак пысӑк уяв умӗн __Патăрьел районĕнчи|Патӑрьел районӗнчи__ __Çĕнĕ Ахпӳрт|Ҫӗнӗ Ахпӳрт__ шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗсене ӑс хывакансем нумай ӗҫ палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — Мингалев Александр Егорович спецназ ветеранӗпе тӗлпулу йӗркелени.
Вӑл хӑй ҫырнӑ юрӑсемпе Чечен вӑрҫин тискерлӗхне, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракан паттӑр салтаксен сӑнарне шкул ачисемпе учительсем патне ҫитерчӗ.
Пирӗн ҫӗршывӑн паттӑр салтакӗсем ҫын ҫӳремен шурлӑхра, кайӑк ларман ту хысакӗнче, кашкӑр кӗмен вӑрман чӑтлӑхӗнче — тӑван ҫӗршывӑн кашни утӑмӗнче тискер тӑшмана ҫунтарнӑ. Этемлӗх нумай вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ. Анчах вӑрҫӑ хӑйне яланлӑхах тӗп тумасӑр та ҫӗршыв салтак ӳстерме пӑрахмӗ. Усал вӑя хирӗҫ аслӑ вӑй кирлӗ. Сывӑ, маттур, шанчӑклӑ пулма пилленӗ ҫамрӑксӗне аслӑ ӑру. Ҫак пил яланах пирӗн асра.
Александр Егорович шкулсенче хӑюлӑх, хастарлӑх, паттӑрлӑх урокӗ ирттерни паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн питӗ кирлӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче юн тӑкнисене, Чечен Республикинче, Афганистанра пулнӑ интернационалист-салтаксене, паянхи ҫӗршыв хуралӗнче тӑракансене пуҫ тайса ҫапла калатпӑр: «Паттӑрсен ӗҫне-хӗлне нихҫан та манмӑпӑр, ӑна хамӑр хастарлӑхпа пуянлатса пырӑпӑр!»
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |