Ҫак кунсенче __Хĕрлĕ Чутай|Хӗрлӗ Чутай__ вулавӑшӗнче Галина Зотова ҫырнӑ «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.
Пухӑннисем автор кун-ҫулне сӑнлакан презентаципе паллашрӗҫ. Галина Зотова шкулта акӑлчан чӗлхи вӗрентет, пушӑ вӑхӑтра халап-юмах хайлать, шкул ачисене пултарулӑх ӑмӑртӑвӗсене явӑҫтарать. Вӑл 2008-мӗш ҫултанпа писательсен Союзӗн пайташӗ, нумаях пулмасть ӑна республикӑри чӑваш халӑх ӑсчахӗсем хӑйсен ретне йышӑннӑ. Галина Зотова — «Хатӗр пул» журналӑн 2006 ҫулхи Марфа Трубина ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Кӗнеке авторӗ ун пирки каласа пачӗ: «__Штанаш__ салин кун-ҫулӗ питех те интереслӗ, кӗнекере ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ 8 ӑсчах, вун-вун ҫар ҫыннин пултарулӑхӗ, орден-медаль илме тивӗҫ пулнӑ 180 ҫын пирки каласа кӑтартнӑ. Ял, шкул, колхоз, пульница, чиркӳ историйӗсемпе, ку тӑрӑхри паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех вулавӑшҫӑсене Николай Плотников пухса хатӗрленӗ «Асамлӑх ҫулӗ» (2010) тата «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» (2011) кӗнекесем пирки те сӑмах хушрӗ, чӑваш халӑх сайчӗ ирттерекен ӑмӑртусене хастар хутшӑнма чӗнсе каларӗ, вулавӑша асӑнмалӑх икӗ кӗнекине те парнелерӗ. Галина Зотова __Хĕрлĕ Чутай районĕнче|Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ, хальхи вӑхӑтра Сарӑту облаҫӗнче пурӑнакан Яков Артемьевич Угольников тата Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗпленнӗ Кондратьев Геннадий Иванович таврапӗлӳҫӗсем пирки те асӑнса хӑварчӗ, вӗсен кӗнекисемпе паллаштарчӗ.
Тӗлпулу усӑллӑ иртрӗ, пурне те килӗшрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |