__Николай Артемьев__ сӑрӑ ӑсти __Шăмăршă районĕнчи|Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Васан__ ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗлмест те, ун ҫинчен илтмен те пулӗ. Анчах ӳнере чун-чӗререн юратакансем Николай Лазаревичӑн ятне астума кирлех. Пине яхӑн ӳкерчӗк тума ӗлкӗрнӗ вӑл хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче. Ҫирӗм пилӗк ҫула кӑна тӑсӑлнӑ ӗмӗрӗнче питех те чаплӑ ӗҫсем тунӑ.
Ялти шкула пӗтерсен __Палтиелĕнчи|Палтиелӗнчи__ вӑтам шкулта вӗреннӗ Коля. Ун хыҫҫӑн Магнитогорск хулинче заводра ӗҫленӗ. Ҫулталӑкран, 1964 ҫулта, Шупашкарти ӳнер училищине вӗренме кӗнӗ. Диплом ӗҫне «Ҫеҫпӗл» ятлӑ картинӑсен ярӑмӗпе ҫырнӑ. Н. Артемьевӑн ҫак ӗҫне чи лайӑх паллӑпа йышӑннӑ. Ӗпхӳ хулинчи выставкӑра пысӑк хак панӑ унӑн ӗҫне. Ҫакӑ ӳнерте ҫӗнӗлӗхсем шырама, тата нумайрах ӗҫлеме хистенӗ ӑна. Уйрӑмах графикӑна кӑмӑлланӑ ҫамрӑк, ҫавӑнпа та ӗнтӗ художник-график специальноҫне алла илес тӗллевпе __Мускаври__ полиграфи институтне вӗренме кӗнӗ.
Вӗреннӗ вӑхӑтрах __Шупашкарти__ электроаппарат заводӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах __Чăваш кĕнеке издательствипе|Чӑваш кӗнеке издательствипе__, ҫыравҫӑсемпе ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Вӑл ӑсталанӑ cӑнсем «__Тăван Атăл|Тӑван Атӑл__», «__Ялав__» журналсенче пичетленсе пынӑ, чӑваш ҫыравҫисен нумай кӗнекисене илемлетнӗ вӑл.
Анчах Коля ачаранах чӗре чирӗпе аптӑранӑ. Ҫак йывӑр чир ӑна 1971 ҫулта пиртен вӑхӑтсӑр уйӑрчӗ...
Ҫапла, сахал пурӑннӑ пулин те, хӑйӗн пурнӑҫӗнче халӑх валли нумай ырӑ ӗҫ туса хӑварма ӗлкӗрнӗ сӑрӑ ӑсти. Ял ҫыннисенчен чылайӑшӗ __Нелли Петровская__ ҫырнӑ «Чыс» кӗнекене упраҫҫӗ. Унта — хамӑрӑн ентеш ӳкернӗ ӳкерчӗксем.
Васан ялӗнче музей уҫӑлнӑ хыҫҫӑн Коля ашшӗ, Курак тете, килӗнче сыхланса юлнӑ хӑш-пӗр альбомӗсемпе ӗҫӗсене илсе пырса панӑ. Каярах Курак тете ҫурчӗн маччи ҫинче ҫӗршер уйрӑм ӳкерчӗк, эскизсем, портретсем тупӑннӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑн тусан ӑшӗнче выртнӑ ӳкерчӗксем ялти музейра тепӗр хут кун ҫути курнӑ вара — вӗсене тирпейлесе, тасатса, рамкӑсем ӑшне вырнаҫтарса музейри курав пӳлӗмӗнче курав йӗркеленӗччӗ.
Васансем хӑйсен паллӑ ентешне манмаҫҫӗ. Ялти халӑх музейӗнче Николай Артемьев художник ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалласа тата вилнӗренпе 40 ҫул ҫитнине асӑнса унӑн ӗҫӗсен куравӗ тепӗр хут уҫӑлнӑ. Ял, район тата республика ҫыннисене, шкул ачисемпе вӗрентекенсене, ӳнер илемне юратакансене пурне те унта килсе курма чӗнеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |