Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, __Чăваш патшалах университечĕн|Чӑваш патшалах университечӗн__ __чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче|чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ хаваслӑ лару вӑхӑтӗнче __Евгений Ерагин__ мӑчавар «Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ» хатӗрленӗ Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен пӗрремӗш таврапӗлӳҫи, ҫыравҫи, этнографӗ, историкӗ тата Вырӑс географи пӗрлешӗвӗн членӗ __Спиридон Михайлович Яндуш__ ячӗпе хисепленекен медале чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканне __В.Г. Родионов__ профессора парса чысларӗ.
Виталий Григорьевич тӑван тавралӑха, халӑхӑн историйӗпе сӑмахлӑхне, литература аталанӑвне тӗпчесе сахал мар ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырса пичетлерӗ. Пухӑннисем умӗнче ҫавӑн пекех __Чăваш наци конгресĕн|Чӑваш наци конгресӗн__ вице-президенчӗ, факульетӑн доценчӗ __В.А. Абрамов__ тата университетӑн ют чӗлхесен кафедрин профессорӗ В.А. Иванов тухса калаҫрӗҫ. Чӑваш ятне тӗрлӗ вӑхӑтра тури, анатри, анат енчи чӑвашсем ҫӗкленӗ. Халӗ пурин те кар тӑрса халӑх пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла, тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ вӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |