Опера арийӗсем, Бродвей тата Голливуд кӗввисем, халӑх юррисем… Пӗр каҫлӑха __Чăваш патшалăх академи драма театрĕ|Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ__ юрӑ-кӗвӗ тӗнчине путрӗ. Кунта виҫӗ тенор гала-концерчӗ иртрӗ. Сцена ҫинче Давид Гвинианидзе, Георг Эннарис тата Алехандро Олмедо юрларӗҫ. Вӗсем __Шупашкара__ пӗрремӗш хут килнӗ. Пурне те килӗшекен опера арийӗсене, неополитансен юррисене, Бродвейпа Голливуд кӗввисемпе Латинла Америка юррисене, тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене шӑрантарчӗҫ. Ҫак концертӑн премьери Мускавра, Пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Европа тата Америка ҫӗршывӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Давид Гвинианидзе «Тӗнче ӑстисем» (выр. «Таланты мира») фондӑн президенчӗ, маларах вӑл Мускаври Ҫӗнӗ Опера театрӗнче тата «Геликон-Опера» солисчӗ пулнӑ. Ҫак фонда вӑл 9 ҫул каялла пуҫарнӑ, халӗ организаци пӗтӗм тӗнчери чи пултаруллӑ 200 ытла вокалистпа музыканта пӗрлештерсе тӑрать. Алехандро Олмедо Плосидо Доминго паллӑ тенор патӗнче юрлама вӗреннӗ. Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑн» ертсе пыракан юрӑҫи пулнӑ. Георг Эннарис маларах Кореяпа Япун опера театрӗсенче юрланӑ, Пысӑк театрӑн солисчӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Кӑнтӑр Америкӑра пурӑннӑ, Аргентина, Бразили тата Пӑраквай сценисем ҫинче унӑн сасси янӑранӑ. «Виҫӗ тенора» паян пӗтӗм тӗнче итлет. __Шупашкар__ хыҫҫӑн вӗсем __Хусанта__, __Ĕпхӳре|Ӗпхӳре__ тата Раҫҫейри ытти хуласенче те пулӗҫ. Пирӗн хулана тепре килсен чӑваш юррисене те юрлама сӑмах пачӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 769 - 771 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Резюков Николай Андреевич, Н.И.Ашмарин профессорӑн ӗҫне малалла тӑсаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |