Раштавӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӑҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ __Александр Кăлкан|Александр Кӑлкан__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа вӑл пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫурт (Ленин пр., 24 ҫ.) умӗнче митинг иртрӗ. Унта Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн членӗсем, ҫыравҫӑн тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. __Александр Кăлкан|Александр Кӑлкан__ пултарулӑхӗ нумай енлӗ — вӑл драматург та, сӑвӑҫ та, журналист та, сатирик та, тӑлмач та. Александр Дмитриевич вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен: Шекспир, Островский, Гоголь тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл юптарусем ҫырнӑ. Вӗсене пӗчӗккисем те, ҫитӗннисем те юратса вуланӑ. Ӑна «чӑвашсен Крыловӗ» тенӗ. Александр Кӑлкан уйрӑмах шӳтлӗ хайлавсем ҫырассипе палӑрнӑ. Вӑл пурнӑҫри ҫитменлӗхсенчен тӑрӑхлама юратнӑ.
Митинга хутшӑнакансем ҫыравҫӑ асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ.
Александр Кӑлкана вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра — Тутарстанӑн __Пăва районĕнче|Пӑва районӗнче__ те — чысларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 730 - 732 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |