Раштавӑн 17-мӗшӗнче __Шупашкарта__ кикбоксинг кӗрешӳвӗсем иртрӗҫ. Кӗрешӳсенче __Çĕмĕрле районĕ|Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи__ ачасем те хутшӑнчӗҫ. Ачасене __Турханти__ спорткомплексри кӗрешӳ тренерӗ Егоров О.В. ертсе пырать. Иртнӗ ҫапӑҫусенче пирӗн каччӑсем хӑйсене питӗ паха кӑтартрӗҫ. Хӑйсен кӗрешӳ ушкӑнӗсенче ҫак ачасем палӑрчӗҫ:
• 1-мӗш вырӑнта Яргунин Федор, Ефремов Дмитрий, Башкиров Иван,
• 2-мӗш вырӑнта Архипов Илья, Ванеев Сергей, Саеров Александр,
• 3-мӗш вырӑнта Афанасьев Родион, тата Захаров Ярослав. Асӑннӑ ачасем тӗрлӗ ялсенче пурӑнаҫҫӗ, вӗсен спорт керменне ҫитме пайтах вӑхӑт тата вӑй кирлӗ. Тренировкӑсем уроксем хыҫҫӑн иртеҫҫӗ, икӗ-виҫӗ ҫухрӑм __Турхан__ ялне ҫити утма тивет. Анчах хастар каччӑсене ку чармасть, чӑрмантармасть. Кашни __Чăваш Ен|Чӑваш Ен__ районӗсенче ҫакӑн евӗр спорт керменӗсем уҫма пуҫлани палах ӗнтӗ ҫамрӑксене кирлӗ япала. Хӑйне хӑй хӳтелеме пултарни, ҫына усал-хуралсенчен ҫӑланма пулӑшма вӗренни, ҫӗршывӑмӑра усӑллӑ арҫын пулса ҫитӗнни хальхи вӑхӑтра «пӗчӗк» япала мар. Ҫапла мар-и, тӑванӑмӑрсем?
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 730 - 732 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |