Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Илемлӗ хайлав ҫутталла туртмалла

Аçтахар Плотников28.11.2022 21:322733 хут пӑхнӑ

Юлашки вӑхӑтра пирӗн ҫыравҫӑсем хайлакан произведенисенче ытларах енӗпе малашлӑх курӑнманни вӑйлӑ сисӗнни пирки эп кӑна мар, ыттисем те асӑрханӑ. Пӗрине пӑхатӑн, теприне — таҫта та нушапа терт, пуласлӑхра ним ыррине те курманни. Геннадий Дегтярёв пӗррехинче Борис Чиндыковӑн хайлавне хакланӑ чухне ҫапла сӑмах каланӑччӗ: «йытти те пулин ҫакӑнса вилет». Тӗрӗссипе калас пулсан, хам эп вӑл хайлава вуламан, паллашман, ҫавӑнпа та ҫын сӑмаххи ҫине таянса калама кӑна пултаратӑп.

Хам та, пушӑ вӑхӑт тупӑнкаласан, калавсем ҫыркалатӑп. Нумаях мар ман вӗсем, ҫавах пур. Апла-и, капла-и, хамра та ҫав туртӑмах асӑрхатӑп: хамӑн хайлаври сӑнарсене яланах нушапа терт урлӑ кӑларас килет. Те ҫапла туни кӑна ман шухӑшпа калаври сӑнара мӗне те пулин вӗрентӗ тесе шутлатӑп, те ку вӑл — чӑвашӑн менталитечӗ. Пурте ҫапла май калӑплаҫҫӗ пулсан — тен, вӑл чӑн та, мана кӑна пырса тивмест, мӗнпур чӑвашӑн вӑл ҫапла?

Чӑвашӑн ӗлӗкхи пурнӑҫне сӑнарлакан хайлавсене шута илмелле мар пуль. Вӗсенче кашнинче чӑваш нушапа терт хушшинче ҫӳрет. Илпек Микулайӑн «Хура ҫӑкӑрӗнче» те, Хӗветӗр Уярӑн «Танатипе» «Таркӑнӗнче» те, Куҫма Турханӑн «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» романӗнче те. Вӗсене совет саманинче ҫырнӑ та, парти ыйтнипе чӑвашӑн революцичченхи пурнӑҫне ҫапла калӑплама тивнӗ пуль. Вӗсене вула-вула яланах ман пуҫра ыйту сиксе тухать: нивушлӗ чӑваш халӑхӗ нихӑҫан та ырлӑхра пурӑнман? Паянхи ҫыравҫӑсен хайлавӗсене вуласан вара ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫ чӑвашӑн пулас та ҫук пек туйӑнать.

Тен, эпир хамӑр халӑхӑн ырӑ та паха енӗсене курма кӑна пӗлместпӗр? Ҫак тарана пурӑнса ҫитнӗ-ҫке! Монгол-тутарсем Атӑлҫи Пӑлхара аркатнӑ хыҫҫӑн миҫе ӗмӗр иртнӗ вӗт! Нушапа терт хушшинче кӑна пурӑннӑ пулсан, ман шутпа халӑх ҫав тери хаярскер пулмалла, вӑл нимӗне те юратмалла мар, уншӑн мӗнпур япала тискер енчен кӑна курӑнмалла. Анчах апла мар-ҫке…

Нумай пулмасть Александра Лазаревӑн икӗ калавне вуласа тухма тиврӗ. Юлашки вӑхӑтра нушаллӑ пурнӑҫа сӑнлакан хайлавсене кӑна вуланӑ хыҫҫӑн унӑн калавӗсем мана ҫумӑр пӗлӗчӗ хыҫӗнчен тухнӑ хӗвел пекех туйӑнчӗҫ. Паллах, вӗсене иртнӗ ӗмӗрӗн 1950-мӗш ҫулӗсенче ҫырнӑ. Паллах, вӗсенче совет саманине мухтанӑ, паянхи кун вӗсем темле айванла та курӑнаҫҫӗ. Анчах та нушапа терт валли вӗсенче вырӑн ҫук. Сӑнарсен шӑпи яланах малалла туртӑнать, вӗсен пурнӑҫӗнче мӗн шухӑшласа хуни пӗтӗмпех йӑлт пурнӑҫланать. Институтран вӗренсе тухнӑ Степан хӑйне валли юратнӑ ӗҫ тупать, хӗрне те — пӗрешкел ӗмӗтлине. Тепӗр калаври Матӗрне инкен те вӑрҫӑра ывӑлне ҫухатнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ майлашӑнса каять. Сӑмах май, вӑрҫӑ унӑн ывӑлне те, упӑшкине те туртса илнӗ. Апла пулин те автор ӑна аллӑ ҫула ҫитмен, алӑ усман хӗрарӑм пек сӑнарлать. Упӑшкипе ывӑлне ҫухатнишӗн куҫҫуль тӑкнине автор калав тулашӗнче хӑварать, хайлавра вара эпир Матӗрне инкен ҫутӑ сӑнарне кӑна куратпӑр. Унӑн пӗтӗмпех йӗркеллӗ, пурнӑҫри пӗтӗм йывӑрлӑх сирӗнсе кӑна пурать. Ҫаксене сӑнанӑ хыҫҫӑн пуҫа «ҫырма пултарнӑ-ҫке!» текен шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Чӑн та-ҫке, кунашкал калавсене вуланӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас килсе каять, пӗтӗм инкек-синкек ҫинчен манса малашлӑха туртӑнас килет.

Каннӑ чухне эпӗ китайсен веб-новеллисене вулакалатӑп. Китайсенне кӑна мар, корейсенне, япунсенне те. Тухӑҫри литературӑна илес пулсан хальхи вӑхӑтра вӗсене чылай куҫараҫҫӗ. Малтан акӑлчанла, кайран вара — вырӑсла. Мӗн сӑнарӑм? Яппунсене илес пулсан — вӗсен хайлавӗсенче те пирӗнешкелех. Веб-новеллӑри сӑнарсем яланах нушапа терт урлӑ тухаҫҫӗ. Китайсенне илес-тӗк — вӗсен яланах пыл та ҫу. Хайлав тӑршшӗпех ӗҫ-пуҫ пӗтӗмпех вӗсене майлӑ пулса иртет. Йывӑрлӑхсем пур пулсан та вӗсем пӗчӗк, пысӑках мар. Тӗрӗссипе каласан, протогонист мар, антагонист ытларах нушапа терт курать. Корейсен хайлавӗсем вара — ҫак икӗ халӑхӑн варринче.

Паллах, ку пӗтӗмӗшле пӑхсан. Китайсен те, яппунсен те унччен палӑртнӑ виҫерен уйрӑлса тӑракан хайлавсем пур. Анчах китайсен хайлавӗсем хӑйсен ҫутӑ малашлӑха туртӑнас енӗпе мана самай кӑсӑклантарса ячӗҫ. Шухӑшлатӑп та: тен, пирӗн те, чӑвашсен, ҫавнашкал ҫутӑ малашлӑха туртакан хайлавсем ытларах ҫырмалла?

Пирӗн ҫыравҫӑсен хайлавӗсем мӗншӗн ҫутӑ малашлӑхсӑр пулни пӗр енчен, тен, паллӑ та. Ку вӑл халӑхӑн малашлӑхне шанманни пуль. Халӑх пӗтнине кунӗн-ҫӗрӗн курнӑ май ҫутӑ малашлӑхлӑ хайлав ҫырма йывӑртарах ҫав. Анчах та, ман шутпа, ҫыравҫӑсем хӑйсене алла тытса, ҫӑвӑн пек хайлавсем ҫырмаллах. Ку ӗнтӗ, паллах, Мюнхгаузен хӑйне хӑй ҫӳҫӗнчен туртса шурлӑхран кӑларни евӗрех пулма пултарать, анчах ҫавах та тӑрӑшсан ҫырма пулатах. Халӑх та, ҫавнашкал ҫутӑ малашлӑхлӑ калавсене вуланӑ хыҫҫӑн хӑйне хӑй шанса, малалла туртӑнӗччӗ.

Эсир мӗнле шутлатӑр?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.28 23:43
Agabazar
Оптимистсем яланах начар çыраççĕ, тенĕ пĕр ăславçă (Поль Валери)..

Пире мĕнлерех çутă пурнăç кĕтнине пит аван чухлатпăр: Украинари нациксемпе фашистсене çĕнтеретпĕр те, аван пурнăç пуçланса каять (çыравçăсен пуçлăхĕ Улька Элмен те çаплах вĕрентет темелле). Тĕрĕссипе, хальхи пурнăç та нихăш енчен те начар мар.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.29 12:32
Agabazar
Енчен те Поль Валери асăннă сăмахсене калани тĕлĕшпе иккĕленетĕр пулсан, ак çак текста Гуглăн е Яндексăн шырав йĕрĕ çине лартса пăхăр:

Оптимисты пишут плохо (Поль Валери)
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.29 12:40
Agabazar
Поль Валери хранццус пулнăран, сăмахĕсене те хранццуслах каланă ĕнтĕ.

Оригиналла текста тупса пулмарĕ. Анчах шырав майĕсемпе усă курсах каялла хранццусла куçарма хăтлантăмăр —

les optimistes écrivent mal.

Поль Валери шăп та шай çаплах каланă-ши — калама пултараймастăп. Тен, кăшт урăхларах пуль. Унталла-кунталла куçарнă чухне пăртак улшăнма пултарать.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.29 12:51
Agabazar
Шăпташайлăха тĕрĕслес шутпа, асăннă сăмахсене каллех Гуглăн шырав йĕркине лартса пăхар.

Çакă пире ак çакнашкал хранццусла сайт пайтне илсе çитерет — https://www.devoir-de-philosophie.com/citations/les-optimistes-ecrivent-mal-paul-valery-mauvaises-pensees-et-autres-commentez-cette-citation-2

Унта ак çакна вулатпăр:

«Les optimistes écrivent mal.» Paul Valéry

Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.29 13:36
Agabazar
Калас пулать, СССРта пуçпулса тăнă соцреализм та суккăрла тата чуххăмла оптимизмăн пушăлăхне ăнланнă.

Оптимизм сăмах соцреализмăн теоретикĕсен çыравĕсенче яланах историлле (исторический) текен палăртавпа пĕрле çÿрет.

Çав палăртавсăр вăл сăмаха, оптимизм тенине, асăнмаççĕ.

Исторический оптимизм социалистического реализма. Çапла калаççĕ.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.29 16:09
Agabazar
Мĕн-ха вăл историлле оптимизм тени? Тем пек начар пулсан та лайăххи патнех талпăнмалла. Çавна пĕлтерет.

Ну соцреализм ăçталла талпăнма вĕрентни вара паллă. Коммунизм патнелле.
Ҫынӑм // 1248.06.8118
2022.12.04 12:14
«Веб-новеллисене вулакалтӑп» тени инттереслӗ кунта. Чӑвашла халь-халь ҫыракансен инттӗрнет уҫлӑхӗнче пӗр-пӗр пуҫтаракан вырӑн пур-ши? Йатарлӑ вырӑн, ӑҫта ҫыравҫӑсем те, вулавҫӑсем те хӑйӗн шухӑшӗсене палӑртма пултараҫҫӗ.
Анонимла // 3808.79.6781
2022.12.25 21:24
Эп хайлава вуличчен вӗҫне уҫса пӑхатӑп, йӗркеллӗ, телейлӗ вӗҫленет пулсассӑн вулатӑп.
Пӗр-пӗр произведение тем тӗрлӗ мухтасассӑн та алла тытса пӑхмастӑпах.
Agabazar // 2248.54.3670
2022.12.28 07:17
Agabazar
Вĕçсене пăхкаласа çÿре-ха эппин.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем