Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тӑван чӗлхене манмасан малашнехи ҫул яланах ҫутӑ!

Аçтахар Плотников03.11.2022 19:126017 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхин корпусне пухас ӗҫ ҫӑмӑлах мар. Лайӑх корпус пултӑр тесен 20 миллион сӑмах пухни ҫеҫ ҫителӗксӗр, унта тӗрлӗ йышши текстсем пулмалла. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» сӑнасарах пӑхсан паянхи кун унта ытларах пайне литература хайлавӗсем йышӑннине курма пулать. 2019 ҫулта урӑх ҫитменлӗхччӗ — нумай пулмасть корпуса чӑвашла куҫарнӑ Библие кӗртнӗччӗ те тӗн тексчӗ пысӑк пай йышӑнатчӗ. Вӑт хайхи ӗнтӗ, ҫав танмарлӑха пӗтерес тесе эпӗ юлашки вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла текстсем шыратӑп та.

Уйрӑмах хаҫат-журнал статйисен йышне ӳстермелле. Вӑл текстсем тем тесен те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче пысӑк пай йышӑнаҫҫӗ. Апла-тӑк, вӗсене ытларах кӗртмелле. Шел те, республикӑра тухакан чылай хаҫат хӑйсен тексчӗсене сайтсенче вырнаҫтармасть. Ытларах чухне вӗсем «вӗсене сайта вырнаҫтарсан пирӗн хаҫата кам ҫырӑнӗ» тесе тӳрре тухма хӑтланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вара купи-купипе вырӑсла текст вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен тиражне чакармасть пулас. Шел те капла ӗҫлени чӑваш чӗлхипе усӑ курнине чакарса та чакарса пырать.

Ҫутӑ ҫул

Хаҫат статйисене шыракаланӑ май паян «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн сайтне пырса кӗтӗм. Ӑнсӑртран пулчӗ ку. «Херӗп» сӑмаха тӗнче тетелӗнче шыраса кайрӑм та… вӗсен сайтне лекрӗм.

«Ҫутӑ ҫул» — Пушкӑртстан чӑвашӗсен хаҫачӗ. Пишпӳлекре тухать.

Пӗрремӗш хут лекрӗм те тӳрех тӗлӗнсе кайрӑм. Чӑннипе ку япала пӗрре те тӗлӗнтермелле мар-ха та ӗнтӗ, анчах кулленех республикӑри хаҫатсен сайчӗсемпе ӗҫленӗ хыҫҫӑн — тӗлӗнтерет. Хӑвӑрах пӑхӑр: сайчӗ йӑлт чӑвашла; кашни кун 1-2 хыпар мар, 5-10 хыпар вырнаҫтараҫҫӗ; «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен страницине чӑвашла ертсе пыраҫҫӗ. Доменӗ те — чӑвашла-ҫке! «Sutasul.ru». Пӗр-пӗр «Svetliyput.ru» мар! Чӑвашрисемпе танлаштарӑр-ха: «alikovopress.ru» (Элӗксен «Пурнӑҫ ҫулӗпе»); «shemursha-vesti.ru» («Шӑмӑршӑ хыпарӗсем»); «avangard-21.ru» («avangard-chuv.ru» теме вӑтаннӑ; чӑваш халӑхне 21 кодпа хупласа лартнӑ); «zapobedu21.ru» (Йӗпреҫсен «Ҫӗнтерӳшӗн»); «zp21rus.ru» (Муркашсен «Ҫӗнтерӳ ялавӗ»; кунта чӑвашсемпе ҫыхӑнманнине палӑртас тесе 21 кодпа та усӑ курнӑ, «rus» хушнипе те!); «gazeta1931.ru» (Вӑрмарсен «Хӗрлӗ ялавӗ») тата ыттисем те. Юрӗ, кӑшт суятӑп та пуль. Куславккасен «Ялавӗ» «yalav.ru» домен ҫинче (шел те пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук, йӑлт вырӑсла), каҫалсен — «kasalen.ru» доменра, канашсен — «kanashen.ru» доменра. Пурте тенӗ пекех хайсен чӑваш тымарӗнчен вӑтанаҫҫӗ тейӗн… Пушкӑртстанрисен вара ку пачах та курӑнмасть.

Статйисемпе хыпарӗсене те тишкерсе тухрӑм. Ытларах енӗпе кӗске хыпарсем ӗнтӗ, анчах ҫав хушӑрах калӑпӑшлисем те тӗл пулаҫҫӗ. Кунсерен 10 ытла материал лартса пыраҫҫӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: хыпарӗсемпе статйисем культурӑпа ҫеҫ ҫыхӑнман, кулленхи пурнӑҫӑн тӗрлӗрен пайне те ҫутатаҫҫӗ. Кунта культура хыпарӗсем те пур, ҫарпа ҫыхӑннисем те, Раҫҫейрисем те. Экономика, ял хуҫалӑхӗ, вулакансене кансӗрлекен ыйтусем — пурте пур.

Тӗрлӗ «Республика пуҫлӑхӗ Патшалӑх канашне янӑ ҫыру», «Раҫҫей Президенчӗ Федераллӑ пухӑва янӑ ҫыру» таврашӗсем ҫукран ку сайт хаҫатӑн пулнине ӗненме те йывӑр. Хам вӑл тӑрӑхран маррине кура темиҫе хут та тӗрӗслесе пӑхрӑм. Хаҫат сайчех.

Хаҫат сайтӗнче чӑвашла статьясем мӗн тума кирлӗ?

Чӑвашла хаҫатӑн сайчӗ вырӑсла кӑна ӗҫлени вӑл хамӑрӑн тӑван чӗлхене аталантармасть терӗмӗр. Ҫитӗнекен ӑрӑва чӗлхерен пистерет тата ытти те. Вӗсемсӗр пуҫне ҫакнашкал ҫитменлӗх те пур. Хальхи вӑхӑтра эпир чӑвашларан вырӑсла тата вырӑсларан чӑвашла хамӑр куҫаруҫӑна вӗрентсе ҫитерейрӗмӗр теме пулать. «Яндекс.Тӑлмач» та ку ӗҫе тӑвайрать. Тивӗҫлӗ шайрах мар-ха та ӗнтӗ, анчах усӑ курмалӑх мӑй таран ҫитет.

Анчах пӗр йывӑрлӑх пур. «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» ытларах енӗпе вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ хайлавсемпе пуянлатнӑран пирӗн модельсем чӑваш ял ячӗсене тӗрӗс куҫарма пӗлмеҫҫӗ. Мускав ятне куҫарма пӗлеҫҫӗ, инҫетри чылай хуласен ячӗсене... Анчах ҫав вӑхӑтрах хамӑр республикӑри ял ячӗсене тӗрӗс куҫараймаҫҫӗ. Мӗншӗн? Ара, тӗслӗхсем ҫитменнипе. Май ҫитнӗ таран эпир Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсене кӗртсе пыратпӑр-ха, анчах ку ҫителӗксӗр. Ял ячӗ тӗл пулакан тӗслӗх пӗрре-иккӗ кӑна мар кирлӗ-ҫке — ҫӗршер кирлӗ. Ытларах пулсан тата та аванрах. Каҫал, Елчӗк, Канаш, Вӑрмар, Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай районӗсемпе ҫыхӑннӑ статьясемпе хыпарсем пур теме пулать. Ҫителӗклӗ мар, анчах пур. Ытти районсене илес пулсан вара — пачах та ҫук тесен те юрать.

Ҫавӑнпа та «Ҫутӑ ҫул» хаҫат сайтне курсан вӑл мана чӑн та савӑнтарчӗ. Пирӗн хаҫатсен вӗсенчен тӗслӗх илмеллех.

Пӗтӗмлетӳ

Чӑваш чӗлхине аталантарас тесен тем тесен те унпа усӑ курас пулать. Ячӗшӗн пӗр-пӗр фонда «Пӗрле» ят панипе кӑна мар, кулленхи пурнӑҫра унпа усӑ курмалла. Хаҫатсем чӑвашла кӑларни ҫителӗксӗр, сайтсем те чӑвашлах пулмалла. Чӑваш хаҫачӗн сайчӗ вырӑсла пулнине эпӗ нимӗнле те ӑнланаймастӑп. Ак, калӑпӑр, куславккасенех илес. Чӑвашла пӗр статья та ҫук вӗт. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче те, вӗсен хаҫат сайтне пӑхас пулсан, чӑвашсем кӑнса пӗтнӗ тесе шутлама пулать. Йӗпреҫсен те пӗр чӑваш сӑмахӗ ҫук. Хаҫат «Ҫӗнтерӳшӗн» ятлӑ пулнине сайтӑн путвалӗнче кӑна пӗлме май пур. Доменӗ — zapobedu21.ru, пуҫелӗкӗнче — «Ибресинская районная газета «За Победу», статйисемпе хыпарӗсем — йӑлт вырӑсла. Тӗп редакторӗ Быкова Светлана Валентиновна шутланать. Кӑмӑллӑ хӗрарӑм пуль, пӗлместӗп, курса калаҫман. Анчах университетран «чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен» специальноҫпа вӗренсе тухнӑ тесе ҫырнӑ ҫын (сайтӗнче ҫапла кӑтартнӑ) редакцие тивӗҫлӗ шайра ертсе пынине ниепле те ҫирӗплетеймест.

Ман шутпа, «Ҫутӑ ҫул» хаҫатӑн малашлӑхӗ аван пулӗ. Тӑван чӗлхене манмансен малашлӑхӗ ҫутӑ пулатех. Пӗрре те тӗксӗм мар.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Геннадий // 2529.39.1991
2022.11.03 21:26
Пушкăртра тата "Урал сасси" хаçат . В контактери страницине кĕретĕп , стена çинче йăлт чăвашла !
Agabazar // 1541.63.1454
2022.11.04 08:10
Agabazar
Нихăш чăваш та мĕнпур ялсен-хуласен мĕнпур чăвашла ячĕсене астуса юлма пултарймасть пуль.

Çавăнпа та ятарлă хыпар-хăнарлăхсем пур.

Манса кайнă пулсан, çавăнта пăхса илмелле.

Хамăр республикăри кунашкал ятсем тĕлĕшпе ку енĕпе нимле йывăрлăх та çук.

Республика тулашĕнчи ятсем тĕлĕшпе татса паман темиçе ыйту пур ĕнтĕ. Сăмахран, Тутарстанри Зай (Заински) районĕнчи Гулькино ялĕ. Паллах, унăн авалхи чăн-чăн чăвашла ячĕ урăхла. Мĕншĕн тесен ялĕ авалхискер, тахçанах, чăвашсем вырăсла пĕлмен чухнех пуçланса кайнă.

Анчах паянхи куна çитиччен те çав ята шыраса тупса пулмарĕ. Ниепле те.
Agabazar // 1541.63.1454
2022.11.04 08:13
Agabazar
Тата тепĕр тупса палартман ят — Ĕренпур облăçĕнчи Пронькино ялĕ.

Чăвашла мĕнле каланă (е калаççĕ) ăна — паллă мар.
Agabazar // 1541.63.1454
2022.11.04 08:23
Agabazar
Çапах та хăш чухне кунашкал «вăрттăн» ятсене те тупса палартма май килет.

Сăмахран, Новокуйбышевск хули тĕлĕнче (Самар облаçĕ) Чувашские Липяги ял пулнă. Тĕрĕссипе вăл халь те пур, анчах хула варрине юлнă.

Никам та ялăн чăвашла ятне пĕлмест! Влас Пайменăн «Кĕпер» романĕнче те ăна вырăсла ятпа кăна асăннă.

Апла-капла тĕпчесен, çакă палăрчĕ. Вăрçă (ВОВ) çулĕсенче çав ялта колхоз пулнă. Колхозăн ячĕ — Сене-Ял.

Ахăртнех, хăйсен колхозне ял ячĕпе панă пулнă пулмалла. Паллах, ку çĕр процентлă чăнлăх мар, анчах çапла шутлама май пур.
Agabazar // 4078.40.2519
2022.11.04 17:20
Agabazar
Цитата. «avangard-21.ru» («avangard-chuv.ru» теме вӑтаннӑ; чӑваш халӑхне 21 кодпа хупласа лартнӑ); Цитата вĕçĕ.

Мĕн каласшăн кунпа?

Авангард — чăваш сăмахĕ. Чăвашла марри унта ним те çук. Варваризм мар. Чăваш алфавитĕнче г, д саспаллисем пур. Енчен те вăл сăмаха Аванкарт пек çырас пулсан та, пурпĕрех ним те улшăнмасть темелле. Чăваш çырулăхĕнче çавăн пекех 2, 1 цифрăсем те пур. Е пире урăхла цифрăсемпе çыртарасшăн-ши?

chuv хушса хуни хăш енчен хушма чăвашлăх пулма пултарать? Нихăш енчен те.

Ара, chuv тени «чуваш» тенинчен пулнă вĕт. «Чуваш» — вырăс сăмахĕ. Чăвашла ăна «Чăваш» теççĕ. Сv пек палăртсан çеç кĕскетни чăваш сăмахĕнчен пулнă теме май пур.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.11.05 16:45
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем