Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Малалла утар!

СССР музейӗ

  29.11.2021 16:22 | 9704 хут пӑхнӑ

Николай Адёр тӑрӑшнипе хатӗрленӗ музей пирки эп тахҫанах илтсеччӗ. Нумай пулмасть хам та унта пулса куртӑм. Курни пирки сире каласа кӑтартасшӑн.

Музей ҫинчен

СССР музейӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ, ӑна йӗркеленӗренпе 10 ҫул ҫитнӗ. Маларах унӑн пӗр пайӗ Николай Адёрӑн тӑван ялӗнче пулнӑ, халь вара пӗтӗм экспозици Шупашкара куҫнӑ. 5 пӳлӗмрен тӑракан музейӗн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 200 тӑваткал метр. Ҫӗн ҫулччен вӑл тепӗр пӳлӗмпе пуянланмалла.

«Музее тума тӑван ялта, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тури Кӑмашара хам тӗллӗн, хамӑн проектпа виҫӗ хутлӑ кермен туса лартрӑм.

Малалла...

 

ЧНК пирки тӳре-шара хуравлани

  24.11.2021 19:02 | 3557 хут пӑхнӑ

Редакцирен: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр.

 

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ

  07.11.2021 21:27 | 3254 хут пӑхнӑ

Редакцирен: ку статья нумай пулмасть, чӳкӗн 5-мӗшӗнче, «Вольская жизнь» (чӑв. «Вольск пурнӑҫӗ») тетелти кӑларӑмра тухнӑ. Эпир вара ӑна сирӗн пата чӑвашла куҫарса ҫитерес терӗмӗр. Капла эпир инҫетри чӑвашсем пирки ҫеҫ мар каласа парӑпӑр, «Чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫи» валли те материал хатӗрлӗпӗр. Куҫарнӑ чухне оригинала ҫывӑх хӑварма тӑрӑшнӑ, ҫавна май вырӑнӗ-вырӑнӗпе, тен, вулама йывӑр пулӗ.

Малалла...

 

Асамлӑ ҫӗршывсем

  06.11.2021 22:39 | 2864 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

«Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмаха пӗлмен чӑваш ҫынни ҫук ӗнтӗ паллах. Мӗнле ҫӗршыв-ха вӑл? Унта вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хир, ҫеҫенхир е пушхир, ут кӗтӗвӗсем тем чухлӗ, ҫынсем пуян та телейлӗ пурӑнаҫҫӗ, ытти ҫӗрте тертленсе ҫӳрекен паттӑрсем те унта ҫитсен телей тупаҫҫӗ.

Малалла...

 

Ковикул…

  03.11.2021 16:29 | 3029 хут пӑхнӑ

Республикӑра ӗҫлемен кунсем пыраҫҫӗ. Кӑшӑлвирус ытлашши ан сарӑлтӑр тесе республикӑра та, ҫӗршывӗпе те чӳкӗн 7-мӗшӗччен предприятисем ӗҫлемеҫҫӗ, лавккасенчен — куллен кирлӗ тавара сутакансене ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Апат-ҫимӗҫ лавккисем, калӑпӑр, хупӑнман.

Паян хулана тухса килме тӳр килчӗ. Малтанах наци вулавӑшне ҫитсе килесшӗнччӗ, анчах ковикул (ковидлӑ каникула ҫапла ят панӑ хӑшӗсем…) пынине аса илтӗм те кӗнекесене тавӑрса парассине тепӗр эрнене куҫарас терӗм. Хулана вара машшин запчаҫӗсем сутакан лавккана ҫитес тӗллевпе тухрӑм — вӗсене хупман иккен.

Малалла...

 

Миллионлӑ ӗҫ

  15.10.2021 18:02 | 3968 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ юпан 14-мӗшӗнче чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышне 1 миллионран ирттерчӗ. Ку ӗҫ мӗнле пулса пыни пирки, тата чӗлхе тӗпчевӗн паянхи ыйтӑвӗсем пирки сӑмах хускатасшӑн. Сирӗншӗн, вулакансемшӗн, тата чӑваш чӗлхи шӑпишӗн кӑшт та пулин пӑшӑрханакансемшӗн, ӑнланмалларах пулӗ тетӗп.

Мӑшӑрлас ӗҫ пирки пӗтӗмӗшле каласа пани

Ҫак ӗҫе эпир 2016 ҫулта пуҫланӑччӗ. Ун чухне «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» те йӗркеленменччӗ-ха… Ӗҫе вӑл вӑхӑтра хутран-ситрен кӑна туса пырсаччӗ, ӗҫ майне мӗнле хӑвӑртлатассине шырасаччӗ.

Малалла...

 

Тӗп суйлав комиссийӗнчен илнӗ тав сӑмахӗ

  30.09.2021 13:41 | 3457 хут пӑхнӑ

Виҫӗмкун ман почта ешчӗкне (хальхи орфографи ҫапла ҫырма хистет) ҫыру ҫитерчӗҫ. Мӗн амакӗ-ши? тесе урама тухса илтӗм. Кам янине пӑхрӑм та: Чӑваш Республикин тӗп суйлав комиссинчен иккен!

Суйлав умӗн эп вырӑнти суйлав комиссийӗн ӗҫне тиркесе статья кӑларнӑччӗ. Унта асӑннӑччӗ ӗнтӗ: хурав пулсан пӗлтеретӗп тесе. Хамӑн ҫырӑва электронлӑ почтӑпа янӑччӗ те хуравне те унтах кӗтнӗччӗ. Эрне иртсе кайрӗ, хурав килмерӗ... Хуравламӗҫ ӗнтӗ тесе шанчӑка та ҫухатнӑччӗ.

Малалла...

 

Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем

  16.09.2021 12:11 | 6457 хут пӑхнӑ

Ӗнер Вӑрнара кайса килмелле пулчӗ те килте кунӗпех пулмарӑм. Таврӑннӑ чухне почта ешчӗкӗнче пӗр купа суйлав материалӗсем асӑрхарӑм. Килелле сӗтӗрсе кӗтӗм те пӑха пуҫларӑм хайхи. Пӑхап-пӑхап… чӑвашла ҫырни пӗрре те курӑнмасть. Пурте хӑйсене вырӑсла рекламӑлаҫҫӗ. Э ҫук… пур пӗр кӗтесре. Пӗр пулас депутатӑн хаҫачӗ ҫине ҫеҫ, пуҫелӗк тӑррине, икӗ сӑмах чӑвашла ҫырса хунӑ. Ну тата ӗнтӗ чӑваш тӗррисемпе илемлетсе пӗтернӗ. Капла тусан вырӑслансах пӗтмен чӑвашӗсем уншӑн ытларах сасӑлӗҫ тесе шутланӑ пуль ӗнтӗ.

Малалла...

 

Чувашский фильм «Вупар» готовится к широкому показу

  10.09.2021 13:13 | 4256 хут пӑхнӑ

На канале Ютуб появился трейлер мистического фильма «Вупар». Ранее была информация, что снимается фильм ужасов по мотивам чувашской мифологии, производством которого занимается Госкиностудия «Чувашкино». Автором идеи и режиссером является историк и кинематографист Сергей Щербаков, сценарий им написан в соавторстве с начинающим сценаристом Ефимом Оковым. Мы пообщались с режиссером фильма.

— Сергей Владимирович, почему ваш трейлер имеет возрастные ограничения?

Малалла...

 

Ту-сӑрт ячӗсем

  30.08.2021 16:57 | 3543 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Хӗрӗх чалӑш ҫӳллӗ ту,

Хӑпарассӑн туйӑнмасть, —

юрлаҫҫӗ юрӑра.

Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур.

Малалла...

 

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни

  30.07.2021 13:19 | 7089 хут пӑхнӑ

Иртнӗ вырсарникун Вӑрнара кайса килме тӳр килчӗ. Станислав Упасси хӑйӗн патне чӗнчӗ те хирӗҫлесе тӑмарӑм, Шупашкартан 91 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ хула евӗрлӗ посёлока ҫул тытрӑм. Унччен эп кунта пӗрре те пулманччӗ те унта мӗн курни-илтни пирки каласа парас терӗм. Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.

Посёлок пирки

Ку пурӑну вырӑнӗ хӑйӗн кун-ҫулне 1896 ҫултанпа пуҫлать пулас. Шӑп вӑл вӑхӑтра ӑна пӗрремӗш хут асӑннӑ тет.

Малалла...

 

Хула ячӗсем

  19.07.2021 13:15 | 4728 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево.

Малалла...

 

Обращение к Главе ЧР от инициативной группы о завещании патриота Г.И.Комиссарова-Вантер 52 года назад

  14.06.2021 11:24 | 3940 хут пӑхнӑ

Редакция размещает обращение к Главе ЧР от инициативной группы о завещании патриота Г.И.Комиссарова-Вантер 52 года назад.

 

Главе Чувашской Республики

О.А. Николаеву

Глубокоуважаемый Олег Алексеевич!

Согласно обещанию инициативной группы Вам от 14.03.2020 г. на деньги, собранные неравнодушными чувашскими активистами Республики Башкортостан и других регионов, мы изготовили намогильный памятник-обелиск для перезахоронения останков Гурия Ивановича Комиссарова-Вандера (1883-1969) - выдающегося ученого, историка, философа, этнографа, писателя, педагога и деятеля чувашского национального возрождения вместе с останками супруги в родном селе Богатырево Цивильского района Чувашии по его личному предсмертному завещанию.

Малалла...

 

Ҫӑлкуҫа сыхлакан Шупаш

  02.05.2021 22:45 | 5056 хут пӑхнӑ

«Ҫыхӑнура» порталта ӗнер пӗр кӑсӑклӑ статья вырнаҫтарнӑччӗ, вӑл пирӗн сайт хӑнисемшӗн те интереслӗ пулӗ тесе эпир ӑна чӑвашла куҫарас терӗмӗр. Ӳкерчӗксене те, текстне те унтанах, «Ҫыхӑнура» порталтан, илнӗ.

1986 ҫулта, унтанпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ, Пионерсен керменӗ хыҫӗнче, Трусиха* юханшывӗн ҫырма тӑвайккинче, хула ҫыннисем валли питӗ чаплӑ канмалли вырӑн йӗркелесе панӑ пулнӑ.

Малалла...

 

Ҫӗршыв, эль, иль...

  21.03.2021 08:39 | 4433 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ҫӗршыв тетпӗр эпир хамӑр ҫуралса ӳснӗ кӗтесе, тавралӑха, ҫаран-улӑха, ката-вӑрмана, ҫӗре-шыва юратса. Анчах ку вӑл хальтерех пулнӑ сӑмах, хӑйне евӗрлӗ ӑнлантару. Авал чӑвашсем ку пӗлтерӗше эл (эль) сӑмахпа ӑнлантарнӑ. Эл — ҫӗр-шыв, тӑван кӗтес, ҫуралнӑ тавралӑх.

Малалла...

 

Асар — казахсен паллӑ йӑли

  20.02.2021 00:49 | 4526 хут пӑхнӑ

Чӑвашсене хӑшӗ-пӗри ниепле те тӗрӗксен йышне кӗртесшӗн мар. Пире Европа енне те, ҫармӑссем енне те туртакансем сахал мар.

Кунта ӗнтӗ, паллах, чи пысӑк сӑлтавсенчен пӗри тӗн ыйтӑвӗ тӑрать. Ара, пур тӗрӗксем те вӗт-ха, ытларах енӗпе мӑсӑльмансем — тутарӗсем те, пушкӑрчӗсем те, казахӗсем те, Китайри уйгурсем те. Азербайджансемпе турккӑсем пирки калаҫу та ҫук. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе пире нимӗн те ҫыхӑнтарма пултараймасть тесе ӗнентересшӗн.

Паян пӗр термин пирки пӗлтӗм. Иккен, казахсен йӑла пур — асар ятлӑ.

Малалла...

 

Алексей Петрович Глухова асӑнса…

  18.02.2021 12:15 | 4060 хут пӑхнӑ

2021 ҫулхи нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, 80 ҫула кайса, чылай вӑхӑт чирлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономийӗн Ваттисен канашӗн ертӳҫи, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ, чылай вӑхӑт Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ канашӗн пайташӗ пулнӑскер, Тӗрӗк тӗнчин культурӑ тӗввин хастарӗ Алексей Петрович ГЛУХОВ пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.

А.П.Глухов Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсене пӗр чӑмӑра пӗрлештерес ӗҫе пуҫарса яракансенчен пӗри пулнӑ, 20 ҫул ытла Чӑвашсен Тольятти хулинчи наци-культурӑ автономине ертсе пынӑ, чӑвашсен 2 фольклор ансамбльне йӗркеленме пулӑшнӑ, хӑй те, ҫулне пӑхмасӑрах, сцена ҫине тухма ӳркенмен.

Малалла...

 

Чӑвашла куҫарса йӗр хӑварнӑ паллах мар тӑлмачсем

  08.02.2021 18:21 | 6698 хут пӑхнӑ

«Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатса пынӑ май пӗлмен ҫыравҫӑсен, куҫаруҫӑсен, журналистсен ячӗсене чылай тӗл пулма тиврӗ. Ҫавна май вӗсем пирки сире те пӗлтерес терӗм.

Чӑн та, чӑваш ҫыравҫисем пирки хатӗрленӗ чи анлӑ кӗнекесенчен пӗри вӑл — Петӗр Ялкир хатӗрленӗ «Литературный мир Чувашии». Чӑн та пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, кам-кам кӑна ҫук пуль унта. Ҫавах ӑна ниепле те тулли кӗнеке тесе хаклама ҫук. Вырӑсларан чӑвашла куҫаракансем унта чылай пулин те хӑшӗ-пӗрин ячӗ ҫук ҫав.

Малалла...

 

Урамсен чӑваш ячӗсем

  28.01.2021 15:19 | 8531 хут пӑхнӑ

Урамсен чӑваш ячӗсем питӗ илемлӗ. Вӗсене тишкеретӗн те чӑвашсем мӗнле кӑна ят паман-ши тесе тӗлӗнетӗн. Шел те, хальхи вӑхӑтра хӑлӑх ӑсӗ мӑкарах пулас. Вӗсен фантази ҫитмест. Юрӗ, тейӗпӗр, Совет саманинче ҫӳлтен хушнӑ та чылай ялта Совет, Комсомол, Ленин тата ытти ҫавнашкал урамсем купипех шӑтса тулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унашкалли ҫук, анчах ҫавах питӗ хавшак: ӑҫта ан пӑх — Садовая, ӑҫта ан пӑх — Южная та Лесная, Парковая та Луговая... Молодежная е Новая текеннисем пирки калаҫу та ҫук.

Лапсар ялӗнчи урам ячӗсем пулман пулас.

Малалла...

 

Тӳре

  19.12.2020 11:45 | 4144 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Тӳре. Тӳре-шара. Тӳре-шара килсе капланчӗ…

Тӳре вӑл судьяна пӗлтерет, тетпӗр хӑш чухне.

Унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи ку сӑмах Чингизида, урӑхла каласан, Чингиз-хан йӑхӗнчен тухнӑ ҫын тенине пӗлтернӗ.

Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчен паянхи куна ҫити пурӑнса сӑмах хӑйӗн авалхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.