Республикӑра
culture.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2025 ҫулта «вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен укҫан хавхалантарассине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ. Республикӑра 42 пине яхӑн «вӑрҫӑ ачи» пурӑнать. Олег Алексеевич вӗсенчен кашниех тимлӗхе тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑвашсем Китайра иртекен чи пысӑк суту-илӳ куравне хутшӑнаҫҫӗ. Унти Гуанчжоу хулинче Пӗтӗм тӗнчери Кантон куравӗ иртет. Унта Чӑваш Енри делегаци те тухса кайнӑ. Ҫав йышра – «Деревенский дворик», «Россыпей», «Вавилон» предприятисем. Курав юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче пуҫланнӑ; ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Хусана ҫитиччен Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере хупса хунӑ. Унта икӗ фура ҫапӑнсан пушар пуҫланнӑ. Пӗр фурӑран газ баллонӗ тухса ӳкнӗ. Кайран ҫулӑм виҫҫӗмӗш фура ҫине куҫнӑ. Аварие пула ҫула пӳлнӗ. Транспорта урӑх ҫулпа янӑ. Темиҫе сехетрен ҫула уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
npk-va.com сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Раҫҫей Правительствинче тасатмалли сооруженисем темӑпа черетлӗ лару иртнӗ. Вӑл малтан палӑртнӑ пек 40 минута мар, 3 сехете пынӑ. Жанна Рябцева пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсене асӑннӑ темӑпа ячӗшӗн ӗҫлемеллине, федераци хыснинчен миллиардшар тенкӗ кӗтсе лармалла маррине асӑрхаттарнӑ. Атӑла тасатма тесе сооруженисем тума уйӑрнӑ укҫа-тенкӗн пысӑк пайне хӑш-пӗр регионта унталла та кунталла сапаласа (тӗрӗсрех каласан, кӗсьене чиксе) пӗтернӗ. Федераци шайӗнчи органсемпе хастарсем уйрӑмах асӑрхаса тӑма шантарнӑ регионсем хушшинче – Чӗмпӗр, Кострома, Ярославль, Тверь, Астрахань облаҫӗсем тата Чӑваш Ен. Вӗсенче пуҫиле ӗҫсем те пуҫарнӑ, прокуратура подрядчика/яваплӑ тӳре-шарана тытса чарнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cheb.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти урамсенчен пӗрне Василий Димитриев ятне парӗҫ. Юпа уйӑхӗнче хулара урамсене ят парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Василий Димитриевич историк ячӗпе Калинин урамӗпе Грязевская стрелкӑна ҫыхӑнтаракан урам хисепленсе тӑрӗ. Василий Димитриев – истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӳнер каҫӗ» иртӗ. Ҫавна май унта 16 сехетре чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ тӳлевсӗр мастер-классем пуҫланӗҫ. Вӗсенчен пӗри – чӑваш халӑх ташшипе, тепри – халӑх юррипе. Унсӑр пуҫне театр музейӗ тӑрӑх экскурси иртӗ. Каҫхине вара Леонид Андреевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль кӑтартрӗҫ. |
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Зинаида Канова 100 ҫул тултарнӑ. Хӗрарӑм Мӑкшӑ Республикинчи Ардат районӗнчи Смольково ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1941 ҫулта Улатӑр хулинче 10 класран вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑна ытти ҫамрӑкпа пӗрле окоп чавма илсе кайна. 1942 ҫулта вара ҫара илнӗ. Зинаида Серпухов хулинче радиста вӗреннӗ. Каярахпа Вӑл Горький хулинче (паян Чулхула) асла класла радист пулма пӗлӳ илнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Зинаида Васильевна Украинӑри I-мӗш фронтра пулнӑ, Берлина ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑха ефрейтор званийӗпе таврӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Зинаида Васильевна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухна. Нумай ҫул хушши вӑл суту-илӳре ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пурнӑҫ ӑна Магадан хулине илсе кайнӑ. Кайран Зинаида Васильевна Шупашкар хулине куҫса килнӗ. Зинаида Конова икӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, унӑн тӑватӑ мӑнук, икӗ мӑнук тата икӗ мӑнук пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» ятлӑ. Кӗнеке пӗтӗмпех Ятарлӑ ҫар операцине тата патриотизм темине халалланӑ сӑвӑсенчен тӑрать. Чӑваш поэчӗн ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑввисен пӗр пайне вырӑсла Владимир Грибанов (Чӑваш Ен), Николай Михин (Питӗр) тата Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан) куҫарнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекен «На войне многим хочется читать стихи» ятлӑ умсӑмахне пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫырнӑ. Валери Туркай хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекин ытларах пайне ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан паттӑр ентешӗсене парнелеме палӑртать. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче поэтӑн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнелте пурӑнакан хастар ентешӗсем «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» кӗнекене, ытти гуманитари пулӑшӗвӗпе пӗрле, Запорожье тӑрӑхне илсе кайнӑ та ӗнтӗ. Валери Туркайӑн ҫак пӗртте ансат мар саманара пурне те питӗ кирлӗ кӗнекине вулакан патне ҫитерме Чӑваш Енре тата Мускавра пурӑнакан Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пулӑшнӑ. |
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Катек ялӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Ҫавӑнпа унта карантин пулнине палӑртнӑ. Ялта тилӗ виллине тупсан ӑна республикӑри ветеринари лабораторине тӗрӗслеме янӑ. Чӗрчунӑн урнӑ чир пулни ҫирӗпленнӗ. Инфекци тупӑннӑ вырӑнта ветеринари специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем инфекци малалла ан сарӑлтӑр тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Таисия Ташней хатӗрленӗ сӑн Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен алҫырӑвӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ чӑваш ҫыравҫисене преми парса кӑҫал та хавалантарма йышӑннӑ. Шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ «Акуш» алҫырушӑн Николай Ларионова 50 пин тенкӗ лекӗ. Вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли Римма Поликарпова ҫырнӑ «Пӗчӗкки» тата аслӑ ҫулсенчи ачасем валли Владимир Степанов «Ӑннӑ та ӑнман кун» алҫырусемшӗн 75-шер пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.11.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |