Персона
Олег Цыпленков архивӗнче сӑнӳкерчӗк Паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнӑ. Олег Михайлович 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Кивӗ Катек ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Нӑрваш Шӑхаль шкулне ӗҫе вырнаҫнӑ. Каярах республикӑри ВЛКСМ тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Олег Николаев Элтепер пабликӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева чарӑнусен ячӗсене чӑвашла вулаттарасшӑн. Ҫакӑн пек комментарие республика ертӳҫин пабликӗнчи постсенчен пӗрин айӗнчи комментарипе пӗри ҫырса хунӑ. «Паян 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 956-мӗш номерлӗ троллейбусра чарӑну ячӗсене чӑвашла, анчах чӑвашла мар акцентпа каланине илтрӗм. Олег Алексеевич, чарӑну ячӗсене сире чӑвашла вулама сӗнетӗп. Ку вӑл чӑвашла калаҫакан ҫын наци культурине витӗм кӳни пулӗ. Ку вӑл Раҫҫейре ҫук опыт пулӗччӗ. Чӑваш чӗлхи пире пӗрлештерет. Эпир чӑвашла калаҫассишӗн! Эсир шупӑр тӑхӑнсан эпир хамӑра тата мӑнаҫлӑрах туйӑттӑмӑр», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Вологдӑра пурӑнакан хӗрарӑм нимӗҫ овчаркипе Мартӑпа Чӑваш Ене, Етӗрне тӑрӑхне, мӑнукӗ патне килнӗ. Йытӑ – унӑн шанчӑклӑ тусӗ, 12 ҫул пӗрле. Анчах пӗррехинче, йытта уҫӑлма кӑларсан, вӑл ҫухалнӑ. Хӗрарӑм кулянса ӳкнӗ, полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Темиҫе кунран полицин аслӑ лейтенанчӗ Эмиль Глазков 8 ҫухрӑмри ялта тупнӑ, ӑна машинӑна лартса хуҫи патне илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Артем Максимов архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра историпе обществознани предмечӗсене вӗрентекен Артем Максимов Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче иртекен «Ҫулталӑкри вӗрентекен» конкурсра хӳтӗлени пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл конкурсра чи лайӑх 20 педагог йышне кӗреймен. «Хисеплӗ 21-мӗш вырӑна йышӑнтӑм», - ҫапла ҫырнӑ Артем Максимов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче. Вӑл ҫак конкурса хутшӑнса ҫӗршыври чылай вӗрентекенпе паллашнине, опыт пухнине палӑртнӑ. Палӑртмалла: конкурс финалне 90 вӗрентекен хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Алла Салаева архивӗнчи сӑн РФ Патшалӑх Думин Председателӗ Вячеслав Володин Патшалӑх депутатне Алла Салаевӑна Тав хучӗпе чысланӑ. Палӑртмалла: Алла Салаева Патшалӑх Думин депутатӗнче 2021 ҫултанпа ӗҫлет. Ун умӗн вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне парламентӑн аялти палатинче Чӑваш Ен интересӗсене Алена Аршинова (ЕР), Анатолий Аксаков (СР) тата Ирина Филатова (КПРФ) хӳтӗлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри кӗмӗл волонтёрсем Ханты-Манси автономи округӗнче иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри VIII форума хутшӑнаҫҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Надежда Разбакова та пур. Вӑл хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗҫене тивӗҫтерекен центра ҫӳренӗ май унта «Студия хорошего настроения» (чӑв. Хавас кӑмӑл студийӗ) ташӑ ушкӑнне ертсе пырать. Тӳлевсӗр-мӗнсӗр. Ырӑ кӑмӑлпа. «Ташлама юртакан ҫынсем вӑр-вар та йӑрӑ, кӗлеткине илемлӗ тытма пӗлеҫҫӗ. Тӗрлӗ хускану туни шӑмӑсемпе сыпӑсемшӗн те усӑллӑ», — тет хастар пенсионер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Енре ача пахчинчех тӑван чӗлхепе культурине вӗрентес тӗллевпе вӗрентӳ системине улӑштарасшӑн. Хамӑр патри специалистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ маиериалӗсем кӗҫех республикӑри пур ача пахчине те ҫитӗҫ. Проект сӑнав шайӗнче Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче старт илнӗ ӗнтӗ. Унта ачасем ҫӗнӗ пособисемпе, ӗҫ тетрачӗсемпе, вӑйӑсемпе паллашаҫҫӗ. Кӗркунне вӗҫлениччен ача пахчисене ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсен комплекчӗ ҫитӗ: «500 сӑмах» словарь, «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» кӗнеке, «Ҫулталӑк хушши» сӑрламалли кӗнеке. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк, чӗрчунсен тӗнчипе ҫыхӑннӑ дидактика материалӗсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
"Контактри" сӑн Кӑҫал ҫанталӑк тыр-пула, пахча ҫимӗҫе пухса кӗртме май парать. Ял хуҫалӑхӗнче кӗрхи ӗҫсен статистики аван. Паянхи кун тӗлне ҫӗрулмин 83 процентне кӑларнӑ - 87,5 тонна «иккӗмӗш ҫӑкӑр» пухса кӗртнӗ. Пахча ҫимӗҫе лаптакӑн 75 проценчӗ ҫинчен пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 11,9тонна Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rutube.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 25 ҫулти арҫын ют ҫӗршыври машина туянма шутланӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Кӗҫех вӑл «сутуҫӑпа» калаҫма тытӑннӑ. Килӗшӳ ҫырмалла тесе палламан ҫын унран укҫа ыйтнӑ та ыйтнӑ. Ҫапла арҫын вӑл калана счетсем ҫине 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Анчах машинӑна кӗтсе илеймен. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан Геннадий Гурьев хӑваран ҫурт макечӗсене ӑсталать. Чертежсемпе усӑ курмасть вӑл. Пӗр макета 4 уйӑхран пуҫласа 1 ҫул таран ӑсталать. Хӑвана вӑл кӗркунне пухать, типӗтсе хуппинчен тасатать. Керменсем, юмахри ҫуртсем, армансем... Ку таранччен темӗн те асталанӑ вӑл. Хӑйӗн ҫурчӗн копине те тунӑ. Палӑртса хӑвармалла: Геннадий Гурьев профессипе - строитель. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |