Ҫутҫанталӑк
Паян ҫанталӑк ӑшӑрах. Ыран вара кӑнтӑрла хыҫҫӑн сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, ҫумӑр ҫукалӗ, каҫхине вара вӑйлах ҫӑвӗ. Ытларикун ҫӗрле тата юнкун кӑнтӑрла юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун тепӗр сивӗ фрончӗ килӗ, кунӗпех ҫумӑр ӳкӗ. Атмосфера пусӑмӗ нормӑран пӗчӗкрех пулӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле ҫӗре юр витӗ, эрнекун кӑнтӑрла ҫил вӑйланӗ, эрне вӗҫӗчченех лӑпланмӗ. Кӗҫнерникун-шӑматкун кӑнтӑрла 1-6 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникунран пуҫласа термометр «минус» кӑтартӗ. Чӳкӗн 3-4-мӗшӗсенче юр ҫукалӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Ҫӗре юр хуплӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн 7-мӗшӗнчен каллех «плюс» пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
fvsr_ru сайтри сӑн Чӑваш Енре велокросс енӗпӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту тата первенство иртнӗ. Пирӗн ентешсем унта тӗрлӗ 17 медаль ҫӗнсе илнӗ. Анна Карлова, Елена Парусова, Кирилл Баданин, Элина Семенова тата Полина Иванова ылтӑн медаль илнӗ. Даниил Карпов, Денис Яковлев, Софья Ростовщикова, Эльза Ильина, Иван Кузьмин тата Елизавета Кубонина кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине Алексей Анисимов, Анна Иванова, Дмитрий Салихов, Александра Пинегина, Денис Романов тата Кристина Никитина хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Фильм трейлерӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх Марат Никитин режиссёр ӳкернӗ «Истори деда Азамбая» фильм ҫитес эрнере проката тухӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта 13 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне фильма ҫавӑнтах чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ. Фильма ӳкерме 1 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пӗлтернӗ тӑрӑх, рольсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем тӳлевсӗр вылянӑ. Тӗп роле, Азамбая, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
Денис Матюхин тунӑ сӑн Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чӑвашсем Чӳклеме ирттернӗ. Уявра Ӗренпур, Чӗлепи облаҫӗсенчи, Чӑваш тата Пушкӑрт республикисенчи пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ. Унтах ярмӑрккӑ ӗҫленӗ, наци ҫимӗҫӗсене тутанса пӑхма май пулнӑ. Ӗренпур облаҫӗнче тӗрлӗ наци ҫыннисес пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин йӑли-йӗркине хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
"Контактри" сӑн Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскри ҫӑлав центрӗ ҫумӗнче Раҫҫей Инкеклӗ лару-тӑру министерствин дрон операторӗсен конкурсӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти 11 специалист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш Петр Кадкин опытлӑ ТОП-5 специалист йышне кӗнӗ. Жюри вӑл условлӑ «катастрофа» вырӑнӗнче шар курнӑ ҫынсене тупса вӗсем ӑҫта, миҫере, мӗнле суранланнине хӑвӑрт палӑртнине уйрӑмах мухтанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнере, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Литературная Чувашия: книга года-2023» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2023 ҫулти кӗнеке) фестиваль-конкурсӑн тӳрисем нумай кӗнекерен кашни номинаципе пӗрер кӑларӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре халӑха транспортпа турттарассин пӗрлехи стандартне йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. 2025-2029 ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра халӑха турттаракан маршрутсенче ҫынсене ҫул укҫине проезднойпа тӳлеттерессин тӳпине ӳстересшӗн. Ку цифрӑна хальхи 5 процентран 25 процента ҫитересшӗн. Ӑслӑ транспорт тытӑмӗпе пассажир транспорчӗн 90 процентне (халӗ ку кӑтартуекки 70 процент) ҫыхӑнтарасшӑн. Кунсӑр пуҫне хулара пӗр транспортран теприн ҫине куҫса вӑхӑта ирттернин вӑхӑчӗ 90 минтуран 75 минут таран пулӗ, хуласене ҫыхӑнтаракан транспортра вара — хальхи 240 минутран 215 минут. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
«Про Город» архивӗнчи сӑн Муркаш округӗнчи Рыккакасси ялӗнче пурӑнакансем карас телефон ҫыхӑнӑвӗн вышкине ан лартчӑр тесе ҫав вырӑна талӑкӗпех черетпе сыхланӑ. Усси пулнӑ. Нумаях пулмасть унти стройматериалсене ялтан кӑларма тытӑннӑ, вышкӑна ял айккинче лартӗҫ. Ялта лавкка патӗнче пӗр вышка пур ӗнтӗ. Теприне лартассине вара халӑхпа канашламан. Ҫав вырӑнта вара халӑх ача-пӑча лапамӗ тума палӑртнӑ. Вырӑна пӗр уйӑх ытла сыхланӑ хыҫҫӑн хӑйсенне ҫӗнсе илнех – вышкӑна ял айккинче лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Валентина Телей страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ. Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Край Канашский. Деревня Атыково» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. КӑларӑмаСборник создан на основе архив фондӗнчи документсемпе тата материалсемпе усӑ курса пичетленнӗ. Кӗнекере — сайра тӗл пулакан документсем, ӳкерчӗксем. Вӗсем ял историйӗпе 1795 ҫултан пуҫласа 1935 ҫулччен каласа кӑтартаҫҫӗ иккен. Уесри земство управин тата вулӑс правленийӗн отчечӗсем, тӗрлӗ списокӗсем, карттӑсемпе плансем. Кӗнекере пурӗ 172 документ, вӗсенчен чылайӑшне пуҫласа пичетленӗ. Мероприяти 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.11.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Анатолий Алексеевич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |