Шыв арманĕ

Тема в разделе "Сирĕн пултарулăх (Ваше творчество)", создана пользователем Хведрь Сенькин, 2016 ҫур 15.

  1. Хведрь Сенькин

    Хведрь Сенькин Ҫӗнӗ усӑҫ

    Шăпăр-шăпăр шыв арман
    Çурса турăм хăйлăхран.
    Лартса патăм юхăма,
    Вылямашкăн шăллăма.

    Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать,
    Арман хăвăрт çаврăнать.
    Чĕркĕмĕл пек юр шывне,
    Сирпĕтет вăл ман çине.

    Кăтра юхăм ăшĕнче,
    Ешĕл курăк хумханать.
    Çинçе ачаш пĕвĕпе,
    Хĕвел енне туртăнать.

    Сарă хĕвел - çут хĕвел,
    Ан ÿркен эс, ан кивел.
    Вĕри хĕрÿне çитер,
    Юра часрах ирĕлтер.

    Арман пулăш хĕвеле,
    Тăрăшăр иксĕр пĕрле.
    Çерем тухтăр урама,
    Ачасене выляма.

    Пĕчĕк арман тăрăшать,
    Авăсать те авăсать.
    Сивĕ тăрă юр шывне,
    Анаталла хăвалать.

    Апрель 2004 çул. "Туслăх"

    Водяная мельница. Перевод на русский язык Веры Корниковой Сенькиной, сайт: Стихи.ру.

    Сделал мельницу-игрушку,
    Младшему братишке.
    Закрепил на ручейке -
    Радовать мальчишку.

    Ручеёк течёт журчит,
    Мельница старается.
    С звоном талая вода
    В брызги рассыпается.

    А внутри ручья, в стремнине,
    Травка колыхается.
    Нежным, тоненьким ростком,
    К свету пробивается.

    "Солнце ясное, проснись!
    Разливай лучистый мёд,
    Разогрей сильнее воздух -
    Растопи холодный лёд!

    Ну-ка , мельница , трудись!
    Снегом всё завалено.
    Пусть везде зазеленеют,
    Для детей проталины!"

    Мелет, мелет колесо -
    Для весны гнёт спину.
    Ручейками талый снег
    Гонит прочь, в низину.

    15.08.2016г.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ҫур 15

Страницӑпа ыттисене паллаштар