Сем , Сам окончанисем

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем Payanhikon, 2016 ака 1.

  1. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Щашкал шухаш пор. Чаваш челхинче щак окончанисене кескетме пулать-и? Ато компьютер таврашенче шотсар лайох мар- ытлашши варам. Теслехрен Windows щинче Ман документсем пор. Вырасла челхере щав ике самах 13 символ йышанать. Чавашла вара 15 символ. Компьютер щинче вал нимте мар, анчах мобилла девайсам щинче, ащта дисплей печек, щав лайах мар, меншен тесен текст лайах кертер тесе шрифтне печеклетмелле, а вал пахмаллаха(смотрибельность) петереть, тоесть, текста корма куща напрягать хытрах тумалла. Теслехрен, Ман документсем, Ман контактсем выранне щырмалла Ман документс, Ман контактс. Ну ясно, непривычно но технологисем енчен лайах. Только щавна меле те полин тума полати? Ун рек тума полмащ ток, тен меле те полин урах символ уса курмалла, теслехрен латин S буквине. Вара зав S букви чаваш челхинче -СЕМ, САМ рек илтене. Теслех: щыратпар Ман документs, вулатпар Ман документсем пек. Е менле те пул н урах символ.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  2. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Кащарар, телефон щинчен щырап та, терес мар щертре тема ущрам. Тархасшан, чаваш челхи категорие кущарар.
     
  3. Admin

    Admin Administrator Канашлу ушкӑнӗ

    Хӑвӑр ҫырнӑ чухне темле те кӗскетме пултаратӑр.

    -сем/-сам пирки калас пулсан... Эсир чӑваш чӗлхине ытлашши хурлатӑр. Чӑваш чӗлхи унсӑр та вырӑс чӗлхинчен кӗскерех. Икӗ чӗлхепе тухнӑ кӗнекесенчи текстсене танлаштарса пӑхма пултаратӑр. (Куҫарма пӗлменнисем ҫеҫ вӑрӑмрах куҫараҫҫӗ. — ун пеккисене куратӑр пулсан).
    Тата, унсӑр пуҫне чӑваш чӗлхи ахаль те нумайлӑх аффиксне ытлашши усӑ курмасть. Енчен те контекстра нумайлӑ хисеп ахаль те палӑрать пулсан, нумайлӑх аффиксне усӑ курмалла мар. Т-х: 6 ача (6 ачасем мар!), вӑрманта йывӑҫ нумай (вӑрманта йывӑҫсем нумай мар!).

    Ҫавӑнпа та чӑвашла текстсем вӑрӑм тени вӑл вырӑнсӑр хурлани кӑна.
     
    rastunkati тата Kodrag ку килӗшнӗ.
  4. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Эсер мана анланман полас. Эп чаваш челхи кескерех пулнине хам та пелеп. Хам та час-час кущаркалап Википедире. Эп калап ураххи пирки. Эп сере теслех илсе катарина. Телефон дисплейе печеке. И вот, хусамар пахар телефон щине- малтан инглиш, карян Вырас щине. Унта меню щапла каять- журналы, контакты, файлы, вызовы, программы. Щавсене хальхи пек чавашла щырас тесен, дисплей ущлахе печекленсе ларать. Щампа щаван пек шухашсем килчещ. Предложени чаваш челхинче чанах та нумай чухне кескерех пулать. Анчах щан пек ситуацисенче -сем, -сам вещсем самаха самаях варамлатащще.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  5. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Ну, кам мĕн шухăшлать -сем, -сам вĕçсем пирки? Ятарласа Андроид çинче танлаштарса пăхрăм- Инглиш, Вырăс тата Турк чĕлхисене. Иконка сăмахĕсен вăррăмăшĕ çав порядокпах. Чи кĕски Инглиш, хыççăн Вырăс, йолашки Турк- чи вăрăмми. Турк чĕлхинче -лар вĕç ытлашши вăрăмлатать. Шотсăр лайăх мар, килĕшмеç. Ахаль те вырăн сахал телефон çинче пустай уçлăх йышăнса тăрать (впустую занимает пространство, которого на телефоне итак мало). Веçех çав -сем, -сам пирки е -лар.
     
  6. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Тата маншăн "ТАТА" сăмах ытлашши вăрăм. Вырăссен вообще пĕр буква "И" анчах или "ЕЩЕ"- виçĕ буква анчах. А чăвашла ытлашши вăрăм полать.
    Тĕслĕхрен кино ячĕ- Вырăсла:" Я, снова я и Ирэн"; Чăвашла: "Эп, каллех эп тата Ирэн"- мĕн чоль вăрăмрах вырăслинчен!!! Тепĕр тĕслĕх- Выр.: "Он, я и его друзья"; чăв.: "Вăл, Эп тата ун туссем"- каллех вăрăм! Удоблă мар интернет эпохинче. Пĕрре çыраспăть нумайтарах, тепре вуласпăть. Хальхи кахал çынсен камăн унашкал вăрăм текстсам çырса ларас килет, темболе ĕç хыççăн, хăçан компьютер умĕнче лайкласа илеççĕ те, тата виç сăмах çыраç? Хыççăн диван çине телек корма лараççĕ. Е камăн нумай калаçас килет? Нумайăшĕ сăмахсене те кĕскетсе калаç- телевизор вырăнне телек, компьютер вырăнне - комп т.ыт.т. Вон, вырăссем вообще инглиш сăмахĕсене нумай илеççĕ. Топикстартер теççĕ, репост тата ытти çĕр тĕслĕхсем. Лайăх полатче, тĕслĕхрен, "Вăл, эп тата ун туссем" вырăнне "Вăл, эп та ун тусs". Конечно тискер та уродлă, но хăнăхиччен анчах. Е тата мĕнле те полин.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ака 20
  7. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Тата тепĕр ыйту- чăвашра род категорине мĕнле, тĕслĕхрен, палăртма полать? Калăпăр, куплетсене ятарласа поэт пĕри арçына йорлама, тепри хĕрарăма йорлама çырнă. Тĕслĕх:1 куплечĕ ар.- Она меня любит, я это знаю. 2 куплечĕ, хĕр. юрл. Он меня любит, я это знаю. Чавашла иккĕше те: Вăл мана йоратать, эп ăна пĕлеп. Вăл мана йоратать, эп ăна пĕлеп. Темле тупойла пĕр енчен, но тепĕр енчен лайăх, жестклă системă çок. Хоть арçынĕ, хоть хĕрарăмĕ йорлама пĕрремĕш пуçлирать. А вурăсла 1 куплетне жестко арçынăн йорламалла, теприне жестко херарăмăн.
     
  8. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Чĕлхене официаллă йĕркелесе тăракан çук. Сире кунта та лăпăрти-лопăрти çыркалама никам чармасть.
    Патшалăхсем е çыравçăсем мĕншĕн йĕркеллĕ, стандартлă чĕлхепе çыраççĕ - нумайрах çын ăнлантăр тесе.
    Стандартлă йĕркеллĕ чĕлхе ăçтан пулса тухать - этемсем пĕр-пĕринпе хутшăннине тĕпченинчен.
    "Ман документсем" вырăнне чăвашла та тем тĕрлĕ те кĕскетме пулать,
    Док.-ăмсем - Ман докум. - Ман док.-сем

    акăлчанла -s хушмасăрах. Акăлчанла пурте пĕлетпĕр пулсан, чăвашли мĕн тума кирлĕ?

    "Я, снова я и Ирэн"ăн чăн ячĕ
    Me, Myself & Irene
    Эп, Хам тата Ирэн

    Он, я и его друзья
    You, Me & Dupree
    Эс, эп тата Дупри


    Чăваш чĕлхи юрамарĕ пулмалла сире. Род категорийĕ пире савăшса-юратса çуратнă атте-аннемĕр тата аслисем валли паянхи кунччен кирлех пулман та, паян кирлĕ пулса кайрĕ-и. :D
    "Она меня любит, я это знаю" вырăнне тыт та "Ку хĕр мана юратать, пĕлетĕп" те
    "Он меня любит, я это знаю" вырăнне "Ку каччă мана юратать, пĕлетĕп" те.
    "Оно меня любит, я это знаю" вырăнне "Ку япала мана юратать, пĕлетĕп" тесе "жестко" юрлаччăр.

    Тамил чĕлхинче ав Род Категорийĕ - 5! - уншăн та пăшăрханар мар-и? Ара вырăс чĕлхинче 3 кăна. Чăваш чĕлхинче 0.

    Сире чăваш чĕлхи хĕсĕк теме хăнăхтарнине манăр та, хăвăра килĕшнĕ пек, анчах çынсене илттерес тесе калаçăр, çынсене калаçтарăр.
    "Çапла çыртарма хушар мар-и?" тени пуш япала, чĕлхе пуплев урлă кăна аталанать, унăн çĕр çинче хуçи çук, никам та авторитет мар.

    ----
    Тăван чĕлхе Турă панă чĕлхе

    Ăс кĕскелсен чĕлхе тăсăлать
     
  9. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Чăваш чĕлхи хĕсĕк тесе шотламас. Ман шотпа просто реформăсам кирлĕ. Никамшăн та секрет мар, чăваш чĕлхи кивелни. Çĕнетмелле ăна. Вырăсран, интернационаллă лексикăран килнĕ сăмасене кĕртмелле сăмахсара, хаçат-журналсене, интернет уçлăхне. Ато ялсенче уже çавах урăхла калаçаççĕ, а школта вĕрентеççĕ çĕр çол каяллахи пек. Мана хам хĕрарăм тăван калать, ачан шкулти чăваш чĕлхи кĕнекине тытсан, çорине хама тăна кĕрмес тет. А хăй тĕттĕм ялта çуралса ÿснĕ, холара порăнман та почти. Ну ясно, мĕншĕн чăваш ачисем те вĕренсех каясшăн мар поль, темболее хăçан вырăсла вĕрентеççĕ, йĕри-тавра вырăс чĕлхипе çыраççĕ(магазин, базар, влаç çурчĕсем), калаçаççĕ(телевизор, ютуб, ытти). Литературлă чăваш тата чăн калаçакан чăваш чĕлхи хушшинче пропасть. Вăл конешно пĕлтермеç, çор сăмахне вырăсла çырмала тесе, но тахăш-пĕр процентне кĕртмелле çавах. Вырăс чĕлхинчех унашкал пропасть çок. Çавăнпа вулама çăмăл. Теслĕхрен, холара Мetro магазинта ВИНО чăвашла ХĔРЛĔ ЭРЕХ тесе куçарнă. Чăвашла калаçакан çамрăксенчен ыйтсан, мĕн вăл хĕрлĕ эрех, çорри ытла тăна кĕрмĕ, мĕн вăл. Те аптекăра 25 тенкĕ тăракан перцовка, те портвейн 777, те вино, те хĕрлĕ тĕслĕ коньяк, те тата темскер япали. Эреге- тепĕр майлă алкоголь, а ку вара "красный алкоголь" полать. Тăна кĕрмелле мар.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ака 21
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  10. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Ăçтан тупăнаççĕ -ши , кам кăтăклать -ши çакăн пек "реформаторсене" чĕлхене чăлахлама? Пĕрисем пĕр ăнланăва темиçе пая вакласшăн- "хĕрачана" çурмаран касса татасшăн, теприсем сăмах хыçне татса çиесшĕн - аптрал ку чăвашсемпе
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  11. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    А эсĕр мĕнле шутлатăр? Мĕн, çĕр çол каяллахи правилăсампа порăнмаллаи? Чĕлхе олшăннă, сире килĕшмеç полсан та. Çавăнпа чĕлхее çĕнĕ сывлăш кĕртес тесе, ăна çĕнетмелле. Нумай çын хальхи литературлă чăваш чĕлхине ăнланмаç, мĕншĕн тесен сăмахсем улшăннă- ытти чĕлхерен нумай сăмахсем кĕнĕ, уйрăмах вырăс чĕлхинчен, нумай сăмахсен пĕлтерĕшĕ олшăннă. Тепре калап- вăл пĕлтермеç чăваш чĕлхине вырăслатмалла тесе, ку пĕлтерет чĕлхее хальхи реалисемпе пăхса тухни, кирлĕ çĕртре олăштарни. Вырăс чĕлхине миçе хут уже реформăланă, çавăн пирки вăл лайăхлансах, çĕнелсех пырать. Немецсам та çавнах тăваççĕ. Хотябы Википедие пăхăр, унта ун пирки нумай çырнă.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  12. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Ара, кам чарать сире кунта та халăхла çырма?

    Чĕлхе реформăланипе улшăнмасть-çке? Çырăр, пĕр пĕринпе хутшăнăр, вара улшăнĕ. Унсăр пуçне эсир калакан реформăна тахçанах туса ирттернĕ - совет вăхăтĕнче.

    Виççĕмĕшĕ, паян чăваш чĕлхине реформăлама пултаракан пĕр вăй та çук. Çав вăй вăл "языковая среда"на витĕм кÿрекен пресса, кĕнеке, телевидени, обществăсем, суту-илÿ вырăнĕсем, пуян укçаллă элита-улпут тавраш.

    чĕлхене ăнланасси привилеги пулман чухне, çынсем ăнланмаççĕ. ман тăвансем хушштнче шур эрехпе, хĕрлерехне уйăрма пĕлеççĕ тĕслĕхрен. "Метро"ра чăвашла çырни вăл привилеги тĕслĕхĕ - анчах çав привилегине тытса тăракан элиттă пулинччĕ, сирĕнтен пĕр жалăбă та пулмĕччĕ..

    шкулти кĕнекесене ĕлĕк чăвашла калаçнă вăхăтсенчи чĕлхене вĕрентсе çырнă, паян чăвашла калаçни ăçта вăл? Çавăнпа кĕнекисем те çĕнелмеççĕ. паянхи вернакулярпа çыраканĕ те çук. Паянхи чăваш моди вăл - аваллăхпа регрессивизм, фентезипе анахронизм .
     
  13. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ


    Чăваш чĕлхинче регрессивизмпа анахронизм пирки тĕрĕс калатăр. Çав тата хытăрах чĕлхее пĕтерет те. Чĕлхе тата хытăрах кивелнĕ пек туйăнать. Кунта форумра та интернет вырăнне тетел теççĕ. Ман çаврăш хушшинче никам та вăл мĕн япалине пĕлмеç, а интернет мĕнне пĕлеççĕ. Вот çав япăх та. Эсĕр калатăр- ста чăваш чĕлхипе калаçни? Ялсенче халлĕхе аслăраххисем калаçаççĕ ха, çамрăксем те калаçкалаççĕ. Мĕн чарать çав чĕлхери улшăнусене учебника кĕртме? Ятарласа кĕртмеççĕ пек туйăнать, чĕлхе çамрăксене тата хытăрах ăнланмалла ан пултăр тесе тăрăшаççĕ пулмалла çав учебниксене хатĕрлекенсем. Хоть юлашки чăвашне чăваш чĕлхи те динамиклă улшăнакан, хальхи(современный) чĕлхе кăтартас вырăнне, çĕр çол каяллахи сăмахсене топса кăларса чĕлхее татах авалхи мамонт пек туса хураççĕ. Хам та астăвап, школта мĕнле тархтаратчĕ порнăçра никам та усă курман сăмахсене вĕрентсе ларни. Тата хам иктăванлă сестран чăваш учебникне вырăс чĕлхи учебникĕпе танлаштартăм. Каллех чăвашсене ял-колхоз халăхĕ пек позиционлани корăнать. Ӱкерчĕкĕсем те ял-колхоз тематикипе çыхăннă. Пĕр çĕртре ача анкартинче чахалтанать, тепĕр çĕртре тата темскер ял ĕçĕпе аппаланать. Çав вăхăтрах вырăс учебникĕнче теасемпе заданисем хола таврашĕпе çыхăннă. Пĕлмес, те учебника тăваканнисем реально дебилсам, те диверсантсам. Каллех чăваш ачи пуçлать шутлама, чăваш халăхĕ халь те ял-колхозран тохса пĕтиманнине, вырăссем цивиллă халăх пек холара порăннине. Çамрăк çирĕпленмен тăн(неокрепший ум) каллех вырăс чĕлхи енне туртăнĕ, темболее садик-шкултан пуçласа, магазин-реклама-телевизор-интернетпе пĕтерсе- вĕçех вырăсла.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  14. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Тата совок вăхăтĕнчи вăл реформă-и? Пустай хăтланăç анчах, вырăс чĕлхипе татах та хытрах унификацилес тесе. Вот мана нафига чăваш чĕлхинче Ъ, Ё, Щ буквăсам кирлĕ? Кăларса утмалла анчах вĕсене шочĕпе. Диверсиллă рформа анчах полнă совок вăхăтĕнче, часрах чăвашсене ассимиляцилес тесе. Ун пек тĕслĕхсем нумай кăтарма пулать, шаларах чавасан.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  15. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Кунта форумра интернет вырăнне "тетел" тени вăл шăпах чĕлхене чĕртни - кунтисем пĕлеççĕ (жаргон тейĕпĕр), ытти çĕре те сарăлса кайcан та, каймасан та пултарать. Эсир те тĕслĕхрен çаврăш тетĕр, эп ăна премĕш хут илтеп, анчах ăнланап. Ялсенчи калаçусене учебника кĕртме мĕн чарать? - ара, пурте тĕрлĕрен пуплеç-иç, хăшне кĕртен? Чĕлхене мамонтлатакансем пур пурах çав, анчах паянхи кун чăвашсене пĕр çаврăша кĕртекен çав авалхи мамонтран вăйлăраххи çук. Мамонт кайса ÿкиччен хăвалĕç-ха тата.
    Учебника çыракансем чăнлăхран ытла иртсе кайма пултараççĕ - хулара чăвашла калаçакан современный çаврăшсем çук. Пулман япалана çырни те япăх япала. Тепĕр енчен эпир халĕ тата çĕнĕрех тапхăрта пурăнатпăр - паян ялпа хула уйрăмлăхĕ пĕтсе ларчĕ ĕнтĕ: ял-йыш айфонланчĕ - современный çынсем пурăнаççĕ, вĕсем çинчен, вĕсем валли çырмалла та. Ĕлĕкхипе (15-20 çул каялла) танлаштарсан паянхи ялти чăваш чĕлхин потенциалĕ вăйлăрах. Спрос пур - предложени çук, е предложени çав тери мамонтланнă та çынсен хăсас килет ăна курсан.

    ----
    Авалăн куҫĕ ҫук
     
  16. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Диверси тун-и? çăмăл пултăр тесе-и? - ăна таçта çырса хăварнах.
    Анчах эсир те çав реформăсăр мĕнле çырнă пулăттăр паян хăвăр çав реформăна уяса çырнисене?
    Кăштах реалист пулмалла ман шутпа. Е альтернативине тĕслĕх туса кăтартса пымалла.

    ---
    Пĕрисем чăнлăх шыраççĕ, теприсем чăнлăхран тараççĕ
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар