Сăвăр тĕми

Тема в разделе "Сирĕн пултарулăх (Ваше творчество)", создана пользователем Хведрь Сенькин, 2016 ҫур 16.

  1. Хведрь Сенькин

    Хведрь Сенькин Ҫӗнӗ усӑҫ

    Ачалăх тĕнчинчен.

    Ача чÿне илĕртчĕ,
    "Сăвăр тĕми" - хирти сăрт.
    Тен пулăшса вăл çитерчĕ,
    Пĕр кунне мана хăвăрт.

    Хĕвел чи малтан сăрлатчĕ
    Ылтă тĕспе тĕмене,
    Каран çутă сапалатче:
    Уй хире те, ял сине.

    Çулта çывăхра çук унта,
    Сукмак та никам хывман.
    Хĕл кунĕ кăшт çил тухсанта
    Тустарать шăлкăн тăман.

    Çулла хумханнă чÿн тыра
    Тулли пучахнне усса.
    Пĕр "тĕме" çеç кукша пуçлă
    Асатте пуç пек шакла.

    * * *
    Аппапа сурăх кĕтетпĕр
    Кĕр енне, хăмăл çинче.
    Инçех мар ялтан çÿретпĕр,
    Кукратав енчи хирте.

    Сурăхсене пулăшатăп
    Сăрт патне часрах çитме:
    Çирен сăкмана хыватăп,
    Ыватап вĕсем çине.

    Аппа тепĕр хĕрнерехрен
    Юнать мана хуллипе:
    "Ан хăвала! - тет вăл - çитчĕр,
    Çисе пытчĕр майĕпен."

    Кĕтÿрен малтан çитрем те
    Çÿлле тăмлă сăрт çине,
    Тытса илме кармашатăп
    Шур мамăк пек пĕлĕте.

    Хăйăрлă та чечче-чуллĕ
    Ик сăрт тĕми юнашар.
    Калле-малле чупкалатăп,
    Хатĕр ним те кирлĕ мар.

    Ĕмĕтĕм ман пурнăçланче -
    Ситрĕм тĕми тăррине!
    Çунт пулсан халь вĕсĕтĕм,
    Тĕнчен тепĕр хĕррине!

    * * *
    Çаврăнтăм та эп пăхатăп
    Хамăн тăван ял çине,
    Кам ĕçĕ ку, тĕлĕнетĕп,
    Пĕчĕклетнĕ пÿртсене?

    Аттешĕн эпĕ хăратăп,
    Епле çÿре ха кĕрсе?
    Хам та теп мăкли кăларăп,
    Матча каштине лексе.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ҫур 19

Страницӑпа ыттисене паллаштар