Поэма: "Эх! Çăкăр-çăкăр"

Тема в разделе "Сирĕн пултарулăх (Ваше творчество)", создана пользователем Хведрь Сенькин, 2016 ҫур 24.

  1. Хведрь Сенькин

    Хведрь Сенькин Ҫӗнӗ усӑҫ

    Вăрçă кунĕсем

    Çывăр ха, пĕчĕкĕ ăллăм,
    Çывăр, ан макăр.
    Эсĕ хатĕр пысăклантăн -
    Сăпку та тăвăр.

    Анне кивçен тупса килне
    Пĕр тытăк çăкăр,
    Пĕрле тутăрпа чĕркенĕ
    Пĕр катăк сахăр.

    Вĕсенчен сана çимешкĕн
    Тумалла чăмлак.
    Эх! Чăмлак тума ха терĕн,
    Пăхма та хăрап.

    Ирхине нимсĕрех сыпнă
    Паранхă шÿрпи,
    Ман ăшăм тахçанăх выçнă,
    Ыйтать çимелли.

    Чăмлак чăтап чăтайма сăр
    Хам çине ярсан,
    Аннеçем килмеççĕ каçсăр
    Эс выçăх юлан.

    Вĕсем халь кĕлте çыхаççе,
    Елкĕрнĕ ыраш!
    Шĕкĕлчесе те килĕçе,
    Хатĕр пек выçă лармăпăр,
    Анмакăр Иваш.

    Çывăр хале - çывар тетĕп,
    Çывар, куçне хуп!
    Хăвна валли пĕр вăхăта
    Кăштых канлĕх туп.

    Сана хире туртса кайма
    Тăвам ха кÿме -
    Виç хулă авса çыхам та
    Урапи çине.

    Кÿме çине эп тирпейлĕн
    Кив пинсшак сарса,
    Кипкепе чĕркесе хуллен
    Лартрă ачана.

    Кăлтăр-кăлтăр урапине
    Пыратăп туртса.
    Шăллăм манăн силленнипе
    Пырать çывăрса.

    Çул çинчен ха, ана урлă
    Пайтах кĕмелле.
    Сĕтĕрме лекет ха вăйлă
    Манăн кÿлене.

    Çухе тутăр ман пуç çинчен
    Аннă ха туса,
    Çанка тăрăх юхса аннă
    Тар касать куçа.

    Ана панчи чечексем те
    Илĕртмеç мана.
    Кĕмĕл шăнкрав - тăри юрри
    Кĕмĕст хăлхана.

    Çаруранах хăмăл çинчен
    Пыратăп ашса.
    Ачан сăкăрне çинĕшĕн
    Хама-хам вăрçса.

    * * *
    Тырçи вăхăт: шăрăх, пăчă -
    Пĕсерет хĕвел.
    Апла та аннесем лартнă
    Темĕн чÿ.л çĕмел.

    Анне курса инçетренех
    Пычĕ та чупса,
    Сурат патне туртса пырса
    Лартрĕ сулхăна.

    -Ах, тур-тур, - тет, вă кăмăл сăр,
    - Çакăнта çити
    Йыт-качкаран хăрама сăр
    Мĕнле килтĕр ши?

    Анне емĕртĕт Иваша,
    Пуçĕнчен шăлса.
    Тăранчĕ те пĕчек патша,
    Выртать ха кулса.\

    - Ачана эс çитертĕн и?
    Ытать вăл манран.
    Сахра çинине каламап
    - Ăхă ... - теп аран.

    Пуçахсене шĕкĕчесе
    Хвăртăн чăмлап.
    Анне хулпуçинчен тĕртсе,
    Эп хуллен ыйтап:

    - Çак пер кĕлтерен пулат и,
    Наруш калăпăр...
    Çиçе тăранма çук тутлă,
    Пĕр çавра çăкăр?

    - Пулать, - тет анне, - пулать , - тет,
    Чут кăна кулса.
    - Пĕр кĕлте, хир юлмиччен,
    Илсеççен пухса.

    Саппун кăсйинчен ырашне
    Кипкене çыхса,
    Иваш пуç айне хурать те ,
    Ярать ăсатса.

    Мнакка,пире шеллесе,
    Кăшт парсан сĕтне,
    Ах! Пăтти тутла пулĕтчĕ
    Качака сĕтпе.

    * * *
    Вăрçă часрах чарăнтăрчĕ -
    Таврăнĕ атте.
    Кулачă илсе килĕтчĕ
    Иваша тете.

    Аннесем çыхна пулин те
    Темĕн чÿ кĕлте,
    Пĕрер çăкăр тухаймастăр
    Теп ... - кашни килле.

    Ял çинче - инçе, пит инçе,
    Вылят ха ăршă.
    Ăрша евĕр, тĕрлĕ шухăш
    Çаврăнать пуçра.

    "Курап: аннепе тăратпăр
    Кăмака панче.
    Пиçсе тухнă вĕри çăкăр
    Тĕпел сак çинче.

    Тĕхĕмле те ырă шăршă
    Сарăлнă пÿрте.
    Çав туйăмпа савăннипе,
    Вăй кĕче пире!

    Эпĕр хатĕр çăкăр умне
    Ÿксе пуç çапма...
    Чип-чиперех сывă куçсем
    Кареç шывланса.

    Хама выçлăх хĕрхенмесĕр
    Туртать чĕререн
    - Çĕçе илсе килеми? - Теп,
    Ыйтап аннерен.

    - Çĕçепе касма юрамасть
    Пирвайхи çăкра!
    Кăштах сивĕнтĕр ха, - тет вăл,
    - Хуçап тăватта.

    Пĕр татăке çĕр аннешĕн,
    Тепри хĕвелле,
    Виççĕмĕш сиплĕ çăмăршăн.
    Кама юлнине?

    Юлнине эс тавтуса си
    Ака - сухаçа,
    Ывăнмасăр ĕсленĕшĕн
    Хирте çу-каçа!"
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ҫур 24

Страницӑпа ыттисене паллаштар