Параметры чувашского самоутверждения

Тема в разделе "Политика", создана пользователем Манăнкилес, 2015 нар 14.

  1. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Хавшак хуçасемпе халăх мĕнле вайлă пулма пултарать? Чăвашăн пĕрлештерсе тăракан тĕнне тахçанах ылмаштарнă,мăчавăрсене тĕп тунă. Халĕ вара пĕр пĕрлештерсе тăракан идиологи те çук чăвашăн. Теп сăлтаве халăхра мар,тĕп сăлтав "элита" текеннисем хавшакран пулĕ ?
     
  2. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Пăлхарсене хăйсен хушĕнче час-часах хирĕçтернĕ. Тăшман тапăнсан çеç пĕрлешсе ,пĕтĕм вăя пухса кар тăнă пирĕн асаттесем. Елĕкхи источниксем тăрăх. Монголсем çавăнпа та пăлхарсене тÿрĕ çапăçура çĕнтереймен. Пăтратса,пайлама пуçласан çеç монголсем çĕнтерме пултарнă. Куратăр пулĕ халĕ те çавах. Чăвашсем пĕрле ан пулччăр тесе тарăшакан, пăтратакансен еçĕсем пур çертре те курăнаççĕ. Паян Чăвашлăха сыхлакан ушкансем пĕрле ĕçленине сахал курма пулать. Ытларах пĕр-пĕрне таптама тăрăшаççĕ. Ахальтен мар.
     
  3. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Хулара чăваш культурине чăваш драм. театăртан тухма паман нихăçан. Эпĕ илтнĕ тăрăх ,пĕрре мар илтнĕ ку "железный аргумента" -"города это исконно русские территиории". Тахçан ĕлĕк хуласем таврашĕнче чăваш ялĕсем çичĕ çухрăм таранах пулмалла пулман. Халĕ те чăвашлăх хуласенче аталанасран питĕ хăраса тăраççĕ. Çавăнпа та чăвашлăх аталанмалли утравсене тĕп тăваççĕ. Кафедрăсене хупаççĕ, вĕрентекенсене хатĕрлеме пăрахаççĕ,чăвашла ÿстермелли садиксене уçма чараççĕ ,таван чĕлхене ют тăваççĕ. Кайран тен ăсăсем çитменнипе тен сутăнчăк пулнăран "народ сам не хочет тесе" калама пултараççĕ.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 нар 26
  4. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Сирĕн тхăш сăмахесемпе киешеп пулсан та, çавах хусамăра хирĕçлетĕр. Мĕншĕн тутарсен Казань пĕтĕм тутар хули, а пирĕн Чебоксар чăваш хули мар? Казаньте тутарĕ те çуккипе пĕрех, анчах хули çавах тутарсен. Халăх хавшак. Вăйлă халăхăн элити те вăйлă, хавшак, хăракан халăхăн вара хавшак та хăравçă. Элита ахаль халăхранах тухать, таçтан вĕçсе килмеççĕ вĕсем. Хулара официаллă 70% чăваш, официаллă мар пачах 90% процент та пур пуль. Паллах, элитине пирĕнне пĕтерсе пынă, анчах эпир хамăр ним те туман. Кĕрешмесĕ алă усса ларнă анчах. Ирланд пирки вуласа пăхăр, мĕнле вĕсене юратмасан та, çавах хăйсене хĕвел айăнче пурăнмалăх вырăн туса лартнă.
     
  5. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    hushamаt что вы сами конкретно можете предложить для исправления сложившейся аховой ситуации?
     
  6. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Ман шутпа пĕрремĕш утăм, мĕнле те пулин чăвашлăха аталантаракан ассоциаци кирлĕ(официаллă пулмасан та). Ун тĕллевĕ чăвашлăха çĕн сферăсене кĕртме. Фильмсем куçармалла, мультфильмсем. Пĕчĕк чăвашăн хоть май пултăр тĕнчее чăваш призми урлă(через призму) курма, а то халлĕхе вырăс призми урлă анчах курма пулать, çавăнпа вырăсланаççĕ хытă, пĕчĕкренех фильм, мультфильмсем вырăсла пăхса. Ман шутпа ку пĕрремĕш утăм. Кунта укçи те кирлех мар. Энтузиастсем анчах кирлĕ(йывăр тупма хальхи вăхăтра). Куçарма лайăх дикциллă 2 каччăпа 2 хĕр те çитет. Камăн пушă вăхăт нумай, çавсем пултараççĕ хутшăнма. Тупмалла анчах чăвашлăх упранса юлтăр тесшĕн каччăпа хĕрсене. Ку айсбергăн пĕчĕк пайĕ анчах. Но çак питĕ кирлĕ утăм. Фильмсем чăвашла пулсан, çамрăксем çавах пăхма пуçлĕç.
     
    атика тата Kodrag ку килӗшнӗ.
  7. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Чăвашла фильмсене качественно куçармалла. Çамрăксем фильмсене пăхсан, фильмри мемсене(афоризмы) те астуса юлса усă курма пуçлĕç хăйсем хушшинче. А то халлĕхе пĕтĕм афоризмĕ вырăсла. Эп хам картавый, çавăнпа теприсене эп куçарни килĕшмесен те пултарать. Лайăх дикциллă çынсем кирлĕ.
     
  8. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    ман шутпа пултаран тĕк программăсене пĕтĕмпех чăвашла куçармалла ,кайран халăхсуйлĕ хăш лайăх хăш начар ,анчах малтанлăха хăвна хĕш килĕшеть çавна куçар ,тур пулăштăр сана.
     
  9. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    çавă çав мĕнле пуçлăхсем халăх та çавăн пек теççĕ,халлĕхе веç начар.
     
  10. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн. Халĕ çав енпе информаци пăхкалап интернетра.
     
  11. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Хушамат, эсе калано шухошсене Качака иртне форумра каларе. Пурне те. Вол та фильмсене човашла кусярасшончче (ЧНК укся парсан). Эсе те ЧНК пуканне утлансан мен товайрон-ши, ачамкко. Хула культури хой теллен пулмасть. Хулара икечелхеллех хвортах пер челхеллехе кусьать. Кусьусене усь, малалла верен, форумра хурахлатмалла мар, лопкон, шухошласа каласьмалла.
    Форумсьосем! Халоха хурлани - ховора хурлани. Сякна та туймастор-и вара?
     
  12. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Ако мен пирки шухошламалла: натуралло хусялохран епле сьене технологилле хусьялох еннеле утмалла халохоморон. Ку сьавтери оспа, сюхалса каймасор тумалли теллев. Выроссем тахсянах ялсенчен северелне пулин те "Родительский дом, начало начал" юрра шорантарасьсе. Хыпкаланмасор васкама веренер. Асю киленчи хусялох сана сюльтюперен юксен сьолакан тюшек пултор. Паллах, вол сире старт капитале параймасть, анчах сяракутлохран хотаре. Ан манор: пурин уменче те ковак тюпе усьолмасть. Ос-тон ситет пулсан темона малалла тосар.
     
  13. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Малтан хамăртан пуçламалла тенине хирĕçлеме çук. Анчах та.. этеме Турă пĕччен пурăнмалла туман. Ушкăнпа пурăнни яланах политика патне илсе пырать. Унта национал-предательсем хуçалансан эпир "хамăртан пуçлани" усси çук. Верентÿ тата культура министерствисенче мĕнле çынсем ларнинчен халĕ питĕ нумай килет. Ачасене шкулсем чăвашла вĕрентнĕ ятне кăна тăваççĕ пулсан ,культура министерствинче ытларах пуш параппан çапаççĕ пулсан меслетсем урăхларах пулмалла.
     
  14. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

  15. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Национализму предшествует идеология, националистическая. Такой идеологии у чувашского народа никогда не было. Отдельные попытки отдельных "чăваш паттăр" поднять общественность для решения национальных проблем нельзя называть национализмом. То что делают "чăваш паттăрĕсем"-это здоровая реакция ,здорового национального организма на агрессивные действия извне. Надо всегда говорить "чăваш паттăрĕсем".
     
  16. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Может кому то и выгодно сегодня "склонить" чăваш паттăрĕсене к радикализму и навесить на них ярлык националиста. Не стоит идти по такому пути. Единственно правильный путь это создание мощного общественного движения ,защищающего интересы нашей Республики и создание положительного образа защитника чувашской нации. Патриотизм для чăваш ачи должен начинаться с любви к своему дому,к родному языку и культуре.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 нар 27
  17. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Тӗрӗс ҫыран, анчах чӑваш паттӑрӗсен хӑйсен хушшинче тата чӑвашсемпе чӑвашла калаҫмалла. А то усси виҫ пуслӑх анчах пулать. Сана та чӑрмантармаҫ чӑвашла ҫырма. Кирлӗ чухне вырӑсла куҫарма пулать. Кӑтартнӑ видеора курмарӑм, ӑҫта патриотсем акӑлчан е нимӗҫ чӗлхипе лозунгсене ҫырнӑ. Тата Грецие мӗнле аталантарассине китайла сӳтсе явмаҫҫӗ.
     
    атика ку килӗшнӗ.
  18. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Яланах ним суймас Ар калатăп. Эпир чăвашла çырнинчен усси сахалтарах. Халах вăл телевизорпа каланине тата пуçлăхсем каланине питĕ хытă итлет. Унтан кирлĕ самахсем тухмасăр ,вăранмаç. Унта чăн чавашсем мар,сутăнчăксем пулсан мĕн калăн?
     
  19. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Хусан тутар хули тенипе тутарсем килешмись. весен те ассимиляци ыйтове сивеч, чуна ыраттаракан ыйту. Анчах весем пирентен маларах воранно, весем тован челхепе культрона хула шкулесенче те верентес ыйтова чи малтан секлересь. Весем хысьсон эпир те пусларомор ку есьэ. Хведер Васьли Микулайе вохотенче вол нумай сюл тытса тоно министрпа унон хале те ларакан сюмми сяк есь тошманесем пулса хупласа пурончесь. Шел, пирен элита пите сахаллон, хиресь калакансене часах сирсе ывотасьсе. Хуйох мар-и эпир хамор валли кирле специалистсем те хатерлейместпер, вырос ача сачесемпе вырос класесем валли сес. Паллах, Мускаври урамран керсе ларно чиновниксем верентюри челхе политикине пусьхерле сяворса сяв тери сиенле саккунсем йышонтарчесь. Весене порахосьласси сьомол мар. Хула культури синчен капласятпор, ялсенчи ача сачесенче тован челхене мантарнине манатпор. Кайса курор ховор ялти ача сатне, шкула, унти "сулахайсене" тона кертме хотланор.
     
    атика ку килӗшнӗ.
  20. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    шкула та садике те кайса курнă калаçнă та ,эпир пурте пĕрле пулмасан калаçма йывăр халăха тăрăшсах ĕнентереççĕ вырăс чĕлхисĕр малашлăх çук тесе,шкулти вĕрентекен те мана ачана чăвашла кĕнеке илсе панăшĕн каларĕ "есĕ хăтте мĕн ту эпĕ программăна вырăсла анчах вĕрентеп ,ачу вырăсла ăнланати ăнланмаçи"çавăнпек вĕрентекенсемпе мĕнле пуласлăх пулĕ,хăçан чăваш чĕлхи вĕрентекенĕн ачисем чăвашла пĕлмеççĕ,вĕсем хăйсен ачисене те вĕрентейман .ман шутпа малтанах пĕрлешÿ туса пĕр шкулта пулсан чăваш чĕлхипе вĕрентекен шкул уçаспать.
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар