Кутăнла чĕлхе "пĕлĕвĕ"

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем Šyravşă, 2015 утă 6.

  1. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Формулировка, задача, расшифровывается, эттă...........
    Тавах, - хырăм тытсах ахăлтатрăм. Арттур патша та кулчĕ пулĕ.
    Хушса хăварам кăна. Верблюлама чăнах та пур, акăланчла ăна CAMA (чăвашла "КАМА" (кого?) сăмахран. Кто кого тени пулать ĕнтĕ) теççĕ.
    Вара сирĕн сатаччă-несатаччă, эттă...
    Camelot - CAMALOT - Кама лаç.

     
  2. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Сана пусь ватма: эллинсен сяк смахьсен пуловне тишкьрейретьн-и, весем тьрьк смахесенчен пулнине асорхаятон-и:
    adelfi - сестра
    anexartitos [анэксартытос]- независимый
    anesi [анэси] - 1. отдых 2. уют
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  3. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Кьсреь хъм прахно. - Кобыла выбросила плод.
    Кьсре хмлано. - Кобыла принесла приплод (ожеребилась).
    Невероятно, но чув. ХЪМ отзывается в лат. homo.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  4. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    лайăх шухăшсем сан пуçна пынă ,чăвашларан акăльчанла вĕренме хăвăрт пулать, шкул уçаспать.
     
  5. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Конмиизм лингвистикине применять тусан паллах çакăн пек пулмалла:
    adelfi - атăлпи
    anexartitos - ан ирĕксĕр(ле)тĕр
    anesi - ан ĕçле, ĕçлемсен ан та çи
    120% - грексем чăваш пулнине маннă манкуртсем, хп чăваш моралисчĕсем калашле "иваны не помняççий ротстăва".

    ----------------------------------------------------
    Паллах, çÿлерех çырни Конмилле линкăвистиккăна питлени кăна. Кунти халăх лингвистикăна, историне хисеплесех каймасть, çавăнпа вĕсене кичем ан пултăр тесе вĕтĕ шрифтпа çырап. Камăн вулас килет вулатăр,
    Антиконмиистла ăнлантару (лингвистсем татса пани):

    αδελφή (αδερφή) - ἀδελφός << ἀ + δελφύς [ἀ ~ *sm̥ ] << ПИЕ *sm̥-gʷelbʰ-
    δελφύς "(çие) хырăмĕ" тени, ἀ "пĕр, çавах", грек сăмахĕ пĕр хырăмран тухнă çынсене пĕлтерет - чăваш эквфиваленчĕ пĕртăван, анчах пулăвĕ енчен пăхсан хурăнташ (хырăм+таш) шăп та лăп çав ăспах пулнă сăмах, турккăлла вăл kardeş < karın+daş
    ПИЕ *gʷelbʰ (хырăм, акăлчанла womb) тымарне пăхсан чăвашла-тĕрĕкле хырăма та çыхăнтарма пулать пек, анчах ăна тĕрĕслес пулать.

    ανεξάρτητος - αν- +‎ εξαρτώ «-тан кил» +‎ -τος ‎ паллă ячĕн суффиксĕ
    ку грек чĕлхинче çĕнĕ сăмах, ăна франццусла indépendant (in-dépend-ant) сăмахăн ĕлкипеле тунă.
    чăваш чĕлхинче эквивалент халĕ те çук.
    паллах, конми пеккисем тейĕç: 'Франццус малтанрах отпочковаться тунă-и, е Грек-и?' Паллах, ку айван ыйтăва "çутçанталăк чĕлхи" тенине, "халăх пултарулăх"лăхне йышăнман çын кăна ыйтма пултарать. Чĕлхесем вара чĕрĕ япаласем, вĕсем культурă шĕвекĕпе шăварăнса ÿсеççĕ. Франццус революцийĕ культурăна улăштарса ячĕ, унччен усă курман е шухăшлама ăнлавсене кĕртнĕ, çав шутрах independent ăнлавĕ - харпăр хăйĕн телейĕ-ăнăçăвĕ урăххинчен мар, хăйĕнчен килни.

    άνεση (< ἄνεσις < ἀνίημι 'пушатса яр') - ăнлавĕ: канлĕх
    άνετος - канлĕ, хăтлă


    Кунта чăваш пуçне çавăрса яраканĕ, куçне пăваканĕ αν- префикс. Чăвашла ан пекех-çке-ха. Пĕрпеклĕх пур. Анчах грекла ἀ- çуклă аффиксĕ пĕтĕм ИЕ чĕлхисенче пур. Унччен француссла in- асăнтăм, тата армянла, уэльсла, ирландла, хиндилле, авестăлла тата ытти перс чĕлхисенче an-, нимĕçле, акăлчанла un-, вырăсла не-... Чăваш чĕлхинчи ан ытти нихăш тĕрĕк чĕлхинче те çук. Унсăр пуçне чăвашла ни- префиск та ытти тĕрĕк чĕлхисенче çук. Чăваш чĕлхинчен мар, чăваш чĕлхине куçнă япаласем кусем. Анчах грексенчен мар. Чăвашсен мăнаслашшĕсем чылăй вăхăт хушши персла калаçакан çынсемпе пĕрле пĕр шÿрпе çинĕ чухнехи сăмах татки.
    -----------------------------------------------

    ----
    Пӗртӑван та пӗр пулмасть теҫҫӗ
     
  6. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Чăнах та невероятно! Сирĕн арăмăр сире ăйăрпа кĕсре хăмласа пачĕ-и?

    Кăна Пĕрĕторă валли инттереслĕ маттериал пулĕ тесе пысăкрах шрифтпах çырам.

    Латтинла homo < Кивĕ Латтинла hemō <...< ПИЕ *dʰǵʰm̥mō > ... > Кивĕ Литвалла ‎žmuõ
    << ПИЕ *dʰéǵʰōm "çĕр (хисеп яче мар)" .... > Латтинла humus "çĕр, тăпра".
    Эппин латтинла çын тени тăпра тени.

    Çавнашкал ăнлав аталăнăвĕ япалах ивритра пулса кайнă
    Hebrew אָדָם ‎(adám, этем), אֲדָמָה ‎(adamá, тăпра).

    Çак ăнлава кăтартса памашкăн Пĕрĕторă ĕненÿ-пĕлÿне Конми çакнашкал пропозици тутăр:
    Этем - Тăм

    -----
    Тӑпраран пулнӑ ҫын тӑпра ӑшне кӗмелле теҫҫӗ
     
  7. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    СРАКАзм у Женечки зашкаливает
     
    Kodrag тата атика ку килӗшнӗ.
  8. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Шыравсьо, ан тьльнтер кун пек лопор-лапор купи купаласа. Эп сана ИЕ челхисем тьрьк члхелле мон аслашеченчен ИЕ халохесене юлноран вьсенче тьрьк тымарсмахесем нумай юлно тетеп. Эс каллах ИЕ чльхиссем хушшинче потранатон.
    Юрать, КАНОСЬ смаха асаилтен. Ытти смахсен пуловне пач та асорхаймарон.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  9. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    БРАТ, БРАТЕЛЯ смах пуловне мантон-им? Cяв калоппах туно грексен "сестра" пльтерешль смахне: ат+эль+фи (пи).
    Ан+экс("урох")+ар+тыт+ос = урох ар тытманни. Грексем фрацузсенчен илмен, авалхи тымарсенчен пухно ку смаха. Ку та ИЕ чльхисем КОНСТРУКТСЕМ тенине сиреплетет: уна ЛИНГВИСТ туно.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  10. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Хомо саппиенс пирки тепер кун. Гентис пуловне туп. Геном смаха та ан ман.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  11. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Конми, ИЕсемпе вĕçĕм пăтранса лараканĕ эсир эсирех. ИЕ сăмахĕсене пăхса тĕрĕслеме калатăр та - эп Нил-Сахара чĕлхисене пăхма кайăп-и? Паллах, чи малтан сăмахĕ хăш чĕлхен çав чĕлхе куçĕпе пăхмалла. Тĕрĕксен пуян чĕлхисене тишкерес килмест сирĕн.

    Паянхи ярлык - Лингвокоррупционер. Турă хăвăра панă чĕптĕм ăсăра та пулин чăвашсем, грексем, латинсем çинчен хăвăра килĕшнĕ пек суя çырса ларма тăкаклатăр. Ку айăплав мар, ку свидетельство - кам та пулин ытрĕ пулсан эпĕ сирĕн пирки шăпах çавна куртăм тетĕп, хăвăр çырнă япаласене пÿрнепе тĕллесе кăтартăп.

    Конмиизм Языкознанийĕ (Хăш языкне знать тăвать-ши? Грек? Чăваш?). 3-мĕш класс ачисем валли.:
    Ку та тунă-и, ку та мар-и? ăна-куна пĕлмелĕх çук. Сирĕн пек лингвокоррупционер - Унчченхи Конми - ларнă та рехетлене-рехетлене чĕлхе шăрçаланă тетĕр. :D
    Лин+Хва+Кур+(Ă)ру+П(ă)(тти)+Çи+Ĕнер - Лин тепĕр майлă вуласан Нил, м-н, и-е-ĕ, Мĕнле.
    Эппин: "Хăвах кур: Мĕнле ăру пăтти çинĕ ĕнер".

    Сарказм-и сраказм-и? ăна-куна темелĕх пур. Анчах, Конми юлташ, эсир кăтартнă япаласем лингвистика мар, лингвомастурбаци кăна.

    Кунта лингвистика вырăнне кутпа морале пĕрлештерекен моди пур, çавна уйрăм тесе шухăшлатăп:

    ----
    Вӑкӑр ҫӑмартине тилӗ ҫичӗ ҫул сыхланӑ
     
  12. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Дурдом -сюда я больше не ходок
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  13. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    ПИЕ - фантазилле чльхе, смах пуловне эмэтри этимон сине таянса онлантарма тршни. Эс илсе ктартно тьсльхсем - суя витьмль.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  14. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    чĕлхеçĕсем вĕсем çавăн пек вĕсене итлесен пуç меми вĕресе тухать.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  15. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Шыравсьо чльхесьэ мар. Вол Сыхлавсьо, сайт хусилле хойне тытакан предприниматель. Уна вол хой аллинех ярса илет пульиха.
     
    Kodrag тата атика ку килӗшнӗ.
  16. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    э,ăна кунта ярса панă пире тĕрĕç çул çине тăратма,урăх шухăшлă çынсем канчĕрлеççĕ хуçасен пуçарăвĕсене малалла аталантарма.
     
    Kodrag тата Šyravşă ку килӗшнӗ.
  17. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    "Кун кнекинче" вол хйне ачаран чваш чльхине паронма Юхмасемпе Станьялсем улталаса хьтьртрьсь, вьсене пула йонош туром пурносьра тесе юпкеленечче. Чваш чльхине мухтакансене сямпа вол чотма пултараймасть. Пирьн чльхери смахсем индоевропа чльхисенче нумаййине йышонмасть. Кирек-менле тьслех парсан та уна ПИЕ (протоевропейски) чльхинчех пулно тесе сьлторло палортно пулман смаха илсе котартать. ПИЕ чльхи - Европа чльхесьисен фантазийэ. ПРОТО тени те ПЬР(ремеш) тымартаннине чухлаймасть.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  18. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    "Чваш националисчесем хйсен чльхине мухтаса пьтьм тьнчене тытс а илесшен", - ак мьнле хрушлох курасьсе сыхлавсьосем. "Чваш шовинисче" ят сьыпосьтарче мана вол.
     
    Kodrag тата атика ку килӗшнӗ.
  19. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Хăвăр каланине мĕнпе çирĕпсе парăр-ши, Конми хуçа? Эп илсе кăтартнă тĕслĕхсем [виççĕр çул пиншер çын пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă япала] суя та, сирĕнни [çурхи лăпкă патак-шанкăран ĕмсе кăларнă япала] суя мар-и? Хăвăр самиздатăра пăхса илĕр-ха, вара хăвăр каланине хăвăр çырнипе çирĕплетсе парăр - кĕнеке вулама пĕлекен çын пек.
    Ярса илсен сире чи хисеплĕ вырăн çине, пьедесталпа трон çине тăп-тулли хĕвел çути айне лартăп та, сирĕн ырăлăхăра, ăслăлăхăра пур те витĕр курса кулччăр. Тĕттĕмре, сĕмлĕхре чакалакаланса ыттисемпе манипулировать туни алăртан хăпĕ. Патша тăвăп сире. Хăвăр ултавăрсен патшине лартăп.
    Конми пересказĕсем суяллă пулаççĕ (нострат теорийĕ пирки улталани, вашингтон ирвинг пирки улталани...), çавăнпа хама хам цитатăлам-ха (Конми пек важнăй çын пулса):
    Конмиизм — айван, халӑхла, шовинистла ниме тӑман суя пулнине пӗлсех тӑратӑп пулин те, форумра вирлӗн «этнокоммерсант» эпитета тивӗҫлӗ ҫынсем пире тем те пӗр сутса ҫӳрени чӑваш ачисемшӗн сиен кӳме пултарать тетӗп. Хам та Юхма юмахӗсене вуласа ӳснӗ, пӗтӗм тӗнче чӑваш тавра ҫаврӑнать тенисене тимленӗ.
    Ҫак вӑрӑ-хурахла шухӑшлава таврана яри уҫӑ куҫпа пӑхни сирсе ярать. Акӑ ӑслӑлӑх тӑшманӗ Конми задани пачӗ: Кӳкӗрт тӗрлӗ чӗлхепе каласан мӗнле пулать.


    Мана чăваш чĕлхине юратма Юхмапа Станъял хĕтĕртрĕç-и? Çук. Ивановăн "Нарспи"йĕ тата чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем лайăхчĕ манăн. Юхма ячĕ - маншăн чăваш чĕлхипе сăмахлăхне хисеплеме пăрахнишĕн (чăваш чĕлхин тытăмĕпе çураçман пулма пултарайман сăмахсем шухăшласа кăларнăшăн, литературăна пулман ятсем кĕртсе фальсификациленĕшĕн) çĕрĕк, Станъял ячĕ маншăн пĕр хушă ырăччĕ, юлашки çулсенчи мегаломанине пула çĕрчĕ, ватăлнăçем сирĕн пекех йÿтеме пуçларĕ, турра юхха тесе хучĕ, мăнаçланса популярнăй ваттисен канашçи пулса хĕвел çути айне тухса тăнипе пула чăн сăнĕ курăнса кайрĕ: уйрăмах сайта çырса çапакан статйисем пропагандă йышши ирсĕр материал кăна. Унчченхи ĕçĕсенче суйса-улталани пирки шухăшлаттаракан çÿп-çап.

    Пирĕн чĕлхери (пăлхарла) сăмахсем ИЕ чĕлхисенче пур (вырăсла, болгарла) - унччен пĕр хĕрарăм çырса кăтартрĕ-ха, Дыбо та ăнлантарчĕ. Нумай-и? Нумай мар. Историшĕн пĕлтерĕшлĕ-и? Тухăç Европă историне ăнланмашкăн пĕлтерĕшлĕ.

    Эсир юратнă Дыбо та хăй тишкерсе тухнă тымарсене çăлтăрлатать. Вăл енчен Чăваш чĕлхи ИЕсенчен пин-пин хут телейсĕр, Тĕрĕк чĕлхисенчен те телейсĕр (Кашгари ик-виç сăмах кăна ас туса хăварнă). Текст çуккипеле пурне те çăлтăрлас пулать. Уйрăмах венгр чĕлхинчи 400е яхăн сăмаха.

    ----
    Мăнкăмăллă кĕлмĕç питех те йĕрĕнтерет.
     
  20. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Тавах, култарнăшăн.
    "Чăваш националисчĕсем чĕлхине мухтаса тĕнчене тытса илесшĕн" имĕш. Хăрасах ÿкрĕ Кремль, хăрасах ÿкрĕ Госдеп - чăваш халăхĕн намăссăр пыйтти вĕсене çыртма килчĕ.
    Тата мĕн те пулин калăр-ха националистсем пирки - питĕ килĕшрĕ мана ку. Сирĕн комедине каймалла пулнă. Виктор Петрова конкуреци кăтартăрнă пулăттăр.

    Сире "чăваш шовинисчĕ" терĕм пулсан, йăнăшрăм. Эсир хăвăршăн хăвăр шовинист, чăвашпа çыхăнман шовинист. Мĕншĕн тесен, эсир кăтартса пыракан порнографи чăваш чĕлхи мар - чăвашпа латин пиджинĕн Конми диалекчĕ ожеребить тунă каяш тупăлча:
    :D
    Конструкт пек терминсене тата та усă курăр, атикапа растункати пеккисене "О Конми сăмахсем пĕлет" тесе тĕлĕнтерччĕр. Комеди ĕнентерÿллĕрех янратăр.

    ---
    Ӗне курмана качака
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 кăр 24

Страницӑпа ыттисене паллаштар