Кутăнла чĕлхе "пĕлĕвĕ"

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем Šyravşă, 2015 утă 6.

  1. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Тора <תּוֹרָה ивритла "вĕрентÿ, ăс кертни". Мĕншĕн-ши темшĕн-ши тенĕ вырăнсăр.
    Грексен унчченхи тĕн вĕрентĕвĕ çырнисем сыхланса юлман тетĕр - эппин тораизм пулнă. Çакна пĕр-ик пĕр пек илтĕнекен, кăштах пĕр пек ăнлавлă сăмахсене туп та - йăлтах çыпăçтарса ларт, мĕнле лайăх.
     
  2. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Авраама чăвашла ăнлантарар. Эх-ух!
    1) Авăрам
    2) Урам

    "Аврахам"
    3) Авăра хам (Тарăн шăтăка хам каям)
    4) Упра хама...
    5) Упра йăхăма...

    Тепĕр 5 вариант сĕнтĕм сире.

    Ас тутарса хăварам-ха...
    abh "атте" + *raham "нумайăшĕ"
     
  3. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Шухошласа похха, Тора меншен ятсене шифрлать? Грекла кусяракан еврей ваттисем грексен орфографипе Аврам сирно, Септуагинтона выросла тата нимесьле кусяракансем сяплах хварно, улоштарман, урохлатман. Ивритлинче ку урохлату (шифрлани) тухса юкмен-и? Абирам - Абрахам мар-и-ха унта? Грекла - ивритла - выросла сирса пох ятсене патриархсенне. Мана Танахра чакаланма йывор: шрифче вете, кусь курмасть. Шутла, меншен сяв ятсене легендона кертне?
     
  4. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Абрахам тенинче те homo (чвашла ХОМ "приплод", ХОН(М)ТТИ "сперма", латинла gentis "люди", "народ") илтенет: отец приплода (народов). Историки нового времени считают, что семитские народы тоже мигрировали из Камско-Уральского региона, были в древности тюркоязычны. Это к слову. Еще раз посмотрите: пулошу смахесем. В переводе получите "Лоза рождающая", "Муж сеющий", "Распространяющая", "Сеющая, Сеятельница", "Муж, рождающий племена".
    Рекомендую: Ю.Н.Дроздов. Тюркоязычная этнонимия древнеевропейских народов, М., 2008.
     
  5. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Шыравсьо валли:
    1) Флективло члхесем агглютинативлисенчен маларах пулно пулсан, епле майпа фонемоллачченхи сирулохра флексисене котартма пултарно-ха? Cыпок сирулохе усьо сасосене палортман. Грек, латин, испан, аколчан чльхисем пирьнь эрочченхи 7-5 эмерсемччен пулман-и вара?
    2) Нимьсьсен Vater, Mutter, Bruder, Schwester, Tochter пьрешкелех вьсьленесьсе? Вьсем вись трьле весьленмеллеське! (Эп шкулта вреннь чух "das Tochter появилось" тесе шютлетчесь.)

    Пусьна ватса шухошла.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 кăр 14
  6. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Христосченхи 7-5 ĕмĕрсенче Акăлчан тата Испан чĕлхисем, паллах, пулман.
    Латтин чĕлхи Хченхи 7 ĕмĕртенпе паллă.
    Грек Xченхи 15 ĕмĕртенпе.

    Сирĕн "сенсацилле" ыйтăвăрсенче маншăн нимĕнле "сенсацилĕх" те çук.
    Акăлчан чĕлхин çырулăхне куракан лингвистика епле аталанса кайнă та, акăлчан чĕлхи еплерех кая юлнă тесе тиркет.
    Çыракан çын флекси-агглютинацисене пĕлсе тăмасть. Фонемă пĕлни те çырулăхра ним тума кирлĕ мар. Вулакан ăнлантăр тени кирлĕ.

    Грекла чи кивĕ çырулăха курăр та "тĕлĕнĕр":
    87 тĕрлĕрен сыпăк палли пур. "Флекси" пирки шухăшлас пĕр хуйхă та çук.

    Пилĕк уçă сасă палли: a, e, i, o, u
    Сыпăк паллисем: da, de, di, do, du, ja, je, jo, ka, ke, ki, ko, ku, ma, me, mi, mo, mu, na, ne, ni, no, nu, pa, pe, pi, po, pu, qa, qe, qi, qo, ra, re, ri, ro, ru, sa, se, si, so, su, ta, te, ti, to, tu, wa, we, wi, wo, za, ze, zo.

    Сирĕн ятăра çапларах çырма пулать пулĕ:
    [​IMG] [​IMG] [​IMG]
    Ko- Ni- Mi-
     
  7. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Вара мĕн
    тесшĕн эсир? :D

    ИЕ чĕлхисенче нумайăшĕнче арлăх-амалăх палли формальлĕ, анчах кил-йыш сăмахĕсенче натураллă.
    Вырăсла та: папа - мама, зять - мать.


    Ĕлĕкрех ПИЕ чĕлхинче икĕ "род" - чĕрĕ / чĕрĕ мар - пулнă тесе палăртнă тĕпчевçĕсем.
    Хет чĕлхи шăпах çапла.

    Ĕлĕкхи ПИЕ вăхăтĕнченех килекен -ter шăпах çавна кăтартать теме пулать.
    Vater < .... < *ph₂tḗr.
    Mutter < .... < *méh₂tēr
    Bruder < .... < *bʰréh₂tēr
    Tochter < .... < *dʰugh₂ter
    Аналогие кура нимĕç чĕлхинче пĕрпекленнĕ
    Schwester < .... < *swé "‎хамăр" + *h₁ésh₂r̥ "юн".

    ----
    Ҫерҫи ватӑлсан та сикме пӑрахмасть
     
  8. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Тинех "сютсянталок чльхи" тенин тыткньнчен хтолатор пуль теп. Испан, аколчан челхисем 7-5 эмрсенче п.эрччен пулман тени тепьрь ыйту кларса тратать: ку чльхесем пулса кайиччен испана, аклчана тухакансем чьмьсьрь (чльхесер) пулно-и?Сякнах грека, латина тухнисем пиркиех калар.
     
  9. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Сыпок сирове флексисене ктартма май панине эненме йывор. 15-меш эмерте Хччен грек халохе пулса чмортанно тени пить шывак. 87 сыпок паллилле сирулох чльхене системолама-стандартлама пулошайме. Вьрьенме йывор ун пек сирова. Грексем Филиппа Александр Македонскисемччен пьрь патшалоха чмортанайман п.эрчченхи 4 эмэрччен. Ху : "ПАТАК + ШАЛЬЧА = Патша" тесе мшкланине С-ран манман пуле.
    Патшалх (импери) члхине трльэ йха-халха врентме шпах энте сьнь алфавитсем тумалла сесь мар, смахсене префикссемпе постфикссем, флексисем хушса врмлатмалла пулно. Ку эсьсене сителекль хатерленнь сьынсем -чльхе конструкторьсем - къна твайно. Ку ман фантази мар. Сякна пирьн вхтра кашни филолог-студент пьльнь.
     
  10. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Арлх-амалх паллисем киль-йышри син ячесем сюмне хушманни ИЕ чьльхисем агглютинативло чльхеллех хысьсон пулса кайнине пьльтерет. Чьрьльхпе чьрьмарлох - каллех агглютинативло чьльхе уйромлохе.
    Нимесь чльхи конструкт пулни пить те усьомлон куронать ку смахсенчен сесь мар. Унра агглютинаци те сахалмар юлно. Шухоша онланма сомолрах пултор тесе тем тршше смахсем сьыпостарасьсе, артикльсем лартасьсе тата тем тепьрь мелсемпе усо курасьсе. Кусем пьтьмпех хйсем тьлльнь чльхене кьреймен, вьсене крьтнь.
     
  11. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Унта нимĕнле тыткăнлăх та, сенсаци те çук.
    Шăпах, кусем Çутçанталăк чĕлхисем - хăйсене тĕллĕн "çуралса"-уйрăлса аталанса-амаланса каяççĕ, вĕсенчен те çĕнĕ Çутçанаталăк чĕлхисем çуралаççĕ. Çак вак-тĕвек чĕлхепе калаçакансен йышĕ чăвашла калаçакансен йышĕнчен те иртет.
    Этемлĕхĕн куçĕ умĕнче çуралнă çутçанталăк чĕлхисем:
    Chavacano - 1,2 млн çын калаçать, официаллă чĕлхе, 6 диалект - "амăшĕ": Испан чĕлхи
    Jopara - "амăшĕ" Гуарани, "ашшĕ" Испан чĕлхи.
    Papiamento - 300 пин калаçать, официаллă чĕлхе - "aшш-амăшĕ": Португал, африкă чĕлхисен хутăшĕ, Испан, Акăлчан.
    Йидиш, Ладино - амăшĕсем: нимĕçпе испан, ашшĕ: иврит.
    Йилишла 1,5 çын калаçать.
    Ладинолла калаçакансен йышĕ 10000, пĕрне паллатăп. ...
    Нумай. Куç умĕнчех çуралса вилнисем те нумай. Чĕлхе çуралать те, вилет те.
    Латтин чĕлхи вилсе выртрĕ, ăна анне сĕчĕпе ĕмсе илекен тек çук. Иврит вара чĕрĕлсе тăчĕ.

    "испана, аклчана тухакансем чьмьсьрь (чльхесер) пулно-и?"

    Çемçелĕх паллисене ытлашшипех лартма пуçларăр.
    Испанла, акăлчанла калаçакансем ыттисенчен экономикăпа политикă енчен вăйлă пулса хăйсен чĕлхине сараççĕ, вырăнти халăхсен чĕлхисем халăхĕн халсăрлăхне пула пĕтеççĕ. Чăвашра 13-21 ĕмĕрсем хушши çав процесах пулса иртет. Чĕлхе аталанăвĕн çутçанталăкĕ çапла.
    Испан - Латтин чĕлхинчен тухнă чĕлхе. Испанла калаçакансем арапла, мозарапла, ладинолла калаçакансене хĕссе пĕтереççĕ, баскла (уйрăм чĕлхе), леонла тата каталанла (латтинлан урăх диалекчĕсем) калаçакансем кăштах тытăнса юлаççĕ.
    Акăлчан чĕлхи ингвеон диалектĕнчен пулса кайнăскер 5-мĕш ĕмĕрте Британие куçса килсе хăйсен патшалăхне йĕркелесе яма пултарнипе çĕкленет. Испансем пекех вăйлă пулнипеле вĕсем вырăнти кельт халăхсене салатса яраççĕ, хĕссе пĕтереççĕ, кайран хăйсене те тинĕс леш енчен килсе икĕ хут хĕссе хураççĕ - вара акăлчан чĕлхи икĕ хут вăйлăн улшăнса каять.

    Çакнах курсах грека, латтина "тухакансем" те тахăçан ытти ИЕ халăхĕсемпе пĕрлĕхлĕ пурăннине пĕлме май килет. Чăвашсем те тĕрĕксемпе пĕр обществора пулни курăнать. Çутçанталăк чĕлхисем çапла аталанаççĕ.

    ---
    Хӑрӑк йывӑҫа касма ҫӑмӑл
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 кăр 15
  12. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Мĕншĕн йывăр тата?
    Чăваш чĕлхинчи флексинех илер. Тăвĕ - -ĕ аффиксăн 2 грамматикăлла ăнлавĕ пур: пулас вăхăт, 3-мĕш сăпат.
    Çак чăваш сăмахне 15 ĕмĕрхи грекла çырар:
    [​IMG] [​IMG]
    to- wi-

    [​IMG][​IMG][​IMG][​IMG]
    to- wa- to- po- (тăватпă - тăватăп)

    Паллах чăваш чĕлхине çырма йывăртарах. Пирĕн сăмахсем хупă сасăпа вĕçленни нумай, грекла -s па -r па вĕçленме пултарнă, вĕсене çырман та.
    Ку алфавита нумай çын пĕлмен, çыраканĕсене вĕрентнĕ. Патшалăх хавшасах арканса кайнă хыççăн тинех ку алфавитпа никам усă курман.
    Тĕрĕс калатăр, 87 паллăллă çырăва хăнăхма йывăр, çавăнпа вăхăт иртнĕ çемĕн çырулăх кĕскелет, урăх меслетсем тупаççĕ.

    Эллинсем пĕр тăван халăх пулин те эсир каланă пек сапаланчăк пурăннă, анчах пĕрремĕш "национализм"ла эллинлăх юхăмне Христосчченхи 8-мĕш ĕмĕрте Олимп вăййисене ирттернипе, Македонскипе мар, çыхăнтараççĕ. Македонски çак эллинлăхăн апофеозĕ.

    Патак + шалча пирки мĕнле манас ĕнтĕ!
    Акă эпĕ сире çыру ярап, çавна тĕрĕс вулама пултарсассăн эпĕ "Патак" текеленисене йышăнăп. Переводне халех сайт администраторне çырса яраатăп.
    _.|||||

    ----
    Тӑм чӗлхе тӑм ҫӑмарта тет
     
  13. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Чĕрĕлĕхпе чĕрĕмарлăх категорине чăваш чĕлхинче кăтартăр-ха эппин?

    ---
    Ват çерçие хывăхпа улталаймăн
     
  14. kileshetep

    kileshetep Ҫӗнӗ усӑҫ

    Arthur созвучно впроизношении Атте (Рыцари круглого стола)
    horrified - в ужасе, шокировать, приводить в ужас (horrify) . Чавашла хора - бояться
     
  15. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Сяпла, Килешетэп. ИЕ челхисенче тьрьк тымарло смах нумай. Чваш смахесем тесен Шыравсьо тарохса каять.

    "Сьутсянталк чльхи" термин "Халх пултарулхэ" термина асилтерет. Пусярса твакансем пулно, анчах вьсен ячэ сиронса юлман.
    Шырвсьо ИЕ члхисемлэ халхсен мън аслашшэсем авал тьрьк чльхиллэ пулнине йышнасшн мар. Унти диалектсемпе империе птсьтернэ халхсен чльхисем пуррипе юпкелет. Паллах, вьсене те пусярса твакансем пулно, анчах чльхесерсем мар.
     
  16. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Грексен юкерчекль сыпок сирове тесе, Шыравсьо, Крит-Микен сирулохне калатон. Вьсем грекла каласьман. Пирьн эрчченхи 9-8 эмерсенче сьесь вьсем Сири алфавичепе усо курма пусьлано, 7-6 эмеренче ун сине таянса хойсен саспаллисене хушса алфавит туно. Вьсен члхинче чваш смах тымаре самаях чылай.Словарьсене тытса тишкьрь. ПАТРИЦИ чвашла ЧИ ПАТРИ. Тавлаш.
     
  17. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Эп хăш алфавитпа çырнине тĕрĕслемесĕр хăвăра намăс кăтартмăсăринччĕ, Патăръел Патрицийĕ юлташ. :D

    ---
    Айван ҫыннӑн яланах арӑмӗ ухмах
     
  18. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Шăл витмерĕ пулĕ манăн çырăва вулама. Çатракассиилле Çатра çырулăхне ăнланаймарăр, Патриций ăсчах?
    ---
    Тӑхӑрвунна ҫитсен ӑс тарать теҫҫӗ
     
  19. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Ох ох ох! Два барана на мосгу!
     
  20. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Ун пек сăмахсене пинĕ чулĕ тупма пулать. Кайăр та акăлчана е американа калăр "Пирĕн сăмахсене тавăрса парăр тесе".

    Cat "Кушак" - Кĕт (килте кĕтсе ларать)
    Pen "Ручкă" - Пенĕ (пуçри шухăшсене хут çине пенĕ)
    Sir "Сумлă çын, Асли, Хисепли" - Эсир
    Home "Кил" - Хăма (хăмаран тунă кил)
    Antelope "Анттелоппă" - Ан тив! Лăппи-лоппи
    Camel "Тĕве" - Хамăръял выльăхĕ, Хăмла
    Crocodile "кроккотил" - Кăркка тилĕ
    Dog "йытă" - Тух! (Тох!)
    Hare "мулкачă" - Хăра(вçă)
    Hedgehog "чĕрĕп" - Хĕç к(ай)ăк
    Pig "сысна" - Пик (Юхма Мишши юмахĕсенчи улпутсен аппелятивĕ),
    Piggy "пĕчĕкçĕ сысна" - Пике
    ...

    Пинĕ-пинĕпех пĕр пек илтĕнет тесе ларма пулать. Шел, чăваш чĕлхинче ун чухлĕ сăмахĕ çуккă.

    ---
    Услапшăн куллен уяв
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар