Кутăнла чĕлхе "пĕлĕвĕ"

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем Šyravşă, 2015 утă 6.

  1. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Факт çине таянмасăр, ытти чĕлхе грамматикисене, историйĕсене пĕлмесĕр чăваш чĕлхи тĕнчери пур чĕлхене папаклантарса янă теекен халăх этимологи (пасарти чĕлхепĕлĕве) туприне халалласа уçас терĕм ку темăна.

    Унччен пулмасть, Конми Санскрит сăмаха та чăвашла карт căмахпа çыхăннă пулма пултарать терĕ. "Ан кутăнланăр" терĕ. :) Унтан Санскритах испанла, итальянла Santa сăмахпа çыхăннине тĕрĕслеме хушрĕ. Чăваш ТАСА сăмахне кутăн çавăрса хунă тесе ăнлантарчĕ пек.
    Анчах ку сăмахсем мĕнле пулса кайнине лингвистика тахçанах татса панă.

    Çак тĕслĕхсене кунта сÿтсе явма пулать.
     
  2. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Анптраштар, ачам. Лингвистиккна анлорах пелес пулать. Хуна Шыравсьо тенерен ШЫРАВА хутшонма чентем сана. Карт сирулохе грексемпе латинсен алфавитло сировенчен маларах пулно. Историпе лингвистиккра Карт сировен ятне те мантарма торошно. Христиан тенне кеме астаракансем вол сирова руна тенерен ворттон сиру ят пано, вол грексемпе латинсен алфавичен саспаллисене нумайошне илне тухатмошсен сирове тене. Руна тени нимесь челхинче "врттонлох" пелтереш илне. Анчах та нимесьсен ку сомахе "рубить" пелтерешле глаголтан пулно тесьсе тепчевсьсем (интернетра ку пур). Чнлха сяпла пытарса авалхи Тора тенне мантарма торошно, паллах.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  3. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Индоевропа челхисем - ЧЕЛХЕЙЫВОСЬСИН Анось енчи юппин чи сямрок турачесем. Чи малтан папкаланса уйролнисем шутенче грексемпе латинсен тата готсен челхисем. Ку челхесем пулса кайни империсем пулса кайнипе, сене сирулохсем товассипе сихонно. Челхесене уйорса йеркелекенсем авалхи тымар сомахсенчен чылай сьене сомах туно, тымаресенчи сассене урохлатно, омонимсене империе пухно йхсен каласьвенчи смахсемпе ылмаштарно, префикссемпе постфикссем, аффикссемпе флексисем хушно. (Санскрит, она товакан Панини мелесемпе. ) Фикс, фикци - "пулман япала, пулом".
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  4. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Чăваш сăмахĕ вырăс тата украин чĕлхисенче тенĕ чухне "ку сăмах вырăс тата украин чĕлхисене чăваш чĕлхинчен куçнă" тесе ăнланмалла. Çакă тĕрĕс-и?

    Чăвашла pĕrremĕš сăмах чăвашла pĕrre хисеп ячĕ çумне йĕрке хисепĕн -mĕš аффиксне хушнипе пулать.
    Pĕrre - протто-тĕрĕк (е тĕп тĕрĕк) сăмахĕ:
    тĕрĕк чĕлхисенче bir, pir, ber, biir.

    Вырăсла первый сăмахăн тымарĕ перв-, -ый паллă ячĕн суффиксĕ.
    Сăмахăн кăкĕ слвянла: болгарла пъ́рви, чехла, словакла prvý, полякла pierwszy.
    Ку сăмах Тĕп Инди-Европпă чĕлхисен пĕрлехи сăмахĕсенчен пĕри.
    Авалхи Инди pū́rvas, pūrvyás,
    Авеста чĕлхи раurvа-, раоuruуа-, раоirуа-
    Авалхи Перс раruvа-
    Албан раrё
    Тохар А рärvаt \ Тохар Б pärweṣṣe
    Авалхи Акăлчан forwost хальхи first
    Литва pìrmas
    Авалхи Прус pirmas Кивĕ Пурс pariy
    Латви pìrmais
    Грек prōtos
    Хетт para
    Латтин primus
    Ирланди er/air
    Оссети farast/farast
    Санскрит prathama

    Тымарĕ *priH₁Ĕ е *pеr, аффиксĕ -mó е -to

    [Çăлкуç: Фасмер | Indoeuropean.eu]

    Нострат кĕперĕ урлă каçарнă-и ку сăмаха.
    Çапла. Старостин базинче - Нострат сăмахĕ шутланать.

    Мĕн палăрать:
    Пĕрремĕш / пĕрмĕш авалтанах килет. Славян чĕлхисенчен (вырăс, украин, болгар) ытларах Балтла, Тохарла, Латтинла сăмах сăпачĕ чăвашлипе пĕрпекрех - тымарĕ те, аффиксĕ те.

    Эппин, ку сăмах чăваш чĕлхинчен вырăс чĕлхине куçнă теме май çук. Пĕрлехи тымар ку. Суффиксĕсем расналаннă.
     
  5. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Аван. Маттур, Шыравсьо. Хале малалла вырос челхи сямрок челхе пулнине сиреплетер. Индоевропа челхисем флективло пулно май пулхар-човаш-авалхи терк челхинчен папкаланса уйролни патне. Сене челхесене товакансем еплерех мелсемпе усо курса челхесене унччен усо курнинчен уйорноине тепчер. Ак Сире лингвистиккори анло та йывор сюл.
     
    Kodrag тата rastunkati ку килӗшнӗ.
  6. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Конми тĕрĕс çулпа чуптарать чăваш саспаллисенпе çырсан тата тĕрĕсрех пулĕччĕ
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  7. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Каллех поста весьлеме памастор, хуратса токрор. Ностратла теорие йышонмастор. Вол терессине нумай фактсем сиреплетессе. Уйромах челхемер ностратла пулнине йышонас килмест мар-и вара! Ак сире сьнь факт: интернетра Торки хулине Англие канма ченесьсе. Хула яче аклчансен авалхи КЕЛЬТСЕН челхинчен tor тымартан тесе онлантарасьсе. Ку тымарло сомахсем топонимсем аколчансен нумай иккен. Хула чи ошо тинес пыре Tor-bej херринче. Авал Кременчуг хули ТОРКСК ятло пулно. Торксем - плхарсем, ТЬРЬКсем. "Имя их от бога ль Тора или сарматского ГНЕВНЫЙ произошло, неизвестно" (Татищев В.Н. История Российская. Ч.1. . гл.26, п.7.).
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  8. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Тавах, ку тĕслĕхе илсе кăтартнăшăн. Акăлчансем çара акăлчан чĕлхи çине таянса ăнлантарнă пулсан Шупашкар та - Shoe Push Car пулĕччĕ.
    Torquay - Tor Quay, Torre Quay

    tor
    - акăлчанла "тÿпе, сăрт тÿпи, чул хысак". Кельт чĕлхинчен, латтинла turris "башнĕ, çÿллĕ хуралтă" сăмахпа тăванла пулма пултарать теççĕ. Инди-европпăлла тымар мар.

    Чăвашла тата тĕрĕкле пĕр пек илтĕнекен сăмах, çав вăхăтрах ăнлавĕпеле те çывăх сăмах пур чухне - тĕрĕк сăмахпа çыхăнтарма пикенни йăнăш.

    чăвашла тăрă / tără
    турккăлла doruk
    1300 ç. çырнă Codex Cummanicus'ра torağı "башнĕ"
    арапсене тĕрĕкле вĕрентмелли Kitabü'l-İdrak li-Lisani'l-Etrak кĕнекере doru / toru

    Хăçан, хăш чĕлхерен пуçланса, хăш чĕлхене мĕнле майпа куçни паллă мар.
     
  9. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Пелтереш енчен тата ку тымар сомах Англире анчах мар Австралире те саролнине похсан, вол това-сорта мар, Торрах пелтернине асорхама полать. God "бог" - христиан тенне йышонсан, готсем похонтарсан, аколчан челхине кене.
    Тьрьк челхипе сихонтарма: Торкей, Торквей на побережье бухты Тор-бей. У Татищева: "7. Торки. Торки, иногда учтиво ТОРПЕИ"(Ист.России,ч.1, гл.26). Тор тымар ку пелтерешпе германсемпе грексен, Авалхи индисен, перссен, месопотамсен те пулно. Китай сен те вол ШАНЬТОра илтенет.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  10. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Татищев чĕлхеçĕ мар. tor - чул хысак, quay - набережная. "Учтиво" тесе "торПеи" çырса хуни йăнăш - торКвей.
    Акăлчанла tor - турă сăмахпа пĕртте çыхăнман. Эсир шухăшлакан сăмах - Þunor - хальхи акăлчанла thunder е Скандинавирен çĕнĕлле кивçен илнĕ Thor. Пачах расна сасăсем, расна сăмахсем. Хăш пĕр чĕлхеçĕсем шăпах Thunder (Þunor) сăмаха тĕрĕкле tanrı, чăвашла tură сăмахпа çыхăнтараççĕ. Ман шутпа та ку тĕрĕс.
     
  11. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Австралине акăлчансем мар та, чăвашсем йышăнса лартнă пулсан унта та Турикассисем, Уйкассисем, Шупашкарсем, Елчĕксем пулнă пулĕччĕç паян.
     
  12. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Сире чонах та шыравсьях пулма ченетеп урох никама та таврара тумаймана пула тата Сирен саттурлох пуррине туйса. Сарказм пирен хутшонура - юрохсор мел. Аколчансем хойсен колонийесенче те tor тымарло сомахсем-топонимсем товасьсе пулсан, тавлашма кирле мар. Татищева вулор. Кельтсен историйепе паллашор. Весем хеттсен (Хаттисен-_Этейсен) йохесенчен, Малти Азирен Европона кусьса ховорттон эрчесе кайса Британие ситне кона мар, ытти утравсене те йышонно, Африкона та касьно Гибралтар урло, Карфагена Римпа керешме пулошно. Гельтес тесе весене Геродот калано: "рыжие" тене энте.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  13. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Кельтсем Тора тенне тытнине археологи тепчевесем котартса парассе теме пулать: патторесене весем сюнтарса весен кьлне ятарло урносенче пытарно. "Культура полей погребальных урн" тесьсе археологсем весен тапхорне. Сэперте сявнах сяв тапрортах куратпор. Унта та пирен эрочченхи 2-меш эмэртен пусьласа патторсен келне кона пытарно, юпа лартно. Таштык тапхоре тет Л.Гумилев. Тора тенепе этемен чуне кона тюпене сэкленет, силохло юче сэкленмест.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  14. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Тора ятне мантарма торошно, анчах нумай халох челхинче унон яче кошт улшонса та пулин сыхланса юлно. Ку урох ыйту. Уйромах топонимсенче. Грексен тата турра эненекен - трискиа (туронни, туролли), эненмени - атрискиа (туронмарри туросорри), Санторин утравенче, история, помидор, томат сомахсенче те вол илтенет. Вът сяпла сьпата. Тенчере эпир пелеймен япалан шуче те сюк.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  15. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Кашни t-па r-ра tură курнипе мĕнле политтиккăлла-филоссоффилле шухăш çуратма тăрăшатăр-ши? Кам мантарнă-ши торă ятне?

    История, помидор, томат сăмахсене турăпа çыхăнтарни сирĕн енчен сарказм мар-и? Хăвăр турра ĕненекен пулнă пулсан йĕрĕнмĕттĕрччĕ-и çак йĕксĕк, ăçтиçук мăшкăл танлаштарăва? Ку хайхи Станъял юхха сăмаха юриех Яхве-пе çыхăнтарни пекех.

    Ют чĕлхере шыриччен чăваш чĕлхинчи сăмахсене мĕншĕн пăхмастăр - турпас, турчăка, туртăм, тура, турăх, тăрă, тăрна, вăтăр, ăтăр...

    Пирĕн чăваш этнографĕсем халĕ те тĕнче кулли, тата мĕн туса кăтартăр-ши?
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 ҫур 15
  16. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Тенче кулли тесе Е.Г. есьэсем пирки калатор. Уна ман пата "нимесь" яночче пер сирем сюл каялла "Шумер-човаш" сирас умен. Эпе ун чух асорхаттарночче: сиру палокесене е весен фотоюкерчекесене тытса похмасор синсен есесенчи теслехсене курнипех сирма юрамасть тенечче. Ман сенюсене итлемере. Гуманитари институчен ертюсисене ку темона тепчеме синсем тупма (Изоркин хысьсон) сентем. Кун пек кадрсем юстерме вохот кирле тересь. Паллах, ку темопа еслеме торошманни пире чап кюмест. Анчах лингвистика телешпе Човашра та, Союзра та пултарулло шыравсьосем юсеймересь. Расьсейре та юсме шанось сюк. Авторитаризм, шовинизмпа хутош расизм тытконенчен тухма йывор. Челхесьесем нумай, анчах весем ЧЕЛХЕСЕР, ХЕСЕР.
     
    Kodrag, rastunkati и атика нравится это.
  17. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Манон вохотом сивхарса ситре. Сявонпа мен пелнине Сире парса ховарма сюкран ку есе кюлентерме шутланочче. Анчах йоношром пулмалла.
    Теслехсем пирки: весем терес. Калама пултаратор: човаш сомахесем мар весем тесе. БРАТ та човаш сомахе мар, анчах вол "пер аттерен" тенине пелтерет. Нимесьле Bruder. Вът Сире парадокс. Фратри сомахза та аса илер.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  18. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Кутăн сăмах тенĕрен - шухăшлама: ТУРĂ =РОДъ (языческий бог славян) -чăвашла ĕРДе-ĔРЧЕ..
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  19. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Кутнла смахсем
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  20. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Авал кутнла смахсем сылтмран сулахаялла сирнине сулахайран сылтмалла вуланипе те чылай пулма пултарно: ПОТ (тони) - ТОП (топи, потоп, утопай, утопи, утони). Сьэн члхе твакансем ку мелпе ятарло усо курно тени те йонош пулме. Грексем шыва ПОТАМИ, ПОТАМОС тесьсе. Сьне члхе туно чух авалхи челхе сомахесене халох каласьвенчен кларса птерме сьмлах пулман. Марр калашле, весем сьне челхене хйсемех "юхса кусьно". Ак вырс члхинче ТВОРОГ смах пур, вол чваш, грек, перс челхисенчи ТОРОХ сомахранах пулни пач та иккелентермест. А.В.Дыбо туроха плхар смахе тет. Паллах, этимологи ТОР, ТРОЛ но сет пулнине шута илет.​
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.

Страницӑпа ыттисене паллаштар