Эпир Лачакасем

Тема в разделе "Сирĕн пултарулăх (Ваше творчество)", создана пользователем Хведрь Сенькин, 2016 ҫур 30.

  1. Хведрь Сенькин

    Хведрь Сенькин Ҫӗнӗ усӑҫ

    Автобиографическая поэма.

    Эп илтнĕчĕ тахçнах
    Миша каят тенине,
    Ачи-пăчи мĕнĕпех
    Набережный Челныне.
    Но апла та эп шанман,
    Хир-ĕç ăсти утаман,
    Кайĕ тесе çакăнтан
    Хамăр тăван Совхозран.
    Ĕçлен кунта вăтăр çул,
    Хулленех иртет кун-çул,
    Алăран кайман сан руль,
    Муш йăлăхтарче те пуль?
    Сана мĕпур çын пĕлет,
    Пысăк сан афторитет:
    Сана чис сана мухтав
    Ĕçÿшĕн хĕрлĕ ялав!

    Эх! Миша, Миша, Миша,
    Аплах мĕн çитрĕ нуша?
    Хăвăн яллна пăрахса
    Çÿрен лайăх шыраса...
    Мĕн çитмерĕ ха капла?
    Ĕлекхине кăш шутла,
    Мĕнле эпир çакăнта
    Килнине çăпатапа,
    Пурăннах пулсан Ялта
    Вилетĕмĕр выçăпа.

    * * *

    Хĕрĕх виççĕ мĕш çулне
    Кунта куçса килнине
    Кăштах каласа парам,
    Кĕскен çырса хăварам.
    Хитре ăшă çуркунне,
    Апрель икĕмĕш кунне,
    Мĕнпур хамăн тупрана:
    Кашăк, чашкă, хурана...
    Пер хутаçа тултарса,
    Çуна çине тиесе,
    Кивĕ пÿрте питĕрсе,
    Шăнпа кайма ирхине
    Тухрăм эпĕ çулçине.
    Çул татăлнă хăш тĕлте,
    Уй-хир выртать кÿнĕнсе.
    Килетĕп çул хыттипе,
    Çитрĕм эп Салтакелне.
    Эпĕ ялан малалла,
    Ялсем юлчĕç хыçала.
    Курап манăн телейе -
    Çарăмсан кĕперрине.
    Мĕнле тĕр вăл çулхине
    Пăсмасăр тăнă вăрах -
    Мана кĕтнĕ ахăрах,
    Эпĕ каçса каясса
    Пурăнмашкăн Совхоза.
    Пĕчĕк çуна сĕтĕрсе,
    Аран килеп тертленсе:
    Чĕркуç таран шыв çинчен
    Каçма лекет хăш чÿне,
    Йе сĕлкĕшлĕ юр çинчен,
    Йе çаврăнса инçетрен
    Ашса тухап çул çине.
    Ак Совхозран тухрă та
    Ман çула урлă татса,
    Икçĕр-виççер метăрта
    Выртать çырма сарăлса.
    Хатĕр ман мĕн тумалла?
    Менле каçса каймалла?
    Çитрĕм те çырма хĕрне,
    Лартăм хам çуна çине.
    Нумай ларап, сахал и...
    Андрейпе Горшков Миши
    Килсе çитрĕç лашсемпе,
    Тиевлĕ лавесемпе.
    Мана та лартрĕç мала,
    А çунана хыçала.
    Çур шыв юхать пĕтрĕнет,
    Çунана шыв сĕтĕрет,
    Лашсем хырăмый таран,
    Эпĕ тытнă туртаран.
    Вăл лашсене хăвалать,
    Тилпекипе çаптарать.
    Йĕпе вăрăм тилпеке
    Лекрете ман çĕлĕке,
    Çĕнĕ çĕлĕк ывтăнса
    Юха карĕ çаврăнса.
    Ачисем пултаруллă,
    Лашисем таса вăйлă...
    Хăранăчĕ, кăлăхах,
    Ну каçрăмăр лайăхах.
    Хальхи лашсемпе пулсан,
    Каçас тесе шутласан,
    Лашу çуну мĕнĕпех
    Юхса кайăн Сĕнченех.

    * * *

    Эпĕ çак Бригада
    Куçса килтĕм пурăнма:
    Çĕлĕк те çук - çара пуç,
    Пĕр хут ймпе - çара кут...
    Туссем: Иван, те Якур,
    Маннă ĕнте хатер мур,
    Тупса пачĕç пĕр çĕлĕк,
    Таçта выртнă вăл ĕлĕк:
    Тулашĕ саплăк кăна,
    Ăшĕ кушак çăм кăна,
    Мамăкĕ çук - çил вĕрет,
    Хăйĕнчен шăршă кĕрет.
    Апла та çара пуçь мар -
    Савăнса юрласа яр.

    Çапла пирĕн Хĕветĕр
    Хуллен пурнать çур ĕмĕр.
    Каяс темес хутăртан -
    Кунпĕк лайăх вырăнтан.
    Ниемен пулсан Упруçран,
    Çуна сĕтĕрсе çуран,
    Курас çук çак ырлăха
    Хутран - ситрен Хурлăха.

    * * *

    Ну аплата, хăш чÿне,
    Тухса пăхап сăрт çине.
    Пăхса тăрап тинкерсе
    Вăрман урлă хирелле.
    Курнать пилĕк-ултă ял:
    Чи инçетри Хурамал,
    Кукратав, Питĕмĕр ял,
    Кăшт курнат Салтакел,
    Сылтăмарах Уксăмлă,
    Якаль шкуле ик хутлă.
    Çапла эп пăхса тăрап,
    Хам тăван яла шырап:
    "Астарах ха Лачака,
    Пире ÿстернĕ сăпка?"
    Вон вăл, чут-чут курăнать,
    Ытти ялсем хушшинче,
    То каллех вăл çухалать
    Кăвак тетре хушинче.
    Аçта пире лăпкă çул,
    Ачашланă сĕртĕнсе.
    Январь уйăх сивĕ хĕл
    Писевлетнĕ сăн-пите.
    Ашă çумăр, сив тăман
    Пире манса хăварман,
    Çирĕплетнĕ пÿ-сие -
    Вăйлах панă чĕрене.
    Çпла пирĕн Ял-анне
    Хăйĕн тăван ачсене,
    Лайăхне те начарне,
    Хăтартнă вăл кашнине.
    Выçă йывар кунсенче
    Вăрçă вăрçнă çулсенче,
    Вилмесрен, чун усрама,
    Устерсе панă: улма,
    Кăшкăна çăкăр-тăвар,
    Ытла иртĕнмелле мар.
    Çапла сăнать çынсене,
    Хăйен ывăл-хĕрсене.
    Хăшĕ тÿсе иртерет,
    Тепри тухса вĕçтерет.
    Эп те ĕнтĕ çав шутра -
    Ман ăш-чун çунат вутра.
    Мана халь калать ăс-тăн:
    "Эс хута вĕтха таркăн".
    Каçар теп, тăван яла,
    Килтĕм эпĕ çамрăкла.
    Халь çавтери ÿкĕнеп,
    Нимĕн калама пĕлмеп.
    Çыина намăс курăнма -
    Йывăр пулчĕ пурăнма.
    Сан умăнта айăплă
    Пите пысăк парăмла.
    Мана вăрç, мана лăска -
    Вырăнтан та хускалмап,
    Пĕр сасă та кăлармап.

    Çапла пуçа çавăрап,
    Хам ял енеле пăхап.
    Эп тилмĕреп, тинкереп
    Ялла куçсемпе тиреп.
    Чунăм кÿтнĕ сем кÿтет,
    Ман вĕçсе ÿкес килет.
    Эп тăрап, тăра-тăрап,
    Аçтине мансах каяп.
    Чун анчаллăх тĕнчинче,
    Шенкер пĕлĕт çумĕнче,
    Вĕçеп хуллен сывлăшра
    Ял тĕленче çĕн Касра.
    Амăрт кайăк евĕрлĕ,
    Çунат сем таса вирлĕ,
    Чунăм çÿрет яранса
    Хĕпĕртесе савăнса.
    Эх, Хĕветĕр-"Хĕветкĕ",
    Сан юлнă вĕт кĕлетке,
    Инçе мар, ток патĕнче ,
    Бригада хирĕнче.

    * * *
    Эп ачаллăх тенинчен,
    Ăнланмĕç хăш пĕрисем,
    Урăхларах каласан.
    Каçар мана вулакан,
    Пĕр аллă çул каялла
    Чакарар ха вăхăта.

    Анă хĕрринчи килĕ,
    Пÿрче çĕнĕ те çуллĕ.
    Çурхи шыв юлнă умра,
    Çаврака хитре лăпра,
    Çавăнпа та каярах
    Çурта лартнă хыçарах.
    Урампа турĕ пăхсан
    Катăкра вăл, курăнман,
    Вырăнĕ вара чан та,
    Ларать тейĕн хутăрта.
    Кĕпĕ-йем çăвас тесен,
    Илĕ йăрансем типсен,
    Умăнтах шыв сарăлса
    Хитре выртать çуталса.
    Пĕр пит хитре хĕр ача,
    Кĕпине кăш çĕклесе,
    Чĕркуç таран кĕнĕ те
    Çарран тăрать шыв çинче,
    Шыва шампăртатарса,
    Чÿхет хăмăр тутрине.
    Ун пĕчĕк шăллĕ Микуль,
    Ахăр моряк пулат пуль,
    Хутран тунă карапне
    Тĕртсе ярать шыв çине.
    Икĕмĕш килле каяр,
    Унçинчен кăштах çирар.
    Кунта Хĕлимун пичче
    Пурнате хĕрринче.
    Хамăн çывăх юлташа
    Мĕншĕн тĕр эп астумап,
    Ну аппăшне Улькана
    Кăштых сăиласа çирап.
    Вăрăм яштак хĕр ача,
    Халь куçа хупсан курап...
    Тата вĕсем пахчине
    Тăратнăчĕ те шертсем,
    Шертсем тăрăх хăмла сем
    Чут çитменчĕ пĕлĕте.
    Тата кăкарас тесен:
    Пăру, е сурăх путек,
    Хăпарса ÿсет çерем,
    Калăн вăл симĕс тÿшек.
    Акартине сĕртĕнсе,
    Чÿхенет ылтăн ыраш.
    Татачĕ чечек ача,
    Муш есех пулнă Аркаш.
    Тата малалла вĕçер,
    Хамăр çурт патне çитер.
    Акă вăл тăван хăва,
    Пире ÿстернĕ йăва,
    Аçта эпĕ пĕчĕкскер,
    Пĕр шухăшсăр, пĕр ĕçсĕр,
    Чупса, выляса, кулса -
    Сÿренĕ эп алхасса.
    Кунĕпех çарран чупан,
    Хитре чечексем татан,
    Тĕрлĕ лĕпĕшсем тытан,
    Пыл-хурт йăвисем шыран.
    Тĕкĕл тура йаввинчен
    Пыл карассене илен,
    Улăм пĕрчине ĕмен,
    Каялла хурса витен.
    Хĕлле пулсан юр ашан,
    Çунашкапа ярăнан.
    Шăкăр-шăкăр кăçатпа,
    Хуллен ним таврăшм,
    Пичче манăн хĕлепе
    Хирпе чупат йелтĕрпе.
    Шкула тÿррен çÿрет,
    Куян йĕрĕсем йĕрлет,
    Икĕ лента юр çине
    Выртса юлась тăсăлса.
    Эпе пăхап инçене,
    Йĕлтĕр йĕрне ăмсанса.
    Манăн çавăн пек чÿне
    Ÿсĕп тесе чун шанмас
    Йĕлме йĕлтĕрсем çине
    Тăрасăнта туйăнмас.
    Çăвăнпа и çиленеп,
    Такарчи патне килеп,
    Çунашкана ывăтап,
    Кутпа ларса ярăнап.

    Эх, ачалăх, ачалăх,
    Мĕнтери хитре лайăх!
    Мĕншен ха эс час иртен,
    Чечек пек хăвăрт сÿнен.
    Сывлăм алмаз пĕрчипек:
    Çутă, йăлтăркан çиçет.
    Ирпе хĕвел çĕкленет
    Ун вара ĕмри иртет.
    Çавăн пек ачалăх та,
    Савăнăçла шавлă та -
    Пурнăçри хитре вăхăт,
    Шел иртсе каят хăвăрт.
    Çулсем иртеç - хурланан,
    Ĕмĕр иртет - ватăлан.
    Ну, аплата асăнан,
    Ачалăхшăн савăнан.


    Дата: 1985 çул.
    Тюрсовхоз, Бригада №1.

    Поэма: "Я родом из детства"
    Русский перевод: Вера Корникова Сенькина, сайт "Стихи.ру".
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 авн 4
  2. Kernek05111223

    Kernek05111223 Маттур сайтҫӑ

    Хведеръ Сенькин эс вара лачакара пурнатна?
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар