Чăваш хушамачĕсем

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем hushamat, 2015 кăр 17.

  1. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Ку темăра Инди-Европăсене хăш тĕлте мала хутăм-ши - мĕншĕн тĕлĕнтернине пĕлместĕп. Паянхи чăваш чĕлхе культтурине тата кÿршĕри халăхсен культтурипе пĕр пек пулнине асăнтăм кăна. Унсăр пуçне - Мачар (Венкăр)-семпе те танлаштартăм. Вĕсем Инди-Европă чĕлхиллĕ халăх мар.
    Европацентризм пирки нимĕн те каламăп - политикăна ăнланас теместĕп, политиксем пур те суяççĕ. Европпăçăсем те фашшистсем, Корейçăсем те фашшистсем, Америкканçăсем те фашшистсем, Вырăсçăсем те фашшистсем, Нимĕççĕсем те фашшистсем, Исламистсем те фашшистсем, Православçăсем те фашшистсем, Израилçĕсем те фашшистсем, Тĕрĕкçĕсем те фашшистсем, Чăвашçăсем те фашшистсем, Пăлхарçăсем те фашшистсем, Суварçăсем те фашшистсем... - пур те пĕр чăнлăх çумне виçĕ суя хушса ыттисене чышкăланине тÿрре кăларасшăн.
    Чĕлхе пирки
    Кăмăлăра хуçма пикенместĕп, анчах чăваш чĕлхин сĕмлĕхне кăштах тĕпчесе курнине кура - иинди-европпă (Тохар, Хиттит, Кельт, Иран, Латтин...) чĕлхисемпе юнашар лартса - чăваш чĕлхи çаксен амăшĕ пулнине хÿтĕлекен пĕр аргумент та тупăнмарĕ: ни пĕр çырулăх палăкĕ (çыру кĕтессине е чул татăкĕ çумне урăх чĕлхепе юрса хунă ик-виç сăмах мар - чăн-чăн палăк), ни чĕлхе лексиккинче пысăк йĕр хăварнă сăмахсем. Пирĕн халăхпа ун чĕлхи авалтанах инди-европпăлла калаçакан халăхсемпе юнашар пурăнни куçкĕрет вара - Тухăç Ирансем (Авеста, Сартăш тĕнĕ), Скифсем, Тохарсем, Алансем, Римсем, Готтсем, Руссем, Вырăссем. Çаксенчен пуринчен те витĕм курнă чĕлхемĕр, хăй те витĕм кÿнĕ. Анчах çаксенчен хăшĕ çырулăх палăкĕ хăварать? Чăваш чĕлхи хăвармасть, кусем хăвараççĕ. Вара ку сирĕн гипотезăна хирĕç аргумент.
     
  2. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    Сан шутпа пурте фашист пулсан эс ху вара кам пулан? Ангел мар пуль те?
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 утă 4
  3. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Вырссем хйсен члхинчен САНСКРИТ пулса кайно тенисене вуламарор-и, Шырався? Интернетра САНСКРИТ темопа тупса вулор. Всем санскритри текстсенчи смах тымаресем вырос челхинчисем тесьсе. Анчах сякна ассрхатон: ку тымарсем пирен челхерисемех. Санскрит тесе Европра авлхи Инди челхине каласьсе. Ку "Таса сиру" тенине плтерет.ДивангариПЕ ("Олъпсен сирвепе, алфавичепе") ку термина хиндилле SAMSKRTA (m трринче пнчъ пур) сирассе тесе транслитерацилесьсе. КАРТ илтенет, ГАРИ те КАРТ смахранах. Грексен, испансен челхисенчекона мар, авалхи сиру яче интернационализм пулса тоно: КАРТА, КАРТЕЛЬ; ХАРАКАС гр. "сиру касе" , Хартия т.ыт.те. Тора яче те Индире, Иранра, Месопотамире, Африкара, Европара сыхланса юлно. Теслехсене Тенче картти синче шыраса пхор Ан юркенр, "шыракан тупать" тере мана Унтри Иване вилес умен темисе кун маларах.
     
  4. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    SAMSKRTA -
    sam ("пĕрле") + kr ("ту", "юр"*) + ta (-нă).

    "Карт" тейĕр, "Мĕскер" тейĕр, "Карта" тейĕр, "Сăмса" тейĕр - кусем пур те чĕлхе саккунĕсене, пĕлĕвне таянмасăр ăнлантармасан ăнсăртран тÿр килни çеç.

    * Нострат теорине ĕненсен - Самскрит сăмахри тымар "KR" - хальхи чăваш чĕлхинчи ЮР/ЙУР/ЙОР (турккăлла KAR) сăмахпа тан.
     
  5. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Ан кутонланр: m синче пнчо пур индилле сирнине латинла алфавитпа ылмаштарнинче. Санскрит тенине кусярса похор. Санта Мария - Таса (Святая) Мария. Шыравсях пуле тесе ШЫРАВА ченетеп. Эсир М.В.Панов веренекене мар. Вол: "Нет языковых универсалий" тетче. Пелю кутамккине кштах та пулин тултарни пъсмасть. Тавлашма иртереххине туйсан посмасть.
     
  6. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Кутăн теорисем туртса кăларакан кам вара кунта?

    САНСКРИТ-па САНТА пĕр пек илтĕнеççĕ кăна, тымарĕсем расна тет сире ку ыйтăва тахçанах татса панă филологи:
    исп. ит. Santa < лат. Sancta, sanctus, sacrare "сăвапла" глаголтан, инди-европăлла *sak- "căвапла" глагол тымарĕнчен, çак глагол Санскрит чĕлхинче палăрмасть.
    Чăвашри "таса" сăмах - Персла. taze تازه сăмахран. taχtan, tāz "юх-, чуп-" глаголран.

    Ку сăмахăрпа питĕ килĕшетĕп те, сире калатăп:
    "Пелю кутамккине кштах та пулин тултарни пъсмасть. Тавлашма иртереххине туйсан посмасть."
     
  7. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Свапло смахпа кусярса САН, САНТ, САНТА "святой" - таса (атте) пелтерешне мантарасшон: Сант-ПЕТЕРБУРГ - "ГОРОД СВЯТОГО ПЕТРА", САНТА ЛЮЧИЯ - Святая Лючия , т.ыт.те. Санскрита авалхи тен келлисене сирма ятарласа туно челхе текелесьсе. Анчах ку хутло сомахра индисем КАРТ сирасьсе.
     
  8. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Индоевропа челхисем флективло. Малараххисем пиренэрачченхи 1-меш пинсьулохн иккемеш сюринче - капашср империсем (Перссен-поросьсен, грексен, латинсен) сюрално тапхорта - йэркеленне. Ку тапхор авалхи тене реформалас, сирулоха сьомоллатас теллевсене пурносьлассипе сихонно. Авалхи челхе хутшонса пыракан йохсенче терлерен расна сомахсем хушоннипе, сасо системисем, сомахсен сихоновесен калопесем чылай урохланно. Сыпок сирулохе Карт (Руна) уйролса пыракан челхесене стандартлама майсем парайман. Сьэне сирулохсем валли сомахсене воромлатмалла пулно. Сяпла вара челхесьэсен челхе тытамне, унон фонетикипе лексикине тата грамматикине сьэнетме тивне: кашни империн хйен челхи, сирулохе.
     
  9. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    айтăрха малалла чăваш хушамачĕсем пирки.
     
    Kodrag ку килӗшнӗ.
  10. rastunkati

    rastunkati Сайтҫӑ

    Хушамат (хушăм ят) пирки: латинла FAMILIA (домочадцы) .чăвашла -ХАМĂРăн кил-йыш е ÇУМ–ЙЫШ.- вырăсланнă СЕМЙа. ФамиЛия= ХамăР йыш ?
     
  11. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Пирьн авалхи йъх-несль сихновесене упракан хушамат та сахал мар. Весене тупса палртсан аванчче. Уруков - урук йхнчен, Еландаев - Елань тьрхенчи дайк (таххи смахпа кусярать Э.Сергеев, халх академике), Кашанов, Кашарин - Кашан (е Кушан) трхнчи йхран. Ку хушаматсемле с инсемпе эсир те тьл плно пуль тетьп. Ушкнпа асилер хамор плекеннисене.
     
  12. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    Кураков хушамат илтнĕчĕ эпĕ пĕлнĕ тăрăх килте ачасем вилнĕ хыçăн ача ятне кайăк ячĕпе параççĕ ял йыш хушшинче,киреметре урăх ят памалла ăна никамата калама йурамасть ачинете ,ватăсем каланă тăрăх усал киреметри ята пĕлсен ку ача чунне те илсе кайать теччĕç.
     
  13. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Эсĕр çырнине пăхса, тепĕр майлă чăваш фамилиĕ тума полать. Тĕслĕх- Иван Иванйăх е Йăван Йăванйăх. Темле украинла Иван Иванюк пек илтĕнет. Кам йăхĕнчен? Иван -йăхĕнчен. Петр Петрйăх е Петĕр Петĕрйăх.
     
  14. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Çавăн пек майлă фамилисем чăвашсен полма полтараççĕ:

    Иван Ивансен
    Иван Иванчи
    Иван Иваначи
    Иван Иванйăх
    Иван Иванăн
    Иван Иванул
    Иван Иванывăл
    Иван Иванкка
    Иван Иванар
    Иван Иванас
    Иван Иванĕ(кунта фамили малтан "Иван", кайран ячĕ "Иванĕ")
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ака 23
  15. Payanhikon

    Payanhikon Ҫӗнӗ усӑҫ

    Тата ытти тĕрлисем те:
    Иван Москваран
    Иван Чебоксартан
    Иван Чебоксар(Джек Лондон пак)
    Иван Канаш
    Иван Тимĕрçĕ
    Иван Пулăçă
    Иван Улпут
    Иван Сутуç е Сутуçă
    Иван Шăпăрлан
    Иван Пăлан
    Иван Каплан(унашкал фамилипе темле çыравçă порччĕ полмалла)
    тата ытти те
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 ака 23
  16. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    Пур ун пек хушамат.
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар