Чăваш хушамачĕсем

Тема в разделе "Тĕп канашлу (Основной форум)", создана пользователем hushamat, 2015 кăр 17.

  1. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Интересно, чăваш хушамачĕсем тепĕр халăхсен хушамачĕсем пек илтĕнме пултараççĕ. Тĕслĕхсем:

    1 тĕслĕх: Иванчи(Иван ачи) - выр. Иванов сын. Итальян майлă. Иван Иванчи.
    2 тĕслĕх: Ивансен - выр. Иван у Ивановых. Скандинавсен майлă. Иван Ивансен.
    3 тĕслĕх: Иван Тимĕрçĕ - выр. Иван Кузнец. Акăлчанла майлă(John Smit).

    Тен тата темле урăхла пулать.
     
  2. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    пирень пата килсень "есĕ камсень" тесе ыйтаçĕ ,хуравĕ вара "Ивансен" Кашкăрсен,Тюменсен,тăта ытите. тата тепĕр тĕслĕх "кам ачи " тесен ,Иваначи,Сентиачи ,Тимĕрачи. Вара пĕтĕмĕшле ман шутпа çапла пулмалла:Кашкăрсен Аслан Тимĕрачи.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 кăр 18
  3. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    Каласах пĕтереймерĕм ăçтат пулсан ют çĕре кайсан "есĕ ăçтан"тесен ял ятне калаçĕ тĕслĕхрен Ишек,Сĕнтĕр ,Кушкă ытларах ял ячĕсем ,яла пуçарса яракан çын ячĕ çавăнпа хушамат çумне ял ятне çырсан та чармасть ,меншен тесен есĕ çав ялта пурăнан тĕк ,есĕ яла пуçарса яракан çынна таçтан айакран та пулсан тăван лекен,вара вăл çапла пулĕ Ишек-Кашкăрĕсен Аслан Тимĕрачи.Паллашнă чух эпĕ Аслан Тимĕрачи тесе палашмала пуль тетĕп. кам мĕнле шухăшлать çырăр.
     
  4. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Ман шутпа лайăх илтĕнет Тимĕрачи тени. Тен хăçан та пулин паспорт çинче те улăштарма шут тытăр пуль. Лайăх пулатчĕ Иванов, Петров, Сидоров вырăнне Иванчи, Сидрчи, Петрчи е Петрсен, Ивансен, Сидорсен тата Тимĕр, Тимĕрçĕ ытти майлă пулсан.
     
  5. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Пирĕн асаттесем сăмахсен веçĕсене Ас е Ар хушнă. Сăмахран кай-Ар, асăн-Ас. Арсем тата ассем тен ĕлĕк пирĕн халăхра тĕрлĕрен сословине пĕльтернĕ. Иванов-Ар е кама килĕшет Иванов-Ас. Чăваш тепĕр чух калать, ăçташи ман ăраскал. Ăраскал-Ар тата АС халăхсем.
     
  6. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    эпĕ улăштарашĕнчĕ анчах нумай чуптараçĕ ,анчахта ача ячĕсене чăвашлах çыртăм.
     
  7. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    Ар па Ас тесе пысăк ĕç тунă çын ячĕ çумне хушнă ман шутпа,пурте ăна тивĕçлĕ пулман.
     
  8. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Ну, апла Ивановас мар, Иванас, Иванар.
     
  9. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    Ар па Ас тесе ят çумне сыпаспать Иванас ,Иванар тесе хушамата Ивансен теспать ашшĕ ячĕпе Иваначи.
     
  10. hushamat

    hushamat Сайтҫӑ

    Тепӗр вариантсем: Иванывӑл, Иванул. Тепӗр вариант. Нумай чухне ыйтаҫҫӗ: "Кам ачи? Иван ачи е Иванӑн ачи. Вара пулать: Иванӑн, Петӑрӑн, Викторӑн т. ыт(фин майлӑрах пулать). Иванов вырӑнне Иванӑн пулать. Паспортра Иванон ҫырма та пулать. Хушаматӑн пӗлтерӗшӗ ҫавах юлать. Чей сын? Иванов(вар. сын Ивана). Кам ывӑлӗ? Иванӑн(вар. Иван ывӑлӗ).
     
  11. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Мана чăваш ячĕ пурри пек килĕшет.
    Уксай Яккăвĕ (Jakob von Uhsaj, Jacob de Uhsaj),
    Çеçпĕл Мишши (Michael de Şeşpĕl). ;)

    Питĕ ансат, питĕ чăвашла. Унсăр пуçне вырăсла-болгарла -ов çак ăнлавах килет: Ухсаев Яков, Çеçпелев Михаил.
    Унсăр пуçне -ин: Ухсаин Яков, Çеçпелин Михаил.

    Уйăп Мишшин ячĕ кăна вырăсла янрамасть - Уёпов Михаил, Уёпин Михаил. :D Ун пеккисене чăвашсем Шумилов теççĕ хураççĕ.

    -сен, -уль, -ăн, -кай, -чи... Мана скандинавсем пек, узбексем пек, итальянсем пек илтĕнес килни кăна сивĕтет.

    Вырăссем пек илтĕнес тенипех çухалман-и чăваш ячĕ?
     
  12. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Чăваш ячĕн тепĕр уйрăмлăхне палăртар.

    МАЛТАН ХУШАМАТ

    Европăри халăхсем хушшинче Мачарсем (Венкăрсем) те ячĕсене шăп та лăп çапла усă кураççĕ. Европăри чи çывăх тăвансемĕр те - венгăрсем.

    Халĕ те пулин чăвашла тĕрĕс-тĕкел калаçнă чухне мана Бычков Викторĕ е Мăкăр Викторĕ теççĕ. Кÿршĕре Кăмпа Валькки, Варвари Санькки, Кашкăр Люççи пур.
    Çырура - раççей тарçисем пулнине кура, вырăса мала хурса - ятăмăрсенчен писетпĕр. Е шкулти учиттĕлĕ кусенчен кулать - кусем "погоняло" çеç тет. Намăс. Вырăсла ятăм питĕ киревсĕр - тĕнче çынни куçĕпе пăхнă чухне, анчах чăвашра пурăнакан çыннăн куçĕпеле чăвашшăн чăвашла ят намăс.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2015 ака 8
  13. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    мĕн сана кам ачи тесен те Мăкăр Викторĕ теççим.мана тĕслĕхрен кам ачи тесе ыйтсан Сентиачи теп,манăн атте Сенти ятлă пулсан.
     
  14. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Пĕчĕк ача пулнă чухне ыйтатчĕç. "Кам ачи эс?" тесен, "Бычковсен (ачи)" е "Бычков Веччисен (ачи)" теттĕм.

    "-ачи" усă курнипе пулнă чăваш ят тĕслĕхĕсем пур-ши?

    "ывăлĕ"ллĕ пĕр ят пур:
    Кайăк Иван Ывăлĕ Левентей (Леонтий Молгачев 1884 - ?). Шел, ун пирки тĕплĕ пĕлÿ çук.
     
  15. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    эс тĕлĕнтерен вара санăн миçе атте Бычковсем пĕтĕм пиччĕшсем сан анню патне пынă пек пулса тухать, кам ачи тесен сан аçу мĕн ятлине ыйтаççĕ ,Бычковсен теме санран эсĕ камсен тесе ыйтмалла.
     
  16. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Эсир Мургаш районĕнчен? Никольский ратинчен мар и? Чăвшсем сăмахсем çумне Ас тата Ар хушма хăнăхнă,тĕслĕхрен кай-ар е кай-ас. Кун пек хăтланни туллиех. Пĕр пĕрин патне тен вĕсем ĕлĕкех ар е ас тесе хушса каланă? Савăн Ар е савăн Ас . Французсем Сир е Сер теççĕ ,чăвашсем Эсир . Тен ас сăмахран тухнă сир тени те эсир тени те?
     
  17. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Ахаль, кулленхи, чăн пурнăç тĕлĕнтерет пулсан мĕн калас ĕнтĕ. ;)
    Чăвашсем çапла усă кураççĕ - эп Муркашсем пулин те, Тутарти чăвашсем те çаплах усă кураççĕ ак:
    Кам ачи пултăн-ха эсĕ? Тем тӳрех палласа та илеймерĕм.
    – Сар Ивансен Сашукĕ эпĕ.

    Акă кунта чăваш ячĕсене çырасси пирки эссе:
    Ытларах чухне ялсенче «çавсен (çав таврашсен) ачи» тенĕ.
     
  18. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Муркашсем эпĕ, анчах Никольскисен мар.
    Ас тата Ар хушса каланине нихăçан та илтмен шел пулин те.
    Sirпа нимĕнле тÿрĕ çыхăну çук, пулма пултараймасть.
    Sire акăлчансем французсенчен 13 ĕмĕрте вăрлаççĕ, французĕсем хăйсем пăсăк акценчĕпе Латинла senior "асли" сăмаха муталаса йăлана кĕртеççĕ.
    Ăнлав çыхăнăвĕ кăна пулма пултарать - АС "аслă" тени пулсан. АСАННЕ, АСАТТЕ. Ун чухне АС калассине тата -ас аффикс пулăвне латтинла тĕслĕхпе кăтартма пулать.
    АР вара - АР ÇЫН. Сĕм авалтан килекен тĕрĕк сăмахĕ (er), е тĕрĕксемчченхиех, мĕншĕн тесен ăна Инди-Европăлла *wi-ro căмахпа (Латтинла vir, Ĕлĕкхи Акăлчанла wer, Нимĕçле herr) çăмăллăнах çыхăнтарма пулать. Шумер чĕлхинче ir.
     
  19. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    петĕ пăтратăн эсĕ пирĕн ялта кам ачи тесе ашшĕ ятне ыйтаççĕ ,камсен тесе хушаматна тĕслĕхре Парăссен.Тень ытти ялсенче урăхларах пĕлмес ,илтмень.
     
  20. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Каллех Индоевропа челхисене мала лартнипе телентеретер, Шырався. Весем семавалхи челхерен (уна чваш-плхар челхи тесен килешместер) ытти челхе ушканесенчен вхотпа каярах папкаланса уйрлно. Европоцентризм - суя верентю -фашизмпа расизм никесе. Вол та гипотеза кна пулнине ан манр. ЭТЕМЛХ ПЕРТОВАН! Ененместер пулсан, ховор тепчер ку темона,ан юркенер. Эсир сьямрок, сирен хастарлх пуррине куратп.
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар