Чăваш Патши

Тема в разделе "Политика", создана пользователем Манăнкилес, 2014 юпа 23.

  1. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки шутлакан пуçлăхсене эпир кĕтсе илейместпĕр пулĕ. Пуçлăхсен ун пек "вак тĕвек" ĕçсемпе апаланма вăхăт çук пулмалла? Пĕри те чĕлхе тата халăх пĕтсе пыни пирки халиччен пĕр сăмах та калайман,калас та çук. Çавăнпа та халăхăн хăйĕнех шутлас пулать, мĕнле майпа сыхланса,аталанса вăйланса пымалла. Патшасăр халăх халăх мар. Чăваша чăваш Патши кирлĕ. Халăх суйлани. Ситти менеджерсене шанса ларас çук текех.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 24
  2. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

  3. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    https://ru.wikipedia.org/wiki/%CF%E0%E4%E8%F8%E0%F5Падишах (перс.«پادشاه»‎ [pādšāh] через пехл.«pādšāh» от др.-перс.«pati-xšāyaθiya-» — «правитель, царь») — иранскиймонархический титул, также использовавшийся в некоторых странах Азии.Европейцами титул падишаха считался аналогом императорского титула. В некоторых тюркских языках слово «падишах» (патьша, патша) означает «царь», «император»ПАДИШАХ, падишаха, м. (перс. padisah, букв. защитник-властитель
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 23
  4. Chuvash

    Chuvash Сайтҫӑ

    Манăнкилес çырнине йăлтах ăнланма(стă)п
     
  5. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Мĕн ăнланалли çук вара кунта? Çĕнĕ шухăш мар вăл. Тĕнчере патшаллă халăхсем чылай. Акăлчансенех илер. Чăвашра халĕ суварсем те пур,пăлхарсем те, "конгресменсемпе " тĕрлĕрен фондсем тата культура юхăмĕсем. Усси çаплипех çук. Пуçра патши пулманран ку япала.Чиновниксене шанни те усси çук. Пĕччен тапаçланнинчен те усси сахал. Суйлас патшана. Туса парас кермен ун валли.Чăваш халăхĕшĕн вăл чи пысăк пĕлтерĕшлĕ çын пулса тăмалла. Чиновниксем аякра тăччăр. Эпир вĕсене суйламан. Патша вара чăваш халăхĕн пуласлах "символĕ" пулса тăрĕ.
     
  6. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Чаваш Халăх Хуралĕ пур,турхансене те тĕль пулма пулать халĕ Шупашкарта. Чăваш паттăрĕ текен медаль çакнă çынсене те курма пулать. Анчах та турхансем Патшасăр пулмалли япала мар. Чăваш паттăрĕ текен паллăна та Патша çеç пама пултарать. Ĕçе çалтан мар,теплĕн тăвас пулать. Чăвашсем малашне, ĕçкĕсенче, пĕрремĕш чĕркене Чăваш Патши сывлахĕшĕн тата чăваш халăхĕн вăйлă пуласлăхĕшĕн тесе тытса парĕç. Çавăнтан пуçланать ĕнте хамăра хамăр хисеплени. Çавăнтан пуçланĕ Чавашлăх çĕкленĕвĕ. СЫВĂ ПУЛТĂР ЧĂВАШ ПАТШИ. СЫВĂ ПУЛТĂР ЧĂВАШ ХАЛĂХĔ...
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 24
  7. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    А каким будет титул царя? Патша (падишах)? Царь Волжской Болгарии? Эмир Волжской Булгарии?
     
  8. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Чи пысăк титул- халăх суйланă чăваш патши пулĕ. Ыттисене халех пурне те палăртма кирлĕ мар. Политика.
     
  9. Chuvash

    Chuvash Сайтҫӑ

    http://alpania-mez.ucoz.org/search/?q=сувар?
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 чӳк 7
  10. Chuvash

    Chuvash Сайтҫӑ

    Султан, халиф
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 24
  11. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Çапла кулса ларсах ĕç тăвас çук. Çĕнĕ меслетсемпе çеç халăха усăллă улшăнусем тума пултарăпăр паян. Киввисем лачакана кĕрсе ларнă. Чăваша вăратас пулать,ыйтас пулать халăхран мĕнле малалла пурăнма шутлать вăл. Ачусене мĕншĕн хăвăн тăван чĕлхерен сивĕнтертĕн? Мĕншĕн çырав вăхăтĕнче хăвна чăваш тесе çыртаймарăн? Мĕнешĕн хăван килте хуçа пулма пăрахрăн? Мĕншĕн айкăра хăван телее шырама пуçларăн, чăваш? Кам валли сыхласа хаварнă чăваш чĕлхине пирĕн Ас Аттесем? Меншĕн çĕршер пин чăваш-палхар-сувар çыннисем юнĕсене тăкнă тăшмансемпе çăпăçса. Кам валли патшалăхсене туса упранă? Кам валли хуласем тунă? Кам валли кĕнекесем çырнă,юрă хывнă,илемлĕ те ансат тĕрĕсем тунă,тар юхтарса ĕçленĕ. Пуян та вăйлă пулнă пирĕн Ас Аттесем. Кĕмĕл тумлă халăх тенĕ ун чух пирĕн халăха. Пирĕн халахăн чаплă та вăйлă истори. Чăвашăн пуласлăх те вăйлă та чапла пулмалла.
     
  12. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Ыйхăран вăранас пулать. Паян ,тĕрĕссипе каласан , чăваш чĕлхине,культурине унпа пĕрлех чăваш халăхне те ,чăвашла юрă -кĕве каласах пытарма хатĕрленеççĕ пулмалла? Халăх ан систĕр,ан шухăшлатăр тесе кĕввисем хытăрах та хытарах янрама пуçларĕç. Коцертсем,тĕрлĕрен уявсем мĕн чухлĕ шавлăрах çавăн чухлĕ хытарах чăваш чĕлхи пĕтме пуçларĕ. Ватă çынсенчен тăракан музыкă ушкăнĕсене укçа уйăрса пама парахман-ха,анчах чăваш ачисем валли чăвашла ушкансем çукпа пĕрех. Пĕр теслĕх кăна,питĕ пĕлтерĕшлĕ. Аруран-ăрăва чавашлăха куçма парас çук. Ачасене ашшĕ-амĕшĕн культуринчен уйăрмалла. Чĕлхене аталантарма памалла мар. Чĕлхене хула пурнăçне кĕртмелле мар. Хытăран та хытă янрать чăваш юрри . Чăваш халăхне "ăсатакан" юрă кĕввине хуплас тесе пуль?
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 24
  13. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    Уважаемый Chuvash по моему разумению в государстве наших предков Волжской Булгарии и ее предшественнице-Великой Булгарии/Иделе титула султана и халифап не существовало. В Великой Булгарии царь именовался балтаваром,а в Волжской Булгарии эмиром,патша(падишахом).
     
  14. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    А кто в числе потенциальных претендентов на престол?
     
  15. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Для начала надо вспомнить историю. Точнее историю правителей от чувашского народа. Когда и при каких обсоятельствах прервалось их правления. Тут могут быть разногласия.
     
  16. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    Царей Волжской Булгарии вроде было пятнадцать.
     
  17. Манăнкилес

    Манăнкилес Moderator Канашлу ушкӑнӗ

    Чăваш патшине курсан халăхăн кăмăлĕ çĕкленеть. Пулас чăваш патши халĕ халăхăмăр хушшинче çÿрет,халăх пуласлăхĕ çинчен шухăшлать . Тен халлĕхе пĕлсех те каймасть пуль патша пуласса...
     
    Чи кайранхи улшăну: 2014 юпа 29
  18. Chuvash

    Chuvash Сайтҫӑ

    Камсем (камсам) юрлаççĕ? Кто поет (поют)?

    Кто поет - кам юрлать
     
  19. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    ЦАРИ ВОЛЖСКОЙ БУЛГАРИИ: -КОДРАГ -ИРХАН -ТУККАЙ -АЙДАР -ШИЛКА -БАТОР-МУМИН -АЛМУШ -ПАЛУК-ХАН -АТАМ -ШАМКУН -ШАМ-САИН -ОТЕК -ЧЕЛБИР -МИР-КАЗИ -АЛТЫНБИК
     
  20. Chuvash

    Chuvash Сайтҫӑ

    Все казахские имена, можно найти в соц сетях
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар