Çăнăх миххи

Тема в разделе "Сирĕн пултарулăх (Ваше творчество)", создана пользователем Admin, 2014 юпа 7.

  1. Admin

    Admin Administrator Канашлу ушкӑнӗ

    Емельянова Роза Риксовна
    Куславкка районĕ, Чашлама ялĕ
    Чăваш халăх канашлăвне, «Сирĕн пултарулăх» пая.

    Çăнăх миххи.
    Нина ниепле те çывăрса каяймарĕ. Упăшки паян каллех килте çук. Кантăкран пăхакан çутă уйăх, хĕрарăма шелленĕн, майĕпен тĕттĕм пĕлĕт хыçне пытанчĕ. Куçне хупрĕ те Нина çамрăклăхне аса илчĕ.
    Шухă та хитреччĕ Ваççа. Хуп-хура çӳçлĕ, кăн-кăвак куçлă яштака каччă хĕрсен пуçĕсене ним мар çавăратчĕ. Салтакра вăрçăллă Афганистанта пулнăскер, пикесемшĕн час-часах çапăçса та каятчĕ.
    Темпе тыткăнларĕ ăна Нина: те сăпай та çемçе кăмăлĕпе, те чĕрере асра юлакан çутă та таса куçĕсемпе. Пĕр çул килĕштерсе çӳренĕ хыççăн, çамрăксем çемье çавăрчĕç. Телейлĕччĕ вĕсем, чунтан кĕтнĕ икĕ ачи те хыççăн хыççăнах çуралчĕç.
    Кайран вара тем пулчĕ арçынна. Час-часах ĕçрен ӳсĕр килме тытăнчĕ, ют хĕрарăмсем патĕнче çĕтме пуçларĕ Ваççа. Нина çакна пурне те чăтатчĕ, мĕншĕн тесен питĕ юрататчĕ ăна. Ачисем те ашшĕ патне туртăнатчĕç, вăл ĕçрен килессине чăтăмсăррăн кĕтетчĕç.
    Çултан-çул Ваççа хаярланса пычĕ: арăмĕпе ачисем çине алă çĕклеме тытăнчĕ. Халь Нина утиял айĕнче çывăраймасăр шухăша кайса выртать. «Малалла мĕнле пурăнмалла-ши ку арçынпа?» - ыйтать вăл хăйĕнчен хăй.
    Çутăлчĕ ĕнтĕ. Акă пӳрт алăкĕ уçăлчĕ те хĕрĕнкĕ Ваççа пӳлĕме кĕчĕ, сĕтел хушшине ларса çимелли шырарĕ. Арăмĕ кравать çинчен тăрса халат тăхăннине курсан, вăл харрăн кăшкăрса ячĕ: « Ăçта апат?»
    ─ Еркĕнӳ ним те çитерсе ямарĕ-и мĕн? ─ тарăхса каларĕ Нина.
    ─ Шăплан, катемпи, мĕн тăвас тетĕп, çавна тăватăп. Хĕрарăмран ыйтса
    тăмастăп. Сан пеккисене эпир Афганистанра пĕр михĕ çăнăхпа улăштарнă,─ вĕриленсе кăшкăрчĕ Ваççа.
    Шавланипе ачисем вăраннине сиссе, Нина юнашар пӳлĕме утрĕ. Юнашарах чашăк ӳксе чăл-пар саланчĕ. Тулхăрчĕ-тулхăрчĕ те ӳсĕр упăшки, кравать çине выртса çывăрса кайрĕ. Çилли тулнă хĕрарăм нумай шухăшласа тăмарĕ─ лавккана кайрĕ те урапапа пĕр михĕ çăнăх илсе килчĕ. Йывăр пулсан та, вăл ăна пӳрте сĕтĕре-сĕтĕре кĕртрĕ те урай варрине лартрĕ.
    ─ Анне, эсĕ мĕн тăватăн? ─ тĕлĕнсе ыйтрĕç Вальăпа Саша, пахчаран шыв çĕклесе кĕнĕ май.
    ─ Аçу валли çăнăх илсе килтĕм. Эпир вара сирĕнпе кукаму патне Хыркассине пурăнма каятпăр, ─ ответлерĕ тарăхнă хĕрарăм ачисене.
    Нимех те каламарĕç Вальăпа Саша, япалисене пуçтарма пуçларĕç. Вĕсем те ывăннă килте кашни кун асар-писер харкашу пулнинчен. Пĕрре мар ачасен кукамĕшĕ патне ӳсĕр ашшĕнчен каçпа тарма тивнĕ.
    Акă ĕнтĕ виççĕшĕ пысăк сумкăсемпе Хыркасси еннелле утаççĕ. Уйра тырă пулса çитнĕ, вырма вăхăт. Сап-сарă ылтăн пек тулли пучахсем куçа илĕртеççĕ, чуна савăнтараççĕ. Анчах çав вăхăтрах тунсăх та, малалла ─ кĕркунне. Сивĕ, çумăрлă вăл.
    Çакăн пек кĕркунне пуçланчĕ те Ваççашăн. Арăмĕпе ачисем тухса кайсан, вăл малтан савăнчĕ. Ирĕк ăна халь чун туличчен эрех ĕçме те, савнисемпе киленме те. Пушă пӳртне хĕрарăм хыççăн хĕрарăм çавăтса килсе савăшрĕ арçын. Анчах лайăх пурнăç часах пĕтрĕ. Пĕр чарăнмасăр эрех ĕçнипе ĕçрен кăларчĕç Ваççана. Укçа çукки хытах пырса çапрĕ ăна. Пĕррехинче вара куçне уçрĕ те арçын, сăмах та калаймарĕ, ури çине те тăраймарĕ: инсульт, терĕ врач.
    Пĕр эрне выртать ĕнтĕ Ваççа больницăра. Шăллĕ, Валерка, пăхать ăна, анчах талăкĕпех лараймасть чирлĕ çын патĕнче. Тăванĕ Нина патне кайса ӳкĕтлеме шутларĕ. Мĕн пулать те, мĕн килет, тенĕн утрĕ вăл Хыркассине.
    Валерка пӳрте кĕрсен, хĕрарăм ун çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
    ─Ирт мала, мĕнле пит каçпа çӳрен эс? ─ терĕ вăл килнĕ хăнана.
    ─ Нина, пулăш-ха чирлĕ пиччене пăхма. Вăл сан упăшку вĕт-ха, сирĕн ачасем те пур. Ман ĕçе те кашни кун çӳремелле, пур çĕре ĕлкĕрейместĕп, ─ сăмах чĕнчĕ çамрăк.
    ─Çăнăх миххи пăхмасть-и мĕн? Халь çынах кирлĕ пулчĕ-и? ─ персе ячĕ Нина чăтаймасăр.
    Валерка ун çине ним ăнланмасăр пăхрĕ. Хĕрарăмăн ирĕксĕрех малтан мĕн пулнине каласа пама тиврĕ.
    «Ытла иртĕхрĕ çав Ваççа юлашки вăхăтра, Афганистанти вут-çулăм та пăсрĕ ăна. Çынпа çын пек пулмалла. Хам та унта çапăçнă, анчах киревсĕр япаласене нихçан та ырламан. Вăрçă ─хăрушă япала, анчах ун майĕпе тискерленмелле мар», ─ терĕ çамрăк.
    Нумайччен шухăшласа ларчĕ Нина вăл кайсан, тепĕр хут пурăннă çулсене аса илчĕ. Япăх çын пулман вĕт-ха Ваççа, юратсах кайнă ăна, икĕ ача та çуратнă. Тепĕр кунне хĕрарăм больницăна ирпе-ирех кайрĕ. Тăраймасăр выртакан упăшки, ăна курсан, савăнчĕ, тем каласшăн пулчĕ, анчах чĕлхи итлемерĕ. Тепĕр эрнерен хуллен ура çине тăма тытăнчĕ Ваççа, калаçкалама та хăтланчĕ. Часах ăна больницăран кăлараççĕ. Упăшкине Валерка пăхнă кунсенче Нина килне кайса тасатрĕ, çĕнĕ япаласем сарчĕ. Ун пĕртте таса мар çĕрте пурăнма пуçлас килмерĕ. Чиркĕве кайса пупа илсе килсе кĕлĕ те вулаттарчĕ хĕрарăм.
    Акă вĕсем тăван килĕнче. Йĕри-тавра çап-çутă, тап-таса, ăшă. Сĕтел çинче тутлă яшка, кăпăш кукăльсем, пĕр чашăк какай ─ çи те çи! Юнашарах ачасем чупса çӳреççĕ. Ваççа вĕсем çине пăхса ларчĕ-ларчĕ те, сисмерĕ, куççулĕ шăппăн юхса анчĕ. «Мĕн çитмерĕ-ши мана пурнăçра?» ─ хăйĕнчен хăй ыйтрĕ вăл. Çав вăхăтра илемлĕ кĕпе тăхăннă арăмĕ юнашар пырса ларчĕ. Итлесех кайман аллисемпе Ваççа ăна çупăрларĕ те темччен хăйĕнчен ямарĕ.
    Сывалмалли çул çăмăл пулмарĕ. Çур çултан çеç арçын чипер утакан, аллисемпе ĕçлекен пулчĕ, чĕлхи вара кайрантарах уççăн калаçма пуçларĕ. Нина унпа нумай больницăсем тăрăх çӳрерĕ. Питĕ тăрăшрĕ Ваççа шутлă çын пулма. Тепĕр чухне вăйĕ те юлмастчĕ чирпе кĕрешме, анчах арăмĕ алă усма памастчĕ ─ пулăшсах, хавхалантарсах тăратчĕ.
    Çĕнтерчĕ Ваççа чире. Çулталăкран вăл ĕçе те вырнаçрĕ. Телейлĕ халь арçын ─ пурте пур ун: юратнă арăм, ăслă ачасем, чипер сывлăх, килĕштерекен ĕç. Урăх туртмасть ăна эрех патне, ют хĕрарăмсем патне. Пурнăçра мĕн хаклине пĕлет вăл.
     
  2. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    эх çав аншарли миçе чăваш ачинь пуçне çимерĕ-ши.
     

Страницӑпа ыттисене паллаштар