Авалхи Пĕрĕ Торă ĕненĕвĕ / Тораизм

Тема в разделе "Чăвашсен авалхи тĕнĕ (Чувашская этнорелигия)", создана пользователем Šyravşă, 2015 авн 26.

  1. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Грексен сăмах пулăвне тĕпчесе кăтартаканĕ эпĕ мар. Сирĕн версине тĕрĕслерĕм кăна. Унччен пин-пин çын тĕпчесе палăртнă версси маншăн сирĕннинчен ĕнентерÿллĕрех, эквивокаллăхĕ çук унăн.

    Çак эквивокааллăх сăмах концептне те хăвăра кирлĕ пек ытти концептсемпе эквилетсе чĕнетĕр.
    ăх та пĕр, пĕремĕк те пĕр - тени шăпах эквивокаллăх пирки. Пăхпа Пĕремĕк пĕр япала мар. Икке, ЭКсцентричныйран, ЭКвивокаллăхран уйăрма пĕлмелле.
    "Двусмысленность" тесе вырăссем куçараççĕ. "Двусмысленность"е "Эквивокальность"рен уйăрма пĕлменни те - эквивокаллăх, анчах хăш пĕр чухне пĕлтерĕшлĕ йăнăш мар.

    Испансем "Двусмысленный"е ambiguo теççĕ, ку латтин чĕлхинчен куçнă хутлă сăмахра (amb ago "тавралла çÿретĕп") шăпах "иккĕлĕх" сĕмĕ пур, танлаштармалăх испанла Ambos (Ambas) "иккĕш те" тени.

    Эксцентричный "ик центрлă" тесе пурăннинчен сире турă хăтартăр. Эксцентричныя неуравновешенный тени - эквивокаллăх.
    Эксцентричный вырăс чĕлхине мĕнле майпа кĕрнине пăхмасăр ку сăмахăн çăлкуçĕ авалхи грек чĕлхи - ἔκκεντρος "орбиттин варри çĕр пулман" : ἐκ ‎чв. туху аффиксĕ пĕлтерĕшлĕ префикс + κέντρον ‎"пăнчă". Латтин чĕлхине улшăнмасăр тенĕ пекех eccentricus пулса куçнă, унтан вăтам француз чĕлхине excentrique. Питĕ çинçелĕхлĕ концепт ку. Чăвашла пĕр сăмахпа йăнăшмасăр калама пулмасть, вырăсла та çук, турккăлла та франццусларан eksantrik. Турккăсен чĕлхеçисем dış merkezli сăмах çаврăнăша хута яма тăрăшаççĕ. Анчах ку сăмах тĕп сăмах ăнлавне лайăх çырса кăтартать пулин те, авалхи грек философин те, европăри франццус революцийĕн шăрши-тути-масине упраймасть.

    ПИЕ *eǵʰs (вырăсла из, акăлчанла ex) тĕрĕксен иккипе çыхăннине хăш орбита çине тухса мĕнле майпа ăнлантарăр-ши тата?

    ---
    Йӑнӑш йӑнтарать, тӗрӗс тӳрлетет.
     
  2. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Эп пĕртте авторитет мар. Авториттетлă источниксене пăхни мана авториттет туса хумасть. Сирĕн шухăшлава ăнланма çак тапхăрта хăвăр сĕннĕ equivocation (подмена понятий) концептне ăнланни пулăшать. Унччен суя теттĕм - суя вырăнне эквивокаллăх теем. Эсир те сахалрах кÿреннĕ пулатăр ун чухне.
    Чăвашăн çырулăхлă чĕлхи 14-18 ĕмĕрсенче çукпа пĕрехчĕ, анчах чĕлхи самай йĕркеллĕрехчĕ, калаçаканĕ те нумайччĕ. Çырулăх туса хунă хыççăнхи (нумай çырулăх палăкĕ: литература, наука, тĕн, публицистика ĕçĕcем, конститтутсипе саккунсем...) чăваш чĕлхи вилме хатĕрленнĕ чĕлхесен йышне кĕчĕ, çыру йĕркисем йĕркесĕрлĕх патне çитерчĕç, çыраканĕ те сахалланса ларчĕ, калаçаканĕ пушшех те. Стандартланă наци чĕлхи стандартлакансемшĕн, чĕлхене улăштаракансемшĕн пулса тăчĕ.
    Чĕлхе хăй халлĕн йĕркеленнине ăслăх çыннисем пин хут татса панă. Теори мар вăл, чăн пурнăç.
    Эсир таçти 17-19 ĕмĕрхи ултавпа аташатăр. Сайтăн талпас кĕтесĕнчех сирĕн стандартлă чĕлхе çине кунне виç хут сысаççĕ, çавах пĕр-пĕрне ăнланнă пекки тăваççĕ. Тĕнчери палăртса тупнă 7105 чăн чĕлхерен (7105 халăх, 196 наци) паянхи кун 3750-шĕ кăна çырулăхлă. Сирĕн шутпа çак çырулăхсăр халăхсен чĕлхисем йĕркесĕр-и? Сирĕн шухăша малалла тăссан: мĕн тума кирлĕ çак 7105 чĕлхе, тыт та 1 чĕлхе туса хур, пурне те çавăнпа калаçтар - çапла мар-и?
    Сирĕн айванла шухăшăра тăссах Анăçра полтикорректность тухса кайрĕ - "чĕлхе фашизмĕ" теççĕ ăна. Паянхи раççейĕмĕртех чăваш чĕлхи калаçу вырăнĕ ăçта?



    Африкă сăмахăн А-йĕ нимĕнле хирĕçлев префиксĕ мар. Афер халăхĕ пурăннă вăл çĕршывра. Вăт вĕсене калама пултаратăр вĕри чунлă çынсем тесе.


    Тет сăмах суять тет, камăн теорийĕсем кусем?

    Стандартлă чĕлхепе сахал усă курнине те "Джагфар Тарихы"нче Нурутдинов çырса кăтартнă-и? :)

    Латин чĕлхи - стандартлă тенипе килĕшетĕр пулĕ - унăн пуçламăшĕ те паянхи Папуа Çĕнĕ Гвинейăри чĕлхесенни пекех çырулăхсăр. Вăл çутçанталăк чĕлхи, Латти çĕрĕн халăхĕсем хутшăннипе "йĕркеленсе" кайнă. Хăй вăхăтĕнче Латти çыннисем, унтан вара аслă имппери питĕ нумай пакăлтатнă. Аналоги - вырăс чĕлхи.
    Навахо чĕлхи - 19 ĕмĕрте çырулăх туса хуричченех флективлă чĕлхе пулнă.
    Эрмен чĕлхи - Иссусченхи 5 ĕмĕрте çыруллă пулса тăнине пăхмасăрах паян кун та аналитикăлла чĕлхе, флективлă мар.

    Эпĕ куллен стандартлă чĕлхепе усă куратăп та Шыравçă Игорь теме пултарап-и хама?

    ----
    Аз6уки астарать, веди глагол вӗрентет
     
  3. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    кунта Торă çинчен çырмалли мари вара .
     
  4. Kodrag

    Kodrag Хастар сайтҫӑ

    Начали про Создателя и закончили болтовней не понятно о чем.
     
  5. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Палах, кунта Тура (Тора) пирки каласьмалла. Чваш смахесем пирки сирнисене сяв темона кусьармалла. Ку манран пулмасть. Шыравсьо - редктор. Вол кусяртор. Тора смаха та вол чваш-плхар смахе мар тет. Ниепле те чвашла янракан смахсене плтерешепе пьрлхлисене Европа члхисене уменхи члхерен кусьно, хушма плтерешсем туянно тенине йышонмасть. Эпэ уна ИЕ члхисем унти халхсен тьрькле каласьно мон аслашшесен пер йышши мелсемпе урохлатноскерсем тетьп. Сякна 10шаррон шутлаври хисеп ячесен пьр пайе (чвашлисем) вьсен хальхи члхисене кусьса юлнине котартатоп. Вол йышонасшон мар. Сявонпа тьслехсене терле ютьмпе хиресьлет. Йышонни -ЕВРОПОЦЕНТРИЗМ суя теори пулнипе кильшни. Ку уншон тнче вирелле сявронса юкнипе пьрех. Шухошлас выронне вол цитаттосем шырать, вьсем сыпосьмасан та сьыпосьтарма трошать.
     
  6. ЧЕЛБИР

    ЧЕЛБИР Хастар сайтҫӑ

    Сдаётся мне что "çыравçă" в этой теме прикалывается.
     
  7. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Паллах, йышăнмастăп. Кăштах çиелтен тĕрĕслесенех ултавĕ çиеле тухать.
    Хисеп ячĕсем те суя пулса тухрĕç. Тата мĕн шухăшласа кăларĕ-ши тесе кĕтетĕп.
    Европоцентризм - суя теори мар, теори те мар, чăн пурнăçра пулакан чăн япала. Ман шутпа чăн-чăн Европоцентрист - эсир - Конми: cирĕн пĕтĕм шухăшăр Европă чĕлхисем, тата анăçри çынсем юратнă Санскрит, Этруск, Иврит темисем.
    Мĕншĕн-ха киттай, навахо, араб, эфиоп, суахили, каджун чĕлхи тĕслĕхĕсене сÿтсе явмастăр. Е вĕсем кирлĕ мар-и, вĕсен культури илĕртмест-и, палламастăр-и? Е хăвăр чĕлхĕре, тавракурăмăра пуянлатнă Европă культурине "присвоить" тăвасси Тораизм этикине кура сăваплăрах ĕç-и?
    Циттаттăсем илсе кăтартма, чăн япаласен чăнлăхне курма тĕрĕс шухăш кирлĕ. Çыпăçмасан та çыпăçтарассипе эпĕ аптрамастăп.
    Ивритри ТОРА паллах чăваш-пăлхар сăмахĕ мар.
    Чăвашри ТУРĂ/ТОРĂ вара, паллах, чăваш сăмахĕ, тĕрĕк сăмахĕ, пăлхар сăмахĕ.
    ---
    Ҫанталӑка ҫил пӑсать, ҫынна элек пӑсать.
     
  8. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    эпир мĕн чухлĕ тавлашсан та ку сăмах унтан ,ку кунтан тесен те ,пĕр татăкне те пĕлместпĕр ,пирĕн чĕлхе вăл Торăран.
     
  9. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Члхе ыйтовесемпе "Чваш смахесем вырос челхинче" темона кусьар. Шыравсьо Тора (Туръ) смах плхар-чвашсеннине йышонче.
     
  10. A t t i l a

    A t t i l a Сайтҫӑ

    Тора германисен те тене.. 4-5 емерте перле с,ывахра пуранна вахатра лекне
     
  11. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    пурнете кăшарни эрни пуçланнипе саламлап.
     
  12. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Кшарни выросла КРЕЩЕНЬЕ смахран. Пирьн СУРХУРИ. Вол пить авалхи уяв. Пьрисем калано торох, сьр варринче хьрсем, ку сюл качча тухма эмэтленнисем, тьтьм выльх картинче такана уринчен тытсан - эмэт пурносьланасса. Паллах, ку шютль йла пулно. Уяв шючэ.
     
    ЧЕЛБИР ку килӗшнӗ.
  13. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Герман йхьсем Камапа Урал таврашенченех уйролса кусьса кайно Скан утраве сине, вьсем те малтан тьрьклех каласьно. Скан 7000 сюла яхон каялла сес пртан тасалса этемсене пуронма майло пулса тоно тетчесь пире шкулта, Европа - 10 пин сюл.каялла.
    Европара та, Сканра та христиан тенне час йышнайман. Реформаци унта вой илни шпах енте авалхи тьне прахасшон пулманнипе, ун йла-йркине манайманнипе сихонно. Готсем православипе католиксен эненю символне пьтьмьшле килешсе йышонман. Сьнь тьнь вьсен авалхи тьне чылай сьньлех кертне христиан тьнне йышоначченех. Вьсем чиркюсем лартма, унта 3 син клеткелле скульптуросем вырнасьтарма пусьлано. Висьселле ушконта варринче Тор пулно. В.В.Николаевн "История предков чувашей" кнекинче Адам Бременский асаилевенчен илсе ктартно тьсльх пур.
     
  14. атика

    атика Хастар сайтҫӑ

    кăшарни крещени пирки пĕлмес пирĕн кăш эрни теççĕ кĕскен кăшарни сивĕсенчен кайăк кĕшĕке апатламалли вăхăт крещени пирки аса илю çук.эпĕ астунă тăрăх сурхури малтан раштавăн 6-мĕшĕсенчен пуçланă халь ăна крещенипе çыхăнтарнă.
     
  15. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Къш эрни - аван янрать, илемльэ. Ача чухне КШАРНИ смаха кукамирен илтсеттьм, апи те калакатче. Пьлтерешне ыйтман. Сивьре кайксене трантарни - сютсянталка упраниех, Тора врентьвьпе кильшюлль ыръ эсь. Крещенире вакра шыва кьрьсе чирлени мар. 2-3 сюл каялла пирьн ялти тьрекль арсьынах юпке шысьсипе сьре кьче.
    Авалхи тьнь йла-йрки сутсьанталок вхчьсемпе сихонно. Христиан тьнь авалхи сяв уявсенех урох ят пама трошно.
     
  16. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Çутçанталăк вăйĕсемпе çыхăнтарса Тораизмăн вĕрентÿ кĕнекин малалли пайне тултарса кăларар.
    http://chuvash.org/blogs/comments/2604.html
    [​IMG]
    Мадуров ÿкерчĕкне илнĕ чухне кăшт ирĕксĕрлентĕм - ытла та хисеплетĕп ун ÿнерне, анчах мĕн тăвас - Конмиизм шеллеттермест, грекпа еврейсене кăна мар хамăр киреметçĕсене те çунтарать.
     
  17. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Кштах куся уьмалла, Шыравсьо, сирма тытначчен, тьльк ытьлерсе-сульлянса сьырмалла мар. Сяпла, хальхи тьрьлэ реллигисемпе весен конфессийэсемпе сектосем ун никесе синче сюрално. Сяк шухош пьр саншьн сьэсь сьньльх. Хальхи халохсен несьльсем ПЬР ТОРАЛЛЪ, ПЬРЬ ЧЛХЕЛЛЕ тата ТВАНЛО пулно. Дравидсем те, кельтсем те.
     
  18. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ


    Хе-хе... Кам куçа уçаймасăр тĕлĕрсе ларать-ши? Мăнаçлăхăр суккăрлатма, васкаттарма пуçларĕ-им?
    Хăвăра хăвăр калас япаласене мана калани пирки пĕртте иккĕленместĕп.


    Хăçан та пулин сирĕнтен пĕр суясăр пост тухассине кĕтсе ларатăп. Вĕçĕм тĕрĕс япала çумне ултав хушса хуратăр, çавăншăн питĕ хурланатăп.

    Пур этемлĕх те тăванла пулни, Турă кашни этемĕн чĕрине çырнă саккун пĕр пулни маншăн пĕртте çĕнĕлĕх мар. Сăваплă Çыру та çавăн çинчен калать, генетика та çирĕплетет - пĕр иккĕленÿ те çук. Анчах паянхи нихăш халăхăн та адам чĕлхине приватизацилеме ирĕкĕ çук. Эсир кутăн-пуçăн пăркалансан та, эквивокализацилесе, тĕтре ăшне пытаркаласан та сирĕн теорийĕн тĕп шухăшĕ ман куç умĕнчех:
    Тем те калама пултаратăр, анчах эп куллен чăвашпа вырăсран ытла тĕнчен тĕрлĕ халăх çыннисемпе хутшăнатăп - филиппин, еврей, турккă, сири, австрали, америка, испан, мексика, грек, румын... Сирĕн теорине практикăна кĕртсен, кама та пулин "Ĕлĕк пур те чăвашла калаçнă тесен" манран кулĕç кăна мар, эпĕ вĕсене кÿрентерĕп, чăваша вĕсен куçĕ умĕнче намăса тăратса хăварăп.

    Шыравçă сире паллах "пулма пултараймасть" тейĕ. Сирĕн разведкă питĕ япăх ĕçлет.
    [A]
    Чăваш чĕлхи ĕлĕкхи чĕлхе - 2500 çул, 5000 çул теекеннисем те пур. Ку лингвистика ăслăхĕ тĕпчесе, тупса, çирĕплетсе панă япала - шел, пĕр анлă мухтанмалли документ та çук. Чăваш чĕлхинчен ĕлĕкхирех документлă чĕлхе вара питĕ нумай --
    Чи кивĕ чĕрĕ чĕлхесем [1] [2] [3]:
    Иврит Тамил Литва Фарси Исланд Македон Баск Фин Грузин Ирланд
    Çырулăх палăкĕллĕ чĕлхесем - Çырулăха кура:
    вилĕ - Шумер Египет; чĕрĕ - Грек Киттай
    Çырулăхсăр (чăваш чĕлхи пек) чĕлхесем - Пуплеве кура:
    Албан

    Хайхи дравидла Тамил чĕлхи хăйне тĕллĕнех чи ĕлĕкхи чĕлхе шутланать. Чăваш чĕлхи ниме те юрамарĕ.

    [Б]

    Чикĕ леш енчи университетсенче вĕрентеççĕ текен абстрактлă пĕлÿпе мĕне шанса-шантарса ларатăр-ши?
    Чăваш чĕлхине тĕпчекен çынсен йышне шутласа тухмашкăн икĕ алă та кирлĕ мар - çуррине паллатăп. Турцири тĕпчевçĕсем кăшт йышлăрах - 5 яхăн çын.
    Унтан Америкăра пĕр-ик çын пур - Кристофер Кулвер (Филаделфи ачи, Финляндири Хельсинки Университечĕ - Мари тĕпчевçи), Кейт Лин Линдси (Калифорни хĕрачи, Стэнфорд Университечĕ). Кусен те тĕп специальноçĕ чăваш чĕлхине тĕпчессипе çыхăнман. Çак çынсемпе пĕр сĕтел хушшинче ларса куçа-куçăн калаçса курнă çынна тăм шăхлич тыттарма тăрăшатăр.
    Хобби пек вĕренекеннисем çинчен те сайт корреспонденчĕсем приоретлă майпа çыраççĕ - шел, çулталăкне 1-2 çын тупăнать кăна. Çулталăкне тепĕр 1-2 çын ман пата çырать - чăвашла вĕренес килет тесе. Ăçта хайхи сирĕн ажиотаж?
    Мана çакна ас илтерчĕ: Америкăна пĕрремĕш хут кайнă чухне сирĕн пеккисем (чăваш национализмĕ сусăрлатнă ветерансем) мана унта та чăваш диаспори пурах тетчĕç. Ним те çук. Чăвашла калаçакан инопланетянсем те çук, чăваш чĕлхипе аваллăхне кăтартса пама тивĕçлĕ авалхи çырулăх палăкĕсем текех çĕр айĕнчен тухмĕç. Айванла ачаш шухăшсенчен (хам та ача чухне çапла ĕмĕтленеттĕм) хăтăлса чĕрĕ чăн тĕнчене килме чĕнетĕп сире. Хăвăрăн тĕллевĕре те пулин суяран тасатса ревизи тума сĕнетĕп.
     
  19. Конми

    Конми Хастар сайтҫӑ

    Сьывормастон, каллех птранатон. Ку темора Пьрь Тора эненевь пирки смахлатпр. Чельхемерти авалхи тымар смахсем пирки хвах урох тема усьрон. Птранса ан лар.
     
  20. Šyravşă

    Šyravşă Сайтҫӑ

    Çав кĕске япалара та пулин суя акас терĕр.
    Ку тема Пĕрĕ Торă ĕненĕвĕ пирки мар -
    сирĕн Торă ĕненĕвĕ "Тораизм" пирки.
    Чĕлхемĕрти авалхи тымарсене "ăнлантарса" парасси Тораизмăн тĕп теологилле "тĕпчев"лĕ ĕçĕсенчен пĕри.
    Тораизм чĕлхе "пĕлĕвĕ"пе усă курса чăваш чĕлхи пĕр торра пуççапнă хальхи этемлĕхĕн пĕртен пĕр наследникĕ теессишĕн аппаланать, амаланать, аталанать, çунать, çунтарать:
    Чĕлхемĕрти авалхи тымар сăмахсем пирки мар Нострат теорийĕ пирки уйрăм темă уçрăм. Кусем Тораизмпа Ностратизм: пăхпа пĕремĕк пек уйрăм япаласем.

    ----
    Турӑран — туя, усалран — суя.
     
    Чи кайранхи улшăну: 2016 кăр 4

Страницӑпа ыттисене паллаштар